Архив - Окт 2016 - Çамрăксен хаçачĕ

октября 6th

6 Окт, 2016

Вилсе чĕрĕлнĕ хыççăн пурнăçпа туллин киленет

Пĕчĕк Карачура ялĕ вĕçне çитеспе редакци машини хăвăртлăхне чакарчĕ: умра ÇÇХПИ инспекторĕ тăрать. Ара, ку манекен вĕт! Эпир кăна мар, ытти иртен-çÿрен те автомобиле тăпах чарать иккен. Кунашкал юмах тĕнчине кĕрсе курмасăр никамăн та чун чăтаймĕ.

6 Окт, 2016

«Снаряд ванчăкĕсем çумăр пек ÿкетчĕç»

Канаш районĕнче Кайри Ăнтавăш ялĕнче 93 çулти вăрçă ветеранĕ Геннадий Фомин пурăнать. 18 çулта фронта тухса кайнăскерĕн терт-нушине сахал мар курма тивнĕ. Выльăхпа пĕр витере çывăрнине, пăр çинче хырăмпа вун-вун çухрăм шунине вăл асран нихăçан та кăлармасть.

6 Окт, 2016

Пĕр каçлăх юратушăн артистла хăтланаççĕ

Пирĕн корреспондент Интернетра савни шыранă

Ăмсану — лайăхах туйăм мар. Нумаях пулмасть тусăмăн вĕр çĕнĕ хваттерĕнче пулса курнă хыççăн чуна шĕкĕ евĕр кĕрсе вырнаçрĕ вăл. Савни тупнă тусăмăн пурнăçĕ улшăнчĕ: куçĕ телейпе çиçет, ĕçрен кашни каç савăнăçлă кăмăл-туйăмпа таврăнать. Çĕнĕ мăшăрĕпе пĕрле туяннă хваттере мĕн тери чаплă юсанă! Тÿрех паллă — ăста алăллă ĕçчен арçын унăн пулас упăшки. Кĕркунне пĕрлешме калаçса татăлнă вĕсем, çĕррине те, кĕпине те туяннă. Пĕрремĕш упăшки эрех ĕçсе, ниçта ĕçлемесĕр, кĕвĕçсе, сăтăр кăтартса тарăхтарсах çитернĕччĕ тусăма. Вăл чăтаймарĕ — уйрăлчĕ, икĕ ачине ашшĕ пулăшăвĕсĕрех ÿстерчĕ. Акă тинех хĕн-хур тÿссе пурăннă хĕрарăм тĕлне те йĕркеллĕ арçын тупăнчĕ. “Пĕлетĕн-и: холодильникре мĕн çуккине те хăйех курать, хваттерте мĕн юсамалли, пăта çапмалли пирки шарламастăп та”, — хальхи мăшăрĕн ырă енĕсене асăнса пĕтереймерĕ тусăм. Ара, пире, хĕрарăмсене, урăх мĕн кирлĕ? Ĕçлекен, çемьене тăрантаракан тата... сана вилсе каясла юратакан арçын пултăр. Ăçта тупнă тетĕр-и çавнашкал савни? Ăçта, ăçта? Интернетра.

Страницы