- Чăвашла верси
- Русская версия
Юта кайса çÿриччен...
Етĕрнери спирт завочĕ пирки пĕр хушă сас-хура пулмарĕ. Район экономикинче паллă вырăн йышăннă предприяти хупăнни, çынсем ĕçсĕр ларни кама усă парать ĕнтĕ. Спирт производствин технологи процесĕ хăйне евĕр – оборудовани чылай вăхăт уссăр ларсан хăвăрт юрăхсăра тухать.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин пĕлтернĕ тăрăх – предприяти çулталăк вĕçнелле е 2015 çул пуçламăшĕнче каллех хута каяс шанчăк пур. Ăна «Росспиртпром» акционер обществин харпăрлăхне куçарасси пырать. Çынсем хăйсен ĕç вырăнне таврăнсан тем пекехчĕ, паллах, завод тулли хăвата кĕрсен район бюджечĕ те пуянланĕ.
Етĕрнесем паян тупăш кÿрекен ытти инвестици проекчĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Сăмахран, Мускав-Хусан чукун çулĕн 18 çухрăмĕ ку тăрăхран иртнипе усă курса юласшăн. Пуйăссем хăвăрт çÿрекен магистралĕн чарăну вырăнне Етĕрне çĕрĕ çинче паллă туман пулин те Чул хула облаçĕнчи Полянки станцийĕ пирĕнтен инçе мар. Çĕнĕ проект валли Раççей правительстви укçа уйăрассине каярах вăхăта куçарнине пĕлетĕр. Сочи, Олимпиада, ытти пысăк тăкаксем пулнă, халĕ лару-тăру уçăмланать. Владимир Николаевич пулас проектпа ĕçсем чарăнса ларманнине, чукун çул трассине специалистсем малалла тĕпченине палăртрĕ. Эппин çывăхри станци витĕмĕ пирĕн ĕç-пуçра та сисĕнĕ. Строительство ĕçĕсем анлă сарăличчен хамăр енчен мĕнпе пулăшассине палăртса хатĕрлемелле. Тупăш шантаракан ĕçсенчен çывăрса юлас марччĕ.
– Ялта ĕç çук тесе юта шапаша çÿрекенсене ăнланмастăп эпĕ, – тет Владимир Николаевич. – Халь выльăх усрасах укçа тума пулать. Ĕне тытакансем пайтине кураççĕ. Паян та сĕте 18 тенкĕпе пуçтараççĕ. Пĕр-икĕ çул каялла унăн хакĕ 7-8 тенке анса ларни пулкаланă. Мухтанса каламастăп, ялта пурăннă май хамăр та выльăх тытатпăр. Ял стройкисенче мĕн чухлĕ ĕç вăйĕ кирлĕ. Калăпăр, «Пучах» хуçалăхра çĕнĕ ĕне ферми хăпартаççĕ. 200 пуç усрамалли вите проекчĕ 34 млн тенке ларĕ. «Ленинская искра», «Ювановский» хуçалăхсенче стройка пырать.
Калаçăва Ирçе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Станислав Шишкин хутшăнчĕ:
– Ӳркенменнисем валли ĕç таçта та пур. Хальхи яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа паллах фермăна илĕртме йывăртарах. Пысăк укçашăн таçта та кайса пăхрĕç, пĕр пуссăр килни те пулкаланă. Ара, Етĕрнере ача сачĕ тăваççĕ, çавăнта илеççех сире терĕм. Кайрĕç, вырнаçрĕç. Шалу йĕркеллĕ илсе тăраççĕ. Çавнашкаллисем ютра телей шырамĕç. Кунта çулталăк тăршшĕпех укçа тумалли ĕç вырăнĕсем татах уçмалла.
Станислав Германович шухăшĕпе килĕшмелле. Промышленноç предприятийĕсем – «Ядринпромкомбинат», çĕвĕ фабрики, кирпĕч завочĕ тата пĕлтĕр çĕнĕ хăватпа продукци кăларма тытăннă сĕт завочĕ – кал-кал ĕçлеççĕ. Иртнĕ çул çĕвĕ фабрикипе промкомбинат производство калăпăшне 1,4-1,5 хут ÿстернĕ. Аш-какай комбиначĕн цехĕнче çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă хыççăн сывлăхшăн усăллă апат-çимĕçпе ача-пăча валли ĕçме-çиме хатĕрлеме пуçлаççĕ. Районти организацисенче вăтам ĕç укçи 15 процент ÿснĕ, 16 пин те 202 тенкĕпе танлашнă. Ялта çавăн чухлĕ укçа ăçта ĕçлесе илĕн? Тепĕр ырă самант – ĕç укçи парăмĕ çукки. 2013 çулта предприятисем пурĕ 1473,8 млн тенкĕлĕх (104,2 процент) продукци ăсатнă.
Тĕрлĕ сăлтава пула уйрăм пайтаçăсен йышĕ чакни сисĕнет. Етĕрнере çеç мар, пур çĕрте те. Апла пулин те пĕчĕк предприятисенче калăпăш чакас вырăнне 3 процент ÿснĕ, 169 млн тенкĕлĕх издели хатĕрленĕ. Хăй тĕллĕн ĕç пуçарнисене ура çине тăма пулăшас тĕллевпе 22 çын валли 6,3 млн тенкĕлĕх кредит уйăрнă, виçĕм çулхинчен 1,8 хут нумайрах ку. Иртнĕ çул пĕчĕк фирмăсенче 24 ĕç вырăнĕ туса хунă пулсан, кăçал тата 66 çынна ĕçпе тивĕçтереççĕ.
Ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Семенов темиçе цифра илсе кăтартрĕ. 2013 çулта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пысăк тухăçпа савăнтармарĕç пулин те вĕсене 119 процент ытларах пухса кĕртнĕ. Хуçалăхсем 72 млн тенкĕлĕх техника туяннă. Республикăри выльăх-чĕрлĕх отраслĕ йывăр тапхăртан тухса пынине Етĕрнесен кăтартăвĕсенчен аван куратăн. Аш-какай тата сĕт туса илесси ÿснĕ (100,2 тата 102, 2 процент). «Родина» хуçалăхра кашни 100 гектар пуçне 1352,6 центнер сĕт туса илнĕ, «Пучахра» ку 1013,7 центнерпа танлашнă. Кашни ĕне пуçне сăвакан ÿсĕм районĕпе – 4,6 процент, вăтамран 5485 кг сĕт антараççĕ ĕнесем. «Выльский», «Ленинская искра» хуçалăхсенчи ферма ĕçченĕсем уйрăмах маттур. Тĕслĕхрен, «Ленинская искра» хуçалăхра Лидия Андреевăпа Валентина Спиридонова дояркăсем кашни ĕнерен 8 пин кг ытла сĕт суса илеççĕ.
Фермер ĕçне пуçăнасси нумай çынна шухăшлаттарать, иккĕлентерет. Пирвайхи утăмсем тунă чухне пулăшу кирлех хресчене. Пĕлтĕр пилĕк фермер патшалăхран 5,2 млн тенкĕлĕх субсиди илнĕ. Кăçал çамрăк фермерсен республикăри конкурсне 10 çын хутшăнма кăмăл тунă.
Районăн пĕтĕмĕшле ÿсĕмĕнче килти хушма хуçалăх тытакансем сумлă вырăн йышăнни каламасăрах паллă. Пурĕ тăхăр пин ытла çемье выльăх-чĕрлĕх усрать, хурт-хăмăр тытать. Аталанасшăн. 774 уйрăм хуçалăх 160 млн тенке яхăн кредит илни çавна çирĕплетет.
Паллах, кивçене кĕме çăмăл-ха, вăхăтра татăлмалла-çке. Çавăнпа выльăх тытакан фермерсем кĕтÿ йышне ÿстернинчен тĕлĕнмелли çук. Пĕлтĕр вĕсен хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 87 пуçа çити ÿснĕ, 27 тонна сĕт тата 138 тонна какай ытларах хатĕрленĕ.
Çурхи кун чĕрĕлĕвне кашни утăмрах туятăн. Çынсем урамсемпе тăкăрлăксене тирпейлессине асра тытаççĕ. Ку енĕпе Мăн Явăшри Нахимов урамĕнче пурăнакансем питĕ маттур. Пĕлтĕр республикăри тасалăх конкурсĕнче виççĕмĕш вырăна тухрĕç вĕсем.
Кăçал Етĕрнесем 13263 гектар тĕш-тырă акса хăварасшăн, ку пĕлтĕрхинчен 1118 гектар ытларах.
Комментировать