Архив - 10 Мая, 2017 - Чăваш хĕрарăмĕ
Чăл-пар! арканчĕ канăçлăх
Шарт! сиксе вăранчĕ Надя. Хыпалансах вырăна хыпашлама пикенчĕ. Аллине никам лекменрен пушшех хăраса ÿкрĕ. Çак самантра курни тĕлĕк иккенне, пĕчĕк Ирина кукамăшĕ патĕнчине ăнланчĕ те хаш! сывласа ячĕ. Кĕлетки тăрăх сивĕ шыв янăн тăрт-тăрт! чĕтрерĕ хăй. Çук-ха, çÿçентерекенĕ сивĕ тар мар — хăрушă тĕлĕк.
...Игорь хыçран хăвалать пек. Тарать-тарать Надя. Хытă чупас тет — ури итлемест. Такăнса ÿкесрен те хăрать. Пĕлет: арçын çитсен хĕрхенмест — чунĕ каниччен хĕнет. Малалла вулас...
Ĕмĕрсен хушшинчи çул
Чăваш Республики урлă хывнă Хурăнлă çул ячĕ тĕрлĕрен. Ăна Кĕтерне çулĕ, Арестантсен çулĕ, Почта çулĕ, Çар çулĕ, Тимĕр тăлăллă çул, Çĕпĕр çулĕ тесен те лайăх пĕлеççĕ. Унăн историйĕ 1689 çула илсе таврăнать. Ун чухнехи Нерчинск килĕшĕвĕ Раççейпе Китай хушшинчи суту-илĕве аталантарма май панă. Çавăнпах Мускава Çĕпĕрпе çыхăнтаракан çул тума йышăннă. Анчах ĕçе вăхăтра пуçлайман. 1730 çулсенче тин Çĕпĕр çулĕ хывма тытăннă.
Ашшĕн ăшшисĕр ÿснĕскерсем
Тăван çĕршывăмăра хÿтĕлесе вут-çулăма кĕнĕ паттăрсен речĕ чаксах пырать. Чылай ял-салара Çĕнтерÿ кунне кăкăр тулли орден-медальпе кĕтсе илекен фронтовик юлман. Ирĕклĕхе çăлса хăварнисен йышĕ çеç мар, «вăрçă ячисем» ята илтнисен речĕ сайралансах пырать.
Партизан
Янрал арçынĕсем
Çĕнтерÿ йывăçĕсем
Пурнăç йĕркине улăштарма çук: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем çулсерен сахалланса пыраççĕ. Çапах вĕсем лартса хăварнă йывăç-тĕм вăй илсе сарăлнине сăнама кăмăллă. Кашни тăрăхрах Аслă Çĕнтерĕве халалланă аллея, парк хăйĕн илемĕпе илĕртет.
Хаçат ĕçĕпе çула тухнă май нумай ветеранпа тĕл пулма, вĕсен пурнăç çулĕ çинчен çырса кăтартма тÿр килнĕ. Вĕсем хăйсен шухăш-ĕмĕчĕпе паллаштарнă чухне йĕри-тавралăха, çав шутра скверсене, хăтлăлатас тĕллевпе йывăç лартас ĕçе малалла тăсасси пирки калатчĕç.
Тăхлан ванчăкĕ халĕ те пĕрлех çÿрет
Пирĕн çĕршывшăн питĕ хакла ларнă Аслă Çĕнтерÿ пĕлтерĕшĕ паянхи ăрушăн та чăннипех пысăк. Тĕнчене фашизмран хăтарнă паттăрсене пысăк тав. Çав паттăрсенчен пĕри — Улатăрта пурăнакан Николай Ларин.
«Аттен сăнне те ас тумастăп»
— Улмалуя качча килни кăçал утмăл çул пулать, — тет Куславкка районĕнчи Акчура ялĕнче çуралнă Любовь Галкина. Ку яла вăл киномеханик мăшăрĕ пулса килнĕ.
— Пĕрре Тĕрлемес станцине кайма тухнăччĕ. Ун чухне ял халăхне кино кăтартакана палламан. Çавăн чухне курнă та мана мăшăр. «Ку хĕре хамран вĕçертместĕпех», — тесе шухăшланă. Нумаях та çÿремерĕмĕр, çемье çавăртăмăр. Пĕрлешсен те киномеханикрех ĕçлерĕ. Малтанах мана та ют ялсене те илсе каятчĕ. Кайран ача çуралчĕ, — аса илет иртнине ырă кăмăллă хĕрарăм.