Комментировать

13 Мар, 2015

«Маншăн яланах кĕлтăвăр»

Ăнлантарса парăр-ха: вилнĕ çыншăн мĕншĕн кĕлтумалла; Мĕн парать ку вĕсене?

Людмила ВАСИЛЬЕВА.

Игнатий (СУРАНОВ) иероманах, Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти чирк. настоятелĕ хуравлать.

– Мĕншĕн кĕлтумалла-и; Пĕрремĕшĕнчен, Таса Чирк. ĕненсе кĕлтуни çыннăн леш тĕнчери пурнăçне çăмăллатни çинчен калать. Çакăн пирки нимĕн чухлĕ те иккĕленмелле мар. Турă пире пĕр-пĕрне юратма хушнă. Вилнисемшĕн кĕлтуса эпир вĕсене юратнине кăтартатпăр.

Иккĕмĕшĕнчен, святой аттесем - пирĕн вĕрентекенсем - вилнисемшĕн кĕлтума кирли çинчен нумай каланă. Çакна çирĕплетме Иоанн Ылтăн Чĕлхе сăмахĕ те çителĕклĕ: «Вилнисене май пур таран пулăшма тăрăшар: ытлашши макăрса куççулĕ тăкнипе чаплă тупăксем вырăнне - вĕсемшĕн кĕлтуса, чирк.ре асăнтарса, ыйткалакансене парса. Çапла вĕсене валли те, хамăр валли те Турă пама пулнă ырăлăха тупар».

Виççĕмĕшĕнчен вара ĕмĕрлĕх пурнăçа куçнисем хăйсем ыйтаççĕ кĕлтума: «Эй тăванăмсем, тусăмсем! Эй хурăнташăмсем, пĕлĕшĕмсем! Пурсăра та тархасласа йăлăнатăп: «Христос Турра маншăн яланах кĕлтăвăрсам». («Вилнĕ çынна кĕлтуса ăсатмалли йĕркерен» илнĕ). Хăйĕншĕн кĕлтума ыйтнисĕр пуçне урăх нимĕн те кирлĕ мар иккен ăна. Урăх нимĕн те ыйтмасть пирĕнтен. Çавăнпа Чирк. вĕрентни иккĕлентерет пулсан е аттемĕрсен сăмахĕсем чĕрене витермесен вилнĕ тăвансене хисеплесе те пулин вĕсен юлашки ыйтăвне пурнăçлар.

Анчах мĕнле ăнланмалла-ши «Турра яланах кĕлтăвар» тенине; Çитменнине, Павел апостол çырăвĕнче те тĕл пулатпăр çак шухăша: «Чарăнмасăр кĕлтăвар» (1 Фес. 1, 17). Кĕскен çапла хуравлама пулать: Турра асран кăларманнипе Ун çинчен шухăшлани те кĕлĕ шутне кĕрет, теççĕ святой аттесем. Пĕрре хăнăхсан çакна тума йывăр мар, тăрăшни кăна кирлĕ.

Чирк.ре асăнтарни - вилнĕ çын чунĕшĕн чи усăллă ĕç. Анчах килте те уншăн кĕлтума манмалла мар. Унсăр пуçне ун ячĕпе ырă ĕçсем туни те лайăх. Турра ĕненнĕ, çылăхран .кĕнсе пурăннă çынна пулăшма çăмăлрах. Анчах пирĕн тăвансем хушшинче ун пеккисем сахал. Ытларахăшĕ чирк. тĕлне те пĕлмен, çылăхпах пурăннă, .кĕнмесĕрех çĕре кĕнĕ. Вĕсене мĕнле пулăшмалла; Кун пек чухне чи лайăх мел - тăлăха юлнă мăшăрĕ, ачи-пăчи, ытти тăванĕ-хурăнташĕ Турă хушнă пек пурăнма пуçлани. Кунтан лайăххи çук та. Халĕ пурте хисеплекен Петербургри Ксения святоя асаилер-ха. Мĕн тăвать вăл упăшки сарăмсăр вилсен; Турă ячĕшĕн ухмахăн курăнса ç.ресе Евангели вĕрентĕвне туллин пурнăçлать. Çапла майпа упăшкине те çăлать, хăй те святоя тухать. Пире вара мĕн чăрмантарать вăй çитнĕ таран Турă хушнă пек пурăнма;

Юлашкинчен асăну апачĕ çинчен темиçе сăмах калас килет. Аслă типĕ вăхăтĕнче асăну сĕтелĕ çинче типĕ апат-çимĕç кăна пулмалла. Пирĕн вара чылай чухне çĕнĕ çула е юбилее уявланă чухнехинчен пĕрре те кая мар.

Ытти чухне: «Пĕлменнине Турă каçарать», - тесе т.рре тухма хăтланатпăр пулсан, кунта çак сăмахпа хăтăлма çук, мĕншĕн тесен вилнĕ çынна эрех-сăрапа асăнма юраманнине пурте лайăх пĕлеççĕ. Чирк. те, священниксем урлă, асаилтерсех тăрать ун пирки. Пурпĕрех итлеместпĕр, çын мĕн каласран «хăрасах» хамăрăнне тăватпăр. Кайран вара «упăшка кунĕн-çĕрĕн ĕçет, ачасем те ашшĕнчен юлмаççĕ» тесе макăрса ç.ретпĕр, Турă Амăшĕн «Пĕр Иксĕлми Тăракан Савăчĕ» сăнĕ умĕнче молебен тума ыйтатпăр... Çылăхăмăрсене пула çапла асап куратпăр, вилнĕ тăванăмăрсене те пулăшаймастпăр. Çакă чăннипех те пăшăрхантарать.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.