Архив - 28 Окт, 2019 - Чăваш хĕрарăмĕ
Амазонкăсен çулне хĕвел çутатать
Республикăри илемпе мода фестивальне хутшăнакансем пурнăç уттипе тан пынине çирĕплетсех калама пулать. Çак конкурсра парикмахерсем, дизайнерсем, визажистсем, фотографсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Профессионалсемпе вĕренекенсен пултарулăхне уйрăммăн хакларĕç.
Купăспа юрласа кăмака хăпартрăмăр
Пĕччен ларнă май иртнĕ кунсем аса килеççĕ. Эпир иккĕмĕш мăшăрпа пĕр ялти, пĕр урамри юнашар çуртсенче выляса çитĕнтĕмĕр. Иксĕмĕр те çемье çавăртăмăр. Анчах телей нумая тăсăлмарĕ. Мăшăрсем пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç. Эпир, 4-шар ачапа юлнăскерсем, пĕрле пурăнма шухăшларăмăр. Ывăл-хĕре хамăрпа пĕрле ĕçлеме хăнăхтартăмăр, вăрман касма илсе кайрăмăр. Ара, икĕ пÿрте ăшăтмалла-çке. Газ кĕртсен пысăк кăмакана пăсса пĕчĕкреххине тăвас терĕмĕр. Упăшка хăех ĕçе пуçăнчĕ. Каннă вăхăтра вăл, эрех сыпкаланăскер, купăс каларĕ, эпĕ юрларăм.
Хĕртен арăм — туххăмрах…
…Аннепе унăн арчинчи япаласене тĕрĕслетпĕр — чиперех упранаççĕ-и, кĕве таврашĕ тапăнман-и? Пир кĕпесем, саппунсем, тутăрсем… Сарлака хăю евĕр япала манăн куçа илĕртет. Чăваш тĕррипе капăрлатнă ăна, хĕрлĕ тĕслĕскерне. Ăна алла илмесĕр пултараймастăп. «Масмак ку, — эпĕ кăсăкланнине кура ăнлантарать çывăх çыннăм. — Ăна çамка çине вырнаçтарнă». Манăн та масмака хăйĕн вырăнне хурса пăхас килет. «Ан хăйнă пултăр!» — халĕ кăна шăкăл-шăкăл калаçакан анне пĕр кĕтмен çĕртен сассине хăпартнипе шартах сикетĕп. Мĕн пулнă?