Архив - 4 Дек, 2019 - Хресчен сасси

Дата
  • Все
  • 1
  • 2
  • 3
  • 4
  • 5
  • 6
  • 7
  • 8
  • 9
  • 10
  • 11
  • 12
  • 13
  • 14
  • 15
  • 16
  • 17
  • 18
  • 19
  • 20
  • 21
  • 22
  • 23
  • 24
  • 25
  • 26
  • 27
  • 28
  • 29
  • 30
  • 31

4 Дек, 2019

Ăçта меллĕрех?

Паянхи кун ял хуçалăх культурисене мĕнле ÿстермелли çинчен консультаци паракан тĕп специалистсем – агрономсем Раççей ял хуçалăх центрĕнче вăй хунине республикăри аграрисем пĕлеççĕ. «Раççей ял хуçалăх центрĕ» федераци патшалăх бюджет учрежденийĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн Комсомольски районĕнчи уйрăмĕ тĕпсĕр авăра кĕрсе ÿкрĕ тесессĕн те юрать пулĕ. Декабрь вĕçĕччен администрацинче вырнаçнă пÿлĕмсене пушатма ыйтаççĕ. Специалистсем халĕ пуç ватаççĕ. Малашне мĕн тумалла?

4 Дек, 2019

Пĕрле пурăннине мĕн çитет?

Тĕрлĕ хутлăха çитсе курмассерен тавралăх илем-хăтлăхĕ куçа курăнать. Ял тирпейлĕ тĕк — унта пурăнакансем килпетлĕхшĕн тăрăшни, обществăра хастар та пуçаруллă пулни куçкĕрет. Харпăр хăйĕн пайтишĕн тăрăшакан вырăнта — урăхларах.

4 Дек, 2019

Халăхпа пур ĕç те пулать

Çĕрпÿ районĕнчи Апакасси ял тăрăхне 13 ял кĕрет. 975 кил хуçалăхĕнче 1400-е яхăн çын пурăнать. Вĕсен ĕç-хĕлĕ, кун-çулĕ пирки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Пермяков каласа кăтартать.