Комментировать

13 Мар, 2014

МĂЙĂР ÇИЕС КИЛСЕН

Сывлăхшăн усăллă пултăр тесен мăйăра суйласа çимелле, мĕншĕн тесен кашниех хăйне евĕр витĕм кÿрет.

Фисташка

Калори чи сахал мăйăр. Вăл тата аппетита чакарать. Акăлчан химикĕсем фисташкăн хăйне евĕр тепĕр енне те тупса палăртнă. Духовкăра ăшаласа авăртнă мăйăр кофене улăштарма пултарать иккен. Фисташкăна 200 градус температурăра 20 минутран кая мар ăшаламалла.

Америка тĕпчевçисем палăртнă тăрăх - кунне 100 грамм фисташка çини арçыннăн ар хăватне ÿстерме пулăшать. Ку унра фолат, цинк, аргинин тата çăра мар çусем пуррипе çыхăннă.

Арахис

Унра пуç мимипе нерв тытăмне лайăх ĕçлеттерме кирлĕ В ушкăнри витаминсем нумай. Арахисра ас туса юлассине тата тимлĕхе лайăхлатакан витаминсем пур. Пуç мимине пулăшма кунне 15-20 мăйăр çини çителĕклĕ. Чĕррине мар, ăшаланă арахис çимелле: чĕрри апат ирĕлтерессине пăсма пултарать.

Арахис çавăн пекех арçын тата хĕрарăм ар гормонĕсене туса кăларассине лайăхлатать. Çак тĕллевпе кунне 30 грамм çини çителĕклĕ. Вĕтĕрех мăйăр пахарах.

Миндаль

Великобританири тĕпчевçĕсем çапла çирĕплетеççĕ: кунне 30 грамм миндаль çисе пурăнни инфаркт хăрушлăхне 47 процент чакарать. Çак витĕме вĕсем мăйăрта организма ир ватăласран тата чĕре чирĕсенчен хÿтĕлекен Е витамин нумаййипе ăнлантараççĕ.

Хĕрарăмсен арлăх туйăмне ÿстерекен çимĕçсенчен миндаль пĕрремĕш вырăнта тăрать. Унри Е витаминпа цинк гормонсен шайлашăвне йĕркелеççĕ.

Аçтăрхан мăйăрĕ

Унра паллă антиоксидантсем - пĕркеленчĕксенчен, ватлăхăн ытти паллинчен хÿтĕлекен япаласем - пур. Мăйăрта ÿтшĕн, лăймака сийсен сывлăхĕшĕн, пит тĕсĕшĕн яваплă Е тата А витаминсем нумай. Унри С витамин иммунитета çирĕплетнипе пĕрлех ÿт клеткисене çĕнелме витĕм кÿрет. Аçтăрхан мăйăрĕнче цинк чылай. Вăл çÿçпе чĕрнене питĕ кирлĕ.

Çавăн пекех аçтăрхан мăйăрĕ кăкăрăн усал шыççинчен хÿтĕленме пулăшать. Кунне 75-шер грамм çисен арçынсен ар шĕвекĕн пахалăхĕ лайăхланать.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.