- Чăвашла верси
- Русская версия
Çăварнире пулас мăшăра суйланă
Нарăсăн 23-мĕшĕнче Çăварни пуçланать. Вăл пĕр эрнене тăсăлать. Кашни уявра ирттермелли йăла-йĕрке пур. Çăварни эрнине чăваш халăхĕ епле ирттернĕ-ха? Хальхи ăру унпа çыхăннă йĕркене пăхăнать-и? Çăварни эрнинче пĕр-пĕр ĕçе пурнăçлани мĕне пĕлтерет-ха тата? Ыйтусен хуравне тупма И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс, чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн чăваш тата танлаштаруллă литература пĕлĕвĕн кафедрин доценчĕ Галина Ильина пулăшрĕ.
- «Çăварни эрнинче чун каниччен савăнмасан-кулмасан малашне хуйхăллă-суйхăллă пурăнăн» тени мĕнпе çыхăннă?
- Хĕле ăсатасси чăваш халăхĕн уявĕсен ретĕнче тахçанах пулнă. Вăл пĕр вăхăт тепринпе ылмашăннине ăнлантарнă. Çавăнпа çĕнĕ тапхăр килнине савăнса кĕтсе илмелле пулнă.
- Апат-çимĕçрен чи малтан икерчĕ янтăланине епле ăнлантараççĕ тĕпчевçĕсем?
- Çаврака икерче хĕвелпе танлаштарнă. Хĕл хыççăн ăшă тапхăр çитет. Эппин, икерчĕ - ăшă вăхăт палли. Çатма çинчен илнĕ пĕрремĕш икерче ваттисене асăнса çиеççĕ. Çăварнире йăва та пĕçереççĕ. Анчах Сурхурири пек çап-çаврака мар, пĕр пуçне çу хумалăх айлăмлă тăваççĕ.
- Улăмран тунă Çăварни карчăкне мĕншĕн çунтараççĕ?
- Чăваш календарĕнче 12 уйăх - 12 хĕр. Çавăнпа ăна хĕрарăм евĕр ăсталаççĕ. Тăвайккинчен çунтарса çырмана яни хĕлĕн кайма вăхăт çитнине пĕлтерет. Ку авалтан пыракан йăлапа çыхăннă: вилме патне çитнĕ çынсене çырмана лартса янă - çут çанталăк аллине панă. Хăш-пĕр тăрăхра кимĕпе шыва янă. Çакă паянхи куншăн ытла та тискер пек туйăнать. Анчах ку йăла-йĕрке «Ăслă ача» чăваш халăх юмахĕнче те çырăнса юлнă.
- Хĕрарăмсем тăвайккинчен ярăннă йĕрке мĕнпе çыхăннă тата?
- Ку йăлана хĕрарăм ăнăçлăхĕпе çыхăнтарнă. Тăвайккинчен çунашкапа тÿрĕ ярăнса анни кил вучахĕн управçин кантăр-йĕтĕн аван çитĕнессине, хуçалăхри ĕç кал-кал пырассине кăтартнă. Кукăр ярăнса анни ăнăçсăрлăха систернĕ.
- Çăварни эрнипе çыхăннă анлă сарăлнă тепĕр паллă - катаччи чупасси. Анчах юлашки вăхăтра ялсенче лашана сайра хутра çеç кураятăн. Çакна пула уяв илемĕ çухалмасть-и?
- Ку шухăшпа эпĕ килĕшсех каймастăп, мĕншĕн тесен хăш-пĕр тăрăхра килте лашана ĕçшĕн те мар, илемшĕн тытакансем пур. Çăварни çинчен илтмен çын çук, çавăнпа ăна ирттереççех. Район центрĕсенче çулсеренех хĕле ăсатаççĕ, ăмăртусем ирттереççĕ, юрлаççĕ-ташлаççĕ, савăнаççĕ.
- Çапах йăла-йĕрке манăçнин сăлтавĕ, сирĕн шухăшпа, мĕнре?
- Чи малтанах - ÿркенни, пĕлменни пулĕ. Ĕлĕк пирĕн халăх кирек мĕнле уяв ирттерсен те пĕтĕм ялпа савăннă. Вăл е ку йĕркене таçта вăрттăн мар, пурте курмалла ирттернĕ. Çамрăксем - ватăсенчен, ача-пăча ар-хĕртен вĕреннĕ. Вĕсен ÿсĕмне çитсен йăлана малтанхи ăру пек пурнăçланă. Мĕн пĕчĕкрен курса-пĕлсе çитĕннĕ. Çăварнире ачасем тăвайккинчен ярăннă, лашапа яш-кĕрĕм чупнă, ватă çынсем пирĕнтен кайнисене асăннă.
- Шăпăрлансен те катаччи шутсăр ярăнас килнĕ пуль...
- Çапла, урама тухсан вĕсем иртсе кайнине ăмсанса пăхса юлаттăмăр. Анчах çамрăксем хĕрсене кăна лартнă. Хăйсен майлă çавăрма. Çăварни эрни мăшăр суйламалли вăхăт пулнă. Хĕрсем: «Çăварни эрни иртсе кайрĕ, Каллех качча каясси пулмарĕ», - тесе юрлани асра юлнă.
- Çăварни çинчен калаçнă май ăна хăш районта анлă ирттернине пĕлес килет.
- Вăл е ку район мухтавлăрах тесе уйăрма çук. Пур тăрăхра та ирттереççĕ. Чăваш халăхне улăштараймăн, вăл хăйĕн йăли-йĕркине пурнăçлатех. Чăваш ырлăхĕ çÿлти, аялти тата çутă тĕнчесен килĕшÿлĕхĕнчен килет, çавăнпа çын турăран та, çут тĕнчерен уйрăлнисенчен те пулăшу ыйтса пурăнать.
Елена ТРОФИМОВА калаçнă.
Комментировать