Архив - 16 Ноя, 2018 - Хыпар

16 Ноя, 2018

Галина Михайловна пек пулас килнĕрен…

Юратнă вĕрентекен шкул ачине пурнăç çулне суйлама пулăшать, унăн кун-çулне тĕпрен улăштарма пултарать. Патшалăх деятелĕ Михаил Калинин «педагога этем чунĕн инженерĕпе» танлаштарни ăнсăртран мар.

16 Ноя, 2018

Лаша туяниччен ашака утлан

Çапла калаççĕ кăркăссем. Паян вĕсем — «Туслăх кĕперĕн» геройĕсем. Кăркăс тĕрĕк халăхĕсен ушкăнне кĕрет. Тĕнчере 5 миллиона яхăн кăркăс пурăнать. Вĕсем Кăркăсстансăр пуçне Раççейре, Афганистанра, Казахстанра, Китайра, Таджикистанра, Турцире, Узбекистанра йышлăн тĕл пулаççĕ.

16 Ноя, 2018

Мĕншĕн пурте фермер пулаймаççĕ?

Республикăра хресчен-фермер хуçалăхĕсен шучĕ çултан- çул улшăнса тăрать. Пĕр вăхăт çĕнĕ юхăмпа хавхаланса нумайăшĕ ăна йĕркелес çул çине тăнăччĕ. Вĕсен йышĕ пĕр çулхине пин çурă майлахчĕ. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, 2016 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 1384 ХФХна шута илнĕ.

16 Ноя, 2018

Халăхсене вĕсен литературипе хаклаççĕ

Чăваш кĕнеке издательствинче черетлĕ кĕнеке — «Тÿсĕмлĕх чунра-юнра» — кун çути курчĕ. Авторĕ — Раççей Журналистсен союзĕн членĕ Валерий Алексеев.

16 Ноя, 2018

Михаил АНИСИМОВ: Цифрăллă хыпарлавăн тата электронлă меслетĕн лайăх енĕ нумай

Чăваш Енре цифрăллă телекурав çине куçас ĕç мĕнлерех пырать? Çакнашкал телеканалсен уйрăмлăхĕ мĕнре? Патшалăх пулăшăвĕсемпе электронлă мелпе усă курнин лайăх енĕсем пур-и?