Хĕлле урамра... аялти тумпа кăна
Сивĕ шывпа чÿхенни, мунчара милĕкпе çапăннă хыççăн юр çинче йăваланни... Пĕр сăмахпа - организма пиçĕхтерни - усă кÿни пирки чылайăшĕ вуланă ĕнтĕ. Хăшĕ-пĕри вара кун пирки пĕлет кăна мар, организма куллен пиçĕхтерме те тăрăшать. Интернет урлă тĕлĕнмелле çынпа паллашма тÿр килчĕ. 16-ри Анастасия Бахтюкова Мускавра пурăнать. Вăл организма пиçĕхтерме ачаранпах хăнăхнă. Сывлăха упрама, иммунитета çирĕплетме тăрăшакан Анастасийăпа «ÇХ» тусĕсене паллаштарас килет.
Тен, ăнланмĕç?
- Ача чухне сивĕ шывпа чÿхенеттĕм, çÿхе тумпа çÿреттĕм, душ кĕнĕ чухне вĕрипе сиввине черетлеттĕм. Хĕлле пиччесемпе, аппасемпе труççи вĕççĕн, çара уран юр çинче чупнине ас тăватăп. Питĕ хаваслăччĕ, чи кирли вара ку усăллă пулни, - терĕ Анастасия Бахтюкова. Настя каланă тăрăх - вăл сайра хутра çеç, унпа юнашар чылай вăхăт вируслă çын пулсан, чирлет. Чир вăраха тăсăлмасть, организм ăна çийĕнчех парăнтарать. Анастасия хĕлле урамра аялти тумпа çеç çÿреме пултарать, анчах пушмак тăхăнать - ура тупанĕ юр çинче шăнать. Вăл сивĕре мĕн чухлĕ вăхăт çÿреет тетĕр-и?
- Ятарласа тĕрĕслемен. Ытлашши нумай çÿресен çынсем мана, тен, ăнланмĕç, чалăш пăхĕç? Урамра купальникпе 1-1,5 сехет те çÿренĕ, шăнман, - хуравларĕ Анастасия Бахтюкова. Çамрăкскер нумаях пулмасть ача амăшĕ пулса тăнă. Хĕрĕ Прана Алиса 9 уйăхра кăна-ха, çапах пĕчĕкскер халех организмне пиçĕхтерме хăнăхать. Çакна ăна амăшĕ вĕрентет. Пепке сивĕрен хăраманни те, унăн ячĕ те тĕлĕнтерчĕ. Анастасия çийĕнчех уçăмлатрĕ. Вăл 5 çулта чухнех хăйĕн хĕрне Алиса тесе чĕнме ĕмĕтленнĕ. Прана «пурнăç сывлавĕ, унсăр пурнăç пулаймасть» тени-мĕн. Ашшĕ-амăшĕ ку сăмаха тĕпе хурса тĕпренчĕкне çакнашкал ят хунă. Пĕчĕк Прана Алисăн организмне çуралнă-çуралман пиçĕхтерме тытăннă.
- Бассейнра тăрса çуратрăм. Эпĕ те шывра çут тĕнчене килнĕ. 4 сехет те 42 минут çуратрăм. Пирвайхи 2-2,5 сехетре ыратнине туймарăм, хырăм ытти чухнехи пек хытрĕ çеç. Ача çуралма хатĕрленнине туйсан аннепе бассейн тултарма васкарăмăр. Хама тĕлĕнмелле ырă туйрăм: çуртасем, илемлĕ кĕвĕ, техĕмлĕ чей... Мана ыратнине ирттерекен массаж турĕç, бассейна кĕл чечек çуначĕсем тăкăнчĕç. 4 килограмм таякан, 57 сантиметр çÿллĕш Прана Алиса çут тĕнчене килчĕ. Иксĕмĕр тăрăх сивĕ шыв ячĕç. Мĕншĕн? Кун пирки чылайăшĕ ыйтать. Ку питĕ усăллă: çуратнă хĕрарăма вăй хушма, мышцăсем хытнине, ывăннине ирттерме пулăшать. Пĕр сăмахпа - иккĕмĕш сывлава уçать тата кĕлеткене пиçĕхтерет. Ачана та ку лайăх витĕм кÿрет. Вăл та йывăрлăха парăнтарнă-çке-ха. Унтан пепкепе кравать çине выртрăмăр. Пĕчĕкскере утиялпа чĕркесе çыхмарĕç, бокса та хумарĕç. Ачан мышцисене çемçетрĕç, бейби-йога, ятарлă гимнастика турĕç. Унтан çывăрма выртрăмăр. Ирхине /эпĕ çур çĕр иртни 42 минутра çуратрăм/ ачапа шыва кĕтĕмĕр, сада уçăлма тухрăмăр. Ку пĕтĕмпех Таиландра пулчĕ. Унта çуратма ятарласа кайман. Аннене Вьетнама чĕнсе илчĕç, вăл унти вырăс хĕрарăмне бассейнра çураттарчĕ. Мускава таврăнмарăмăр, тÿрех Таиланда çул тытрăмăр. Шел, упăшка ĕçе пула çумра пулаймарĕ, - каласа кăтартрĕ Анастасия. - Çăтмахра пурăнтăмăр тейĕн. Тĕрлĕ практикăна ăса хыврăмăр, даосск центрне çÿрерĕмĕр. Чи кирли - усăллă, анчах тĕрлĕ çимĕçпе апатлантăмăр, ту çине хăпартăмăр. Алиса çурални 10 кун çитсен утрав çине вĕçрĕмĕр, тинĕсре шыва кĕтĕмĕр, пляжра хĕртĕнтĕмĕр.
