Лаша туяниччен ашака утлан

16 Ноя, 2018

Çапла калаççĕ кăркăссем. Паян вĕсем — «Туслăх кĕперĕн» геройĕсем. Кăркăс тĕрĕк халăхĕсен ушкăнне кĕрет. Тĕнчере 5 миллиона яхăн кăркăс пурăнать. Вĕсем Кăркăсстансăр пуçне Раççейре, Афганистанра, Казахстанра, Китайра, Таджикистанра, Турцире, Узбекистанра йышлăн тĕл пулаççĕ. Кăркăссен тăхăмĕсем ĕлĕк-авал Çĕпĕрте вырăнтан вырăна куçса çÿренĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ. Хальхи çĕр çине вĕсем 15-16-мĕш ĕмĕрсенче килсе тĕпленнĕ. «Кăркăс» сăмах «хĕрĕх» тенине пĕлтерет. Хăш-пĕр историк ăна «ăмăрт кайăк» сăмахран пулнă тет. Кăркăссем мăсăльман-суннит тĕнне ĕненеççĕ.

Юрта — çĕр палли

Вырăнтан вырăна куçса çÿренĕ чухне кăркăссем юрта тума вĕреннĕ. Халĕ те вĕсем хăйсен хăтлăхĕпе тĕлĕнтереççĕ. Унта пĕтĕм халăх пуянлăхĕ упранать, илемлĕ кавирсемпе тĕрĕсем куçа тыткăнлаççĕ. Юртăра пурăнакансем хĕлле те шăнмаççĕ, шăрăх кунсенче те вĕсене вĕри мар. Тумсене те кăркăссем тĕрлĕ йышши çăм-тиртен çĕлеççĕ. Юрта пурăнмалли вырăн кăна мар, тĕрлĕ йăла- йĕрке, уяв ирттермелли лапам та. Ун варринче вучах хĕмленет. Сылтăм енче хĕрарăм япалисем, савăт-сапа, çыхмалли-çĕлемелли хатĕрсем упранаççĕ, сулахай енче — арçыннăн: сунара каймалли хатĕрсем, хĕç-çĕçĕ тата ытти те. Паллах, пурте юрттăсенче пурăнмаççĕ, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерекенсем ытларах чухне çак меле суйласа илеççĕ. Хальхи вăхăтра çакă укçа-тенкĕ ĕçлесе илмелли меле çаврăннă. Çакнашкал кану мелне суйласа илекен туристсен шучĕ çултан-çул ÿсет.
Кăркăс çемйинче арçын ирĕкĕнчен тухмаççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