ПĔРРЕ ЛАЙĂХЛАНАТЬ, УНТАН КАЛЛЕХ ВĂЙЛАНАТЬ

13 Мар, 2014

Куçа курăнман питĕ пĕчĕк сăвăс жележица пуçарнă ÿт чирĕнчен демодекозран хăтăлма çăмăл мар. Тута, сăмса тавра тухса тулнă шатрасем ятарлă крем сĕрсен те йăлтах çухалмаççĕ. Чир пĕрре лăпланать, унтан каллех вăй илет. Çак мелсемпе тимлĕ сипленни чылай чухне пулăшма кирлĕ.

Организма тасатнинчен пуçламалла. Клизма лартмалла, пĕвере тасатакан процедурăсем тумалла, сăмсана тинĕс тăварĕ ирĕлтернĕ шывпа чÿхемелле. Пĕр уйăх кашни ир 1 чей кашăкĕ тип çу хыпса 20 минут карамель пек ĕммелле. Унтан шуралнă çăва сурса пăрахмалла.

Пĕр эрнерен ÿте тасатма тытăнмалла. Лăсă ярса вĕретнĕ шыв пăсĕпе ингаляци тумалла. Йĕм таран çарамасланмалла, пукан çине лармалла, урасен хушшине тин вĕренĕ лăсă шывĕллĕ кастрюле лартмалла. Çăм утиялпа пĕтĕмĕшле витĕнмелле те вĕри пăса сăмсапа, çăварпа, пĕтĕм ÿт-пÿпе сывламалла. Малтан пуçа çÿлерех тытмалла, шыв лĕпленсе пынă май аяларах та аяларах пĕкмелле. Питри, ÿт-пÿри тар шăтăкĕсем уçăлаççĕ, тар, тăвар тухать, ÿт питĕ аван тасалать. Утиял айне шăнкартма - сăмса тутри, тар шăлма ал шăлли илмелле. Çапла 5-7 минут лармалла. Кашни кун 8 яхăн ингаляци тумалла.

Ингаляци хыççăнах пите хыр е чăрăш сăмалин маçне сĕрмелле. Хытă чĕпĕтет, анчах чăтмалла. Маç рецепчĕ: ирĕлтернĕ сăмалапа сысна ăш çăвне çурмалла хутăштармалла. Ингаляцисем хушшинче маçа 3-4 хут сĕрмелле. 2 эрнерен пит тасалма кирлĕ. Организма тасатмалли тулли курса çулталăкра икĕ хут ирттермелле.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.