Ашшĕн ăшшисĕр ÿснĕскерсем
Тăван çĕршывăмăра хÿтĕлесе вут-çулăма кĕнĕ паттăрсен речĕ чаксах пырать. Чылай ял-салара Çĕнтерÿ кунне кăкăр тулли орден-медальпе кĕтсе илекен фронтовик юлман. Ирĕклĕхе çăлса хăварнисен йышĕ çеç мар, «вăрçă ячисем» ята илтнисен речĕ сайралансах пырать.
Партизан
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта пурăнакан Тамара Алексеева ачалăхĕ те çĕршывăмăрăн кун-çулĕнчи йывăр та тумхахлă çулсемпе пĕр килнĕ. 1941 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче çуралнăскер ашшĕ вăрçа тухса кайнă чухне икĕ эрнере çеç пулнă. Унсăр пуçне кил хуçине — 23-ри Алексей Семеновича — фронта улттăри тата тăваттăри хĕрĕсем ăсатнă.
— Хулĕ витĕр пуля тухнăран атте киле таврăннă. «Ялта сывă этем пурăнать», — тесе çăхавлакансем тупăннă. Çавсене пулах аттене çар комиссариатне темиçе хутчен те чĕнтернĕ. Пĕрре каять — суран тÿрленмен, тепре... Виççĕмĕшĕнче ÿт илмен пулин те аманнă вырăн тулма пуçланă, алли те хускалнă ĕнтĕ. Çапла вăл вăрçă хирне иккĕмĕш хутчен тухса каять. Малалла вулас...