Хваттерте... çара уран
Анастасия Бахтюкова тĕпренчĕкне хăйĕн пекех пулма хăнăхтарать. Кашни ир пĕчĕкскерĕн питне сивĕ шывпа çăвать. Çăвăнса тасалнă хыççăн сивĕ шывпа чÿхентерет. Хĕр пĕрчине нуски тăхăнтартмасть, Прана Алиса хваттерте яланах çара уран çÿрет.
- Хваттерте пăчă мар. Хальлĕхе ачана 32 градус ăшă шывра çăвăнтаратăп. Тен, пурăна киле сивĕреххипе чăмпăлтатăпăр. Эрнере 1-ер градус чакарма юрать. Урама, юр çине, пĕр минутлăха тухатпăр. Алиса утма вĕренсен юр тăрăх хăех кăштах чупĕ. Тен, урамра сивĕ шывпа чÿхенме те вĕренĕпĕр, - ĕмĕчĕсемпе паллаштарчĕ çамрăк амăшĕ. - Мăшăрăм та пĕчĕк чухне организмне пиçĕхтернĕ. Халĕ шикленет. Çапах ачан кĕлеткине пиçĕхтернине сивлемест. Хăй те çак ĕçе тытăнма сăмах пачĕ-ха.
Анастасия Бахтюкова кĕлеткине пиçĕхтернисĕр пуçне эрнери 1-2 куна апат çимесĕр ирттерме тăрăшать. Ун чухне вăл шыв, симĕс чей çеç ĕçет. Калăпăр, ытлари кун шыв çеç ăша ярать пулсан эрне кун кирек мĕнле шĕвек те, çав шутра яшка шÿрпи те /анчах ытлашши калориллине мар/, ĕçет.
- Тĕрĕссипе, икĕ куна та шывпа çеç ирттермелле. Анчах хальлĕхе эпĕ ачана кăкăр ĕмĕртетĕп, çавăнпа ытлашши çирĕп пăхăнмастăп. Ку организма тасатать, - ăнлантарчĕ Анастасия.
Çамрăкскер яштака пилĕклĕ - вăл ача çуратнă тееймĕн. Настя каланă тăрăх - çăмăлланнă хыççăн 3-мĕш кунхинех унăн хырăмĕ палăрма пăрахнă. Вăл ача кĕтнĕ чухне спортпа уйрăмах туслă пулнă: хырăм мышцисене хытарнă, Таиландра кашни ир хусканусем тунă, унтан Настя тренажер залне, бассейна васканă. Çавăн пекех вăл ту кÿллине эрнере пĕр хут кайнă. Унта çитмешкĕн вара - çăмăл мар. Хăшĕ-пĕри çур çула çитсенех хăйне япăх туйнă. Кÿлле çитиччен чăнкă тăва та парăнтарма тивнĕ. Анчах Анастасийăшăн ку йывăрлăх пулман. Вăл 41-мĕш эрнере çуратнă. Телейлĕ çав кун умĕн Настя пальмăсем лартнă, велосипедпа ярăннă. Пулас амăшĕ Мускавра та видео пăхса йога, аэробика, тĕрлĕ гимнастика тума вĕреннĕ.
«Шалти çинчен трактатра» çапла каланă: «Ăслă çын кĕлеткере çук чиртен сипленет, мĕншĕн тесен амак пуçлансан эмел ĕçни этем шывсăр типме пуçласан çеç çăл чавнипе е тăшман çапăçма тытăнсан кăна хĕç-пăшал хатĕрленипе танах». Питĕ тĕрĕс сăмахсем. Сывлăха кашни кун, кашни сехетре упрама тăрăшмалла, ăна сутăн илеймĕн. Эппин, спортпа туслашар, организма пиçĕхтерер. «Хускану - пурнăç», - тесе ахальтен каламан.
Ирина АЛЕКСЕЕВА.