Республикăн 2021-2025 çулсенчи социаллă аталанăвĕн комплекслă программине июнь уйăхĕнче пăхса тухнине хаçатсенче вуласа пĕлтĕм. Материалсемпе кăсăклансах паллашрăм. Çавна май манăн та шухăшсем çуралчĕç.
Пĕррехинче кÿршĕ хĕрарăмĕ икĕ пĕчĕк ачипе пирĕн пата чупса килчĕ. «Упăшка хăваласа кăларчĕ. Хăй сĕрĕмпе наркăмăшланса вилессе каларĕ», — йĕре-йĕре ăнлантарчĕ вăл. Ним шухăшламасăрах кÿрше каçрăм, хĕрарăмпа ачисене те пĕрле илтĕм. Çитрĕмĕр, алăка шалтан питĕрнĕ. Шаккатăп, кăшкăратăп, анчах уçакан çук. Чÿречене çĕмĕрес — хĕлле. Форточкăна çĕмĕрсе кÿршĕ ывăлне пÿрте кĕртрĕм, алăка уçма каларăм. 6 çултискер ашшĕнчен хăранипе сиксе чĕтрет. «Ан хăра, енчен те вăл сана кÿрентерет пулсан эпĕ чÿрече çĕмĕрсе кĕрĕп», — терĕм ăна лăплантарса.
Çуркуннерен пуçласа хура кĕрчченех çĕр ĕçченĕн ларса канма вăхăт çук. Тин кăна-ха ака-суха вĕçлерĕмĕр, сисмесĕрех хирсем саралма та тытăнчĕç: кĕрхи культурăсем пиçсе çитрĕç. Чылай хуçалăхра вырмана тухма хатĕрленеççĕ, техникăна тепĕр хут тĕрĕслеççĕ. Елчĕк районĕнче вара вырма хĕрсех пырать.
Унта иртнĕ эрнеренпех уй-хирте «хир карапĕсем» хуçаланаççĕ. Ĕçченсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вырма тытăннă. Пушаннă лаптăксем куллен пысăкланаççĕ.
Кил хуçалăхĕсенче туса илекен сĕтĕн сутлăх хакĕ çулла анса ларни ĕне усракансене кулянтарать. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ăна текех ан чакарччăр тесе продукцие туянакансемпе пухакансене ӳкĕте кĕртме тăрăшаççĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Упи ялĕнчен 100 çынна яхăн хутшăннă: вĕсенчен 47-шне вăрçă хирĕнчен тăван ене таврăнма шăпа пӳрмен. Манăн сăмахăм — вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă Пантелеймон Борисов танкист пирки.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарăвĕпе Чă-ваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа кашни ял-хулана 100-шер пин тенкĕ пама йышăннă. Укçана ял тăрăхĕсене хăтлăх кĕртме, аталантарма ярĕç. Çав шутра стела, палăк лартма, ача-пăча, спорт, вăйă лапамĕ¬сене тума, культура çурчĕсен, физкультурăпа спорт объекчĕсене йĕркене кĕртме, оборудованисем туянма, пичет продукцине хатĕрлеме те. Июнĕн 25 — июлĕн 1-мĕшĕсенче мĕн пур муниципалитетра проектсене сӳтсе явнă. Пурĕ 1873 проект суйласа илнĕ.