- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш апачĕпе кăсăкланаççĕ
РФ регионĕсен экспозицийĕ «Сочи - 2014» йĕркелÿ комитечĕн пуçарăвĕпе пурнăçа кĕнĕ. Ăна пирĕн çĕр-шывра нумай наци çынни пурăннине, тĕрлĕ регион пуянлăхĕпе капăрлăхне кăтартас тĕллевпе йĕркеленĕ. Курав Олимп паркĕнче вырнаçнă. Унта федерацин 8 округĕ хутшăннă. Вăл нарăсăн 7-мĕшĕнче ĕçлеме тытăннă.
Федерацин Атăлçи округĕн экспозицийĕн лаптăкĕ - 560 тăваткал метр. Пысăк видеоэкранра регионти 14 субъект çинчен хатĕрленĕ промороликсене курма пулать. Интерактивлă çул çÿрев Сарă ту, Пенза, Киров, Эрĕнпур, Самар, Ульяновск облаçĕсемпе, Пермь крайĕпе, Пушкăрт, Мари, Удмурт, Тутар, Мордва, Чăваш республикисемпе тата Чул хулапа паллаштарать.
ЧР экспорт пулăшăвĕн центрĕн ертÿçине Александр Рыбакова Сочире ĕçлекен экспозици пирки каласа кăтартма ыйтрăмăр. Чăваш Енпе кам ытларах кăсăкланать? Олимпиадăна килнисем курава мĕнле йышăнаççĕ? Иртен-çÿрен пирĕн республикăна мĕнле хаклать?
Александр Николаевич каласа кăтартнă тăрăх - куравра чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, культура пуянлăхĕпе, экономика отраслĕн аталанăвĕпе, спорт çитĕнĕвĕсемпе, регионăн инвестици тата туризм ресурсĕсемпе паллашма май пур. Çавăн пекех «çул çÿреве тухнисем» тăмран тунă чăваш пуканисене, тĕрĕллĕ сăмса тутрисене, республика сăнĕллĕ турилккесемпе асăнмалăх парнесене, «Т.Шарковăн тĕррисемпе пуканисем» тата ытти кĕнекене тытса кураяççĕ. Экспозицире иккĕн ĕçлеççĕ. Чăваш тумне тăхăннă хĕрсем килен-каяна тăван халăх историйĕпе паллаштараççĕ, акăлчанла тата вырăсла çырнă визиткăсем параççĕ, ачасене Шупашкара сăнланă магнитсем парнелеççĕ, спортсменсемпе хăнасене тĕп хуламăрта çуллен иртекен экономика форумне тата Республика кунне йыхравлаççĕ. Александр Рыбаков пĕлтернĕ тăрăх - Америка усламçи Чăваш Ене килсе курассине пĕлтернĕ. Кураври пирĕн экспозици пирки Канада тата Корея телерадиокомпанийĕсен журналисчĕсем сюжетсем хатĕрленĕ. Америка, Германи, Украина тата ытти çĕр-шыв çыннисем Чăваш Ен культурипе уйрăмах кăсăкланаççĕ. Çут çанталăкăн чи черчен пайĕ ытларах чăваш тĕррипе тата апат-çимĕçĕпе интересленет. Чăваш наци апачĕн кĕнекинче çĕр улминчен хатĕрленĕ тĕрлĕ çимĕç çинчен çырнипе çĕр-çĕр хĕрарăм паллашнă. Вырăсла тата акăлчанла кăларнăскере чылайăшĕ парне тума ыйтнă. Александр Рыбаков пĕлтернĕ тăрăх - икĕ чĕлхепе тухнăскере Сочие тата илсе çитерме йышăннă.
Куравпа паллашакансем Шупашкара тÿперен ÿкернине пăхма килĕштереççĕ, Атăл çумĕнче вырнаçнă хулан илемлĕ вырăнĕсене курса савăнаççĕ. Чăваш Енри экспорт центрĕн ертÿçи экспозици Раççей регионĕсен пурнăçĕпе ĕç-хĕлне кăтартса панисĕр пуçне пирĕн республикăна килсе курма тĕв тăвакан туристсен йышне палăрмаллах ÿстерессе шанать.
Шăмат кун регионсен экспозицийĕпе Раççей Президенчĕ Владимир Путинпа Олимп комитечĕн ертÿçи Томас Бах та паллашнă. Сочие кайнă ентешсем те, волонтерсем те Чăваш Ен экспозицийĕ умĕнче сăн ÿкерĕнмесĕр, унта ĕçлекенсене сывлăх сунмасăр иртмеççĕ. Олимп вăййисен талисманне - мулкача - ÿкернĕ Сильвия Петрова та экспозиципе паллашнă. Вăл та, унта çитсе курнă вун-вун йăхташăмăр пекех, тăван республикăпа мăнаçланать.
Любовь ПЕТРОВА
Комментировать