Комментировать

16 Апр, 2014

Çулталăкра салатнине çур талăкра пуçтарнă

Енчен енне "сиккелесе" чупать пирĕн çăмăл машина. Чупать тени тĕрĕсех мар, асфальт çул çинчи путăк-лакăма лекесрен сыхланса хăвăртлăха ÿстерме шикленет асăрхануллă водитель. Çакнашкал çулпа эпир Вăрнар поселокĕнчен çак районти сумлă ял хуçалăх предприятине васкатпăр. "Мураты" хăйĕн ятне ăçтан шыраса тупнă-ши? Ку тăрăхра унашкал ятлă ялсем те çук-çке", – çул тăршшĕпех тупсăмне пĕлесшĕн çак районта çуралса ÿснĕ водитель. Пĕчĕккĕн сăхса тенĕн çитрĕмĕр палăртнă вырăна. "Чиперех-и? Машина ванмарĕ-и?" – те йĕплесе, те чăнласа кăсăкланчĕ куç тĕлне пулнă арçын. Вăлах пире ертÿçĕ ăçтине тĕллесе кăтартрĕ. Лешĕ механизаторсемпе техникăна тĕрĕслет-мĕн. Пиччĕшĕпе шăллĕ Спиридоновсем тытса пыракан ял хуçалăх производство кооперативĕн техники хăватлăхĕпе тата перекетлĕхĕпе хăш-пĕр хуçалăхсене ăмсантармалла.

– Спиридоновсен хуçалăхĕнче паян Геннадий Петрович текенни вырăнта пулнине асăнчĕç. Эсир апла вăл. Пиччĕшĕпе шăллĕ ертсе пынă тенĕрен фермерсемпе калаçасса шухăшланăччĕ. Сирĕн хуçалăх ЯХПК стату-сĕпех иккен. Халĕ тулли мар яваплă пĕрлешÿсемпе, фермер хуçалăхĕсемпе ĕçлеме кăмăллаççĕ те...

– Пĕр вăхăт ЯХПКсене патшалăх субсиди парса пулăшман. Вăл фермер хуçалăхĕсене, ытти формăллă пĕрлешÿсене лекнĕ. Халĕ йĕрке ун пек мар, пурте тан. Çавăнпа кооператив статусне те, ятне те улăштарас темерĕмĕр. Апла тунипе хуçалăх пуяймĕ, татса памалли ыйтусем сахалланмĕç. Фермерăн та, кооперативăн та пĕр ĕçех тумалла.

Юхăннă хуçалăха илтĕмĕр. Çĕр, çынсем тата хамăр кăна пурччĕ ун чухне. Ыттине йăлтах çĕнĕрен тума, туянма тиврĕ.

– Арканнă вырăна ура ярса пусма хăюлăх кирлĕ. Мĕн хистерĕ шăпах çак хуçалăха килме?

– Эпир хамăр ку тăрăхран. Атте нумай çул бригадирта тăрăшнă. Вăл – Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Усăсăр выртакан çĕрсене курсан чунĕ ыратнăранах пулĕ вĕсене ĕçлеттерме пехил пачĕ.

– Ялта çуралса ÿснĕ, эппин, çĕре çывăх ĕнтĕ эсир.

– Хăй вăхăтĕнче эпĕ район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнче ĕçленĕ. Унтан кайсан хамăн бизнеса йĕркеленĕ. Çĕр пайĕсене çулталăклăх арендăна илсе çĕр улми çитĕнтернĕ.

– "Иккĕмĕш çăкăра" çав тери хисеплени çинчен каларĕç-ха. Пĕлтĕр 270 гектар лартнă иккен. Юхăннă хуçалăха та çĕр улми туса илсе ырă енне çавăрса ятăр пулĕ.

– Çĕр улмисĕр пуçне эпир тырă ÿстеретпĕр, выльăх фермăра 300 пуç таран. 2004 çулта (хуçалăха çав çул илнĕ) çĕр улмине 70 гектар лартрăмăр. Пĕчĕккĕн лаптăка ÿстертĕмĕр. Иккĕмĕш çулхине тата 120 гектар тырă акрăмăр. Çапла кÿлентĕмĕр хуçалăх ĕçне. Халĕ таврара пушă выртакан çĕрсем çук, 1300 гектар çинче кирлине акса-лартса ÿстеретпĕр. 2006-2007 çулсенче ферма витисене илтĕмĕр, хамăр районти "Янгорчино" хуçалăхран ăратлă тынасем туянтăмăр. Паян мăйракаллă шултра 300 пуç выльăхран 80-шĕ – сăвăнаканни.

– Çапах та тупăшлине кура çĕр улми пысăк лаптăк йышăнать-и? Иртнĕ çула хаклар-ха.

– Пĕлтĕрхи шăрăх çанталăка пула шанăç туллин пурнăçланмарĕ. Икĕ уйăх пирĕн тăрăхра пач çумăр çумарĕ. Шăваракан агрегата та йĕркеллĕ ĕçлеттереймерĕмĕр. Нумаях пулмасть туяннăскерĕн çĕр айĕпе иртекен пăрăхĕсем сыпăнтарнă вырăнтан шыв юхтарчĕç. Ятарлă организаци специалисчĕсем юсарĕç, кăçал нуша курмалла мар пек.

Паллă сăлтава кура кăçал "иккĕмĕш çăкăр" лаптăкне пĕчĕклетме тивет. Вăл 100-120 гектарпа кăна танлашĕ. Çĕр улми лартма 210 тонна элита вăрлăх туянтăмăр. Хальлĕхе эпир "Удача", "Невский" сортсемпе ытларах ĕçлетпĕр.

Лару-тăру йĕркеленсен, çанталăк ура хумасан малашне те çĕр улмине 200 гектартан кая лартмăпăр.

Пуçтарса илнĕ чĕр тавара хамăр тĕллĕн те, урăх çынсем урлă та вырнаçтаратпăр. Малтан Çурçĕр флотне ăсатнă, халĕ республика тулашĕнчи ытти вырăнсене яратпăр.

– Сăнанă тăрăх – чаплă техника çакна валли çителĕклĕ. Ахăртнех, кредит парăмне кĕрсе туяннă. Парăм ал-урана çыхса лартмасть-и?

– Ĕçлеме пуçласассăнах пĕрремĕш çулхине тÿлесе татма пултарасса тĕппипе шанмасăрах кредитсем илтĕмĕр. 2007 çулта "Джон Дир" трактора районта пуçласа Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, ун хыççăн эпир туянтăмăр. Халĕ унашкалли пирĕн виççĕ. Пĕр тракторпа 1 пин гектар çĕре типтерлеме пулать. Çĕр улми туса илме тĕрлĕ йышши техника пур: лартмалли, сортламалли, пуçтармалли – йăлтах нимĕç çĕр-шывĕнче туса кăларнисем. Тыр-пул вырмалли техникăна та çĕнететпĕр. "Вектор", "Дон" комбайнсем çумне пĕлтĕр "Акрос" хушăнчĕ. Иртнĕ çул çавăн пекех çĕр улми упрамалли хуралтăсем турăмăр. Малтанхи кредитсемпе татăлнă, пĕл-тĕрхине тÿлесе пыратпăр.

– Кăçалхи çур акине кредит пулăшăвĕсĕрех ирттересшĕн апла.

– Çапла. Топливо, удобрени туянса хунă, техникăна юсаса хатĕрленĕ. Кĕр тыррисене (230 га), нумай çул ÿсекен курăка апатлантарнă. Çур акине хамăр укçа-тенкĕпех, вырăнти çынсемпех, техникăпах ирттерĕпĕр, юттисене явăçтармăпăр.

– Хăватлă техника пур чухне пысăк йыш ытлашши. Тухăçа пухса кĕртме вара çын кирлĕ. Çăкаллă Явăш тата Уйкас Явăш ялĕсем çамрăкланни палăрать-и?

– Çăкаллă Явăшра 129 кил, хĕллесенче 60-ăшĕнче кăна мăрйисенчен тĕтĕм тухать. Тепĕр 10-15 çултан мĕн пулассине пĕр турă кăна пĕлет.

– Кун пек шухăшпа кăмăла хуçар мар-ха. Вăл малашне те хуçалăх çинченех пултăр.

– Çакăн чухлĕ тусан хуçалăха мĕнле пăрахса кайăн? Йĕркеллех ĕçлесчĕ. Кредит парăмне вăхăтра саплаштарса пырасчĕ, ĕçлекене хавхалантарасчĕ, шалăвне хăпартасчĕ. Тĕллевсем çавнашкал.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.