Архив - 21 Фев, 2014 - Çамрăксен хаçачĕ

21 Фев, 2014

Украина каччипе мăшăрлансан та... туйра чăваш кĕпи тăхăннă

Чăваш хĕрĕпе Украина каччи пĕрлешни, туйне халăх йăли-йĕркине пăхăнса ирттерни пирки ăнсăртран пĕлтĕм. Пикене Интернетри социаллă сайтсенчен пĕринче шыраса тупса çыру вĕçтертĕм. Вăл нумай кĕттермерĕ: хурав çийĕнчех килчĕ. Ольга Антоненкăпа /хĕр чухнехи хушамачĕ Портнова/ çапла майпа паллашрăмăр.

21 Фев, 2014

Çумăр витĕр...

Чăваш патшалăх филармонийĕн «Çавал» фольклорпа эстрада ансамблĕ Сочире пулнă. Вĕсем Олимп паркĕнче иртекен концертсене хутшăннă. Нарăсăн 16-мĕшĕнче артистсем хĕллехи вăйăсем иртекен хулан сцени çине пĕрремĕш хут тухнă. Ансамбль ертÿçипе Лилия Прокопьевăпа çыхăнтăм.

21 Фев, 2014

Чăваш апачĕпе кăсăкланаççĕ

РФ регионĕсен экспозицийĕ «Сочи - 2014» йĕркелÿ комитечĕн пуçарăвĕпе пурнăçа кĕнĕ. Ăна пирĕн çĕр-шывра нумай наци çынни пурăннине, тĕрлĕ регион пуянлăхĕпе капăрлăхне кăтартас тĕллевпе йĕркеленĕ. Курав Олимп паркĕнче вырнаçнă. Унта федерацин 8 округĕ хутшăннă. Вăл нарăсăн 7-мĕшĕнче ĕçлеме тытăннă.

21 Фев, 2014

Çăварнире пулас мăшăра суйланă

Нарăсăн 23-мĕшĕнче Çăварни пуçланать. Вăл пĕр эрнене тăсăлать. Кашни уявра ирттермелли йăла-йĕрке пур. Çăварни эрнине чăваш халăхĕ епле ирттернĕ-ха? Хальхи ăру унпа çыхăннă йĕркене пăхăнать-и? Çăварни эрнинче пĕр-пĕр ĕçе пурнăçлани мĕне пĕлтерет-ха тата? Ыйтусен хуравне тупма И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс, чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн чăваш тата танлаштаруллă литература пĕлĕвĕн кафедрин доценчĕ Галина Ильина пулăшрĕ.

- «Çăварни эрнинче чун каниччен савăнмасан-кулмасан малашне хуйхăллă-суйхăллă пурăнăн» тени мĕнпе çыхăннă?

21 Фев, 2014

Спорт уйăхлăхĕ тухăçлă иртрĕ

Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне халалланă Пĕтĕм Раççейри йăлана кĕнĕ массăллă оборонăпа спорт уйăхлăхĕнче чылай хула-районта, хăш-пĕр коллективра тĕрлĕ мероприяти нихçанхинчен ытларах йĕркелерĕç. Республикипе илсен, хĕллехи XXII Олимп вăййисене халалланă йĕлтĕр ăмăртăвĕсене 60 пине яхăн çын хутшăнчĕ!

21 Фев, 2014

Çап-çамрăк мăшăра ватăлтарнă инкек

Пушар вăрă-хурах кăна мар, вăл нимсĕр хăварать... Нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Хурама Тăварта пулнă инкек пĕтĕм çĕр-шыва кисретрĕ. “Хĕрлĕ автан” ташши Татьянăпа Владимир Алексеевсене пурăнмалли çуртсăр, çак таранччен пухнă пурлăхсăр кăна мар, пирĕшти пек чипер икĕ ачасăр та тăратса хăварнă.

21 Фев, 2014

Вăрçăри кашни кун асра

Ĕлĕкрех нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче ытларах çар çыннисене, Тăван çĕр-шыва хÿтĕленĕ салтаксене уяв ячĕпе саламланă. Халĕ çак кун мĕн пур арçынна хисеп тăвасси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Сăмах май, 1918 çулта йăл илнĕ уявра çĕр-шыв хăрушсăрлăхĕн тытăмĕнче ĕçлекен хĕрарăмсене те саламлаççĕ. Вĕсем те Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисем-çке.

21 Фев, 2014

Хĕлле урамра... аялти тумпа кăна

Сивĕ шывпа чÿхенни, мунчара милĕкпе çапăннă хыççăн юр çинче йăваланни... Пĕр сăмахпа - организма пиçĕхтерни - усă кÿни пирки чылайăшĕ вуланă ĕнтĕ. Хăшĕ-пĕри вара кун пирки пĕлет кăна мар, организма куллен пиçĕхтерме те тăрăшать. Интернет урлă тĕлĕнмелле çынпа паллашма тÿр килчĕ.

21 Фев, 2014

Ял ачи вырăсланать

«Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», - тенĕ чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев. Унăн сăмахĕсемпе килĕшмесĕр тăраймăн, анчах паянхи самана саламачĕ урăхла çаптарать. Ял ачисем вырăсланни, амăшĕн сĕчĕпе куçнă чĕлхерен вăтанни, чăвашла вулама, çырма манса пыни, шел те, пурнăç чăнлăхĕ пулса тăчĕ.

21 Фев, 2014

Хĕр чухне хатĕрленĕ тупрана упăшки чĕртсе çунтарнă

«Пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси мар», - тенĕ ĕлĕкрен. Çапла каланине илтсен «тĕнчере миçе çын - çавăн чухлĕ шăпа» тени те аса килет. Пĕрисен кун-çулĕ таса уй-хирпе утнă пекех иртет, теприсен вара тарăн çырмара выртакан ишĕлнĕ кĕпер пайĕсем çийĕн çыранăн тепĕр енне каçмашкăн та май аран-аран тупăнать.

Страницы