Архив - 2015 - Хресчен сасси

март 18th

18 Мар, 2015

Ютран килекенсене пулăшма

Чикĕ леш енче пурăнакан Раççей çыннисем хăйсен ирĕкĕпĕ тăван çĕршыва куçса килнĕ чухне çăмăллăхпа усă курма пултараççĕ. Унпа вĕсене Раççей Федерацийĕн патшалăх программи тивĕçтерет. Нумаях пулмасть Дмитрий Медведев премьер-министр программăна пурнăçлама Раççей регионĕсене 180 миллион тенкĕ укçа уйăрма палăртнине пĕлтернĕ. Субсидие тивĕçекен 54 регион хушшинче Чăваш Республики те пур.

март 13th

13 Мар, 2015

Ырана хăвармасăр

Асăрханăр: хĕвел! Хĕвел пайăрки халĕ йывăçсемшĕн уйрăмах хăрушă пулма пултарать. Кĕркунне йывăçсене шуратса хăварман пулсан çакна халĕ тума май пур. Анчах çанталăк 5 градусран сивĕрех пулсан йывăçа шуратма кирлĕ мар. Çакна та шута илĕр: 2-5 çул каялла лартнă йывăçсене шуратмалла мар, мĕншĕн тесен вĕсен хуппи чĕрченкĕ, сиенленме пултарать.

Туратсене тĕрĕс иртмелле. Типсе хăрнă, шăннă, чирлĕ туратсене касса пахча тулашĕнче çунтармалла. Тунката хăварса касмалла мар. Йывăç турачĕ çурăлса аннă пулсан ăна вулли çумне лайăх çирĕплетсе пралукпа çыхмалла.

13 Мар, 2015

«Маншăн яланах кĕлтăвăр»

Ăнлантарса парăр-ха: вилнĕ çыншăн мĕншĕн кĕлтумалла; Мĕн парать ку вĕсене?

Людмила ВАСИЛЬЕВА.

Игнатий (СУРАНОВ) иероманах, Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти чирк. настоятелĕ хуравлать.

– Мĕншĕн кĕлтумалла-и; Пĕрремĕшĕнчен, Таса Чирк. ĕненсе кĕлтуни çыннăн леш тĕнчери пурнăçне çăмăллатни çинчен калать. Çакăн пирки нимĕн чухлĕ те иккĕленмелле мар. Турă пире пĕр-пĕрне юратма хушнă. Вилнисемшĕн кĕлтуса эпир вĕсене юратнине кăтартатпăр.

март 11th

11 Мар, 2015

Перекетлĕх пурнăç тытать

Кăçал инфляци шайĕ ÿсессе кура бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен тупăшĕ чакма пултарасси никамшăн та вăрттăнлăх мар. Мартăн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕк, Комсомольски тата Канаш районĕсен депутачĕсемпе, хисеплĕ çыннисемпе тĕл пулнă май çакăн çинчен шарламасăр иртмен.

11 Мар, 2015

Çамрăксемпе ял телейлĕ

Пÿртри путенесем

Çутçанталăк газĕпе усă курни ырăлăх çав: пÿртре ăшă. Путенесем те читлĕхре хаваспах кĕшĕлтетеççĕ, чĕвĕлтетеççĕ. Кил хуçи акă читлĕхрен пĕчĕк çеç пăчăр-пăчăр çăмартасем илчĕ. Кăнтăрлахи е каçхи апата вĕсемпе пуянлатма пулать. "Çисе тăрантăмăр. Халĕ путене çăмарти патне чун ытлашши туртмасть", - терĕ 32 çулти Владимир Лавров.

11 Мар, 2015

Иртнĕ кун çути сÿнмест

Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнче краеведени музейĕ 1968 çултанпа ĕçлет. Ăна Василий Васильев вĕрентекен пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Çарпа ĕç мухтавĕн пÿлĕмĕ малтанах шкул çумĕнче пулнă.

Пÿлĕмрен - краеведени музейĕ

11 Мар, 2015

Шĕмшешсем «суперах-ши»?

Элĕк районĕнчи Шĕмшешри культура çурчĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче кĕрлесе çеç тăнă. Юрă-кĕвĕ сасси таврана ян! кайнă. Каярахпа вăл шăпланнă. Пĕр вăхăт хупăнса та тăнă. Хупă клуб халăха кăсăклантарман паллах.

- Иртнĕ çул «Ялти культура çурчĕсене юсаса çĕнетес» программăна хутшăнса грант çĕнсе илтĕмĕр, - терĕ Роза Александрова ерт.çĕ. - Баян, сцена тумтирĕ, çутăпа сасă аппаратури тивĕçрĕ пире.

март 6th

6 Мар, 2015

Çĕрулми туянтăм

Шупашкарта çĕрулми куравĕнче пултăм. Вăрлăхлăх «Беллароза», «Чайка», «Рябинушка», «Гала» сортсем туянтăм. Вĕсем çинчен кĕскен те пулин каласа параймăр-ши?

Михаил Разумов. Елчĕк районĕ, Тускел ялĕ.

Страницы