Комментировать

15 Июл, 2020

«Укçапа ача-пăча лапамĕ тăвасшăн»

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарăвĕпе Чă-ваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа кашни ял-хулана 100-шер пин тенкĕ пама йышăннă. Укçана ял тăрăхĕсене хăтлăх кĕртме, аталантарма ярĕç. Çав шутра стела, палăк лартма, ача-пăча, спорт, вăйă лапамĕ¬сене тума, культура çурчĕсен, физкультурăпа спорт объекчĕсене йĕркене кĕртме, оборудованисем туянма, пичет продукцине хатĕрлеме те. Июнĕн 25 — июлĕн 1-мĕшĕсенче мĕн пур муниципалитетра проектсене сӳтсе явнă. Пурĕ 1873 проект суйласа илнĕ. Çав шутра ял тăрăхĕсенне — 1712, хула тăрăхĕсемпе пĕчĕк хула, хула округĕсенне — 161.

Комисси хальлĕхе ача-пăча лапамĕ тăвассипе çыхăннă — 575 (30,7%), ял тăрăхне хăтлăх кӳртессипе — 400 (21,4%), стела вырнаçтарассипе — 363 (19,4%), урама çутăпа тивĕçтерессипе — 163 (8,7%), картиш территорине йĕркене кĕртессипе — 141 (7,5%), палăк лартассипе — 131 (7%), культура çуртне, физкультурăпа спорт объектне хăтлăлатассипе — 98 (5,2%), пичет продукцийĕ хатĕрлессипе 2 (0,1%) проект суйласа илнĕ.

Ял тăрăхĕсем пулăшу укçине ăçта хывасшăн- ши? Вĕсене сăмах парар-ха.

Александр ПЕТРОВ, Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

Ял тăрăхĕсене патшалăх укçа-тенкĕпе иртĕхтермест, пирĕншĕн кашни пус шутлă. Ялсене хăтлăх кӳртме, аталантарма тĕрлĕ программăна хутшăнма тăрăшатпăр. Юлашки вăхăтра акă «Хăтлă хула тăрăхĕ» программăпа 4 ача-пăча лапамĕ тăватпăр. Тăватă проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ — 2,5 млн тенкĕ. Хăш-пĕр ĕçе халăх пуçарăвĕпе те пурнăçлатпăр. Анчах кашнинчех вĕсенчен укçа ыйтаймăн. Çавăнпа ял-хулана 100-шер пин тенкĕ пама пăхнине ырласа йышăнтăмăр. Энĕшпуç тăрăхĕнче тăватă ял. Апла пире 400 пин тенкĕ тивет.

Укçапа тĕллевлĕ усă курмалла, кирек ăçта тăкаклама юрамасть. Эпир ăна халăхшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ çĕре ярасшăнччĕ — колонкăсем туянасшăнччĕ. Шел, юрамасть иккен. Урамсене çутăпа тивĕçтерме усă курма юрать-ха, анчах ăна маларах пурнăçа кĕртрĕмĕр. Халăхпа канашланă хыççăн 4 проект хатĕрлесе ЧР Ял хуçалăх министерствине тăратрăмăр. Мĕншĕн тесен укçана илес тесен проектсем кирлĕ. Ăна ятарлă комисси ырласа йышăнсан кăна усă курма пултарăпăр. Çавăнпа укçапа Энĕшпуçĕнчи культура çурчĕ валли оборудованисем туянасшăн. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ проект – ял тăрăхне, района пырса кĕнĕ çĕрте стела вырнаçтарасси. Эпир Тăвайпа Канаш районĕсен чиккинче вырнаçнă. Пирĕн ял тăрăхĕнчен Вăрмар çĕрĕсем пуçланаççĕ. Стела çул çӳрекенсене Вăрмар районне çитнине çирĕплетĕ. Проект хакĕ 130 пин тенкĕ. Çавăнпа ял тăрăхĕнчен кăштах хушма тивĕ. Ытти проект та ял тăрăхне хăтлăх кӳрессипе çыхăннă. Пулăшу унччен татса парайман ыйтăва пурнăçа кĕртме май пачĕ.

Сергей РОМАНОВ, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Акчикасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

Эпир те укçана ăçта хывмаллине палăртнă ĕнтĕ. Чи малтан Сĕренкассипе Калкасси ялĕсен хушшинче стадиона йĕркене кĕртесшĕн. Кун пирки тахçанах ĕмĕтленнĕ, анчах укçа çитсе пыманни ура хурать.

Стадион икĕ ялта пурăнакансен юратнă вырăнĕ. Кунта спорт ăмăртăвĕсем, уявсем йĕркелеççĕ. Проектпа смета хатĕрленĕ ĕнтĕ. Стадионра волейбол, баскетбол лапамĕсем, чупу çулĕ тăвасшăн, ытти ĕçе пурнăçласшăн. Лайăх стадион пурри ачасене, çамрăксене спортпа туслашма хавхалантарĕ. Сĕренкассине пырса кĕнĕ çĕре стела та вырнаçтарма палăртатпăр. Республика ертӳçисем ялсене пулăшни кăмăла çĕклет. Укçа пысăк мар пулин те ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртме çул уçать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.