Сăмах - алоэ пирки. Унпа тĕрлĕ çĕр-шывра мĕн авалтанпа сиплевре усă курнă. Çак ÿсен-тăран пирки темĕн чухлĕ каласа парсан та паха енĕсене пĕтĕмĕшле уçса пама йывăр. Мĕншĕн тесен вăл питĕ нумай чирпе ăнăçлă кĕрешме пулăшать. Паян хăш-пĕр рецептпа паллаштарар-ха.
Куçа курăнман питĕ пĕчĕк сăвăс жележица пуçарнă ÿт чирĕнчен демодекозран хăтăлма çăмăл мар. Тута, сăмса тавра тухса тулнă шатрасем ятарлă крем сĕрсен те йăлтах çухалмаççĕ. Чир пĕрре лăпланать, унтан каллех вăй илет. Çак мелсемпе тимлĕ сипленни чылай чухне пулăшма кирлĕ.