Архив - 16 Апр, 2014 - Хресчен сасси

16 Апр, 2014

Çулталăкра салатнине çур талăкра пуçтарнă

Енчен енне "сиккелесе" чупать пирĕн çăмăл машина. Чупать тени тĕрĕсех мар, асфальт çул çинчи путăк-лакăма лекесрен сыхланса хăвăртлăха ÿстерме шикленет асăрхануллă водитель. Çакнашкал çулпа эпир Вăрнар поселокĕнчен çак районти сумлă ял хуçалăх предприятине васкатпăр. "Мураты" хăйĕн ятне ăçтан шыраса тупнă-ши?

16 Апр, 2014

Юта кайса çÿриччен...

Етĕрнери спирт завочĕ пирки пĕр хушă сас-хура пулмарĕ. Район экономикинче паллă вырăн йышăннă предприяти хупăнни, çынсем ĕçсĕр ларни кама усă парать ĕнтĕ. Спирт производствин технологи процесĕ хăйне евĕр – оборудовани чылай вăхăт уссăр ларсан хăвăрт юрăхсăра тухать.

16 Апр, 2014

Мĕншĕн тÿлевлĕ?

Пирĕн «Первомайск» хуçалăха Михаил Владимирович Петров ертсе пырать. Вăлах – «Малалла» хуçалăх ертÿçи те. Эпир, колхозра ĕçленĕскерсем, çĕр пайне хуçалăха панă. Вăл унпа усă курать. Хамăр çĕр çинче çитĕнтернĕ тыр-пула пире укçалла сутать. «Малалла» колхозникĕсем çав тыр-пула тÿлевсĕрех илеççĕ.

Эпĕ 36 çул механизаторта ĕçлерĕм: комбайнерта, трактористра вăй хутăм. Халĕ пенси укçипе тырă туянатпăр. Çын пуçне 50-шар кило пачĕç. Вăл чăх усрама та çитмест.

Алексей Смирнов. Патăрьел районĕ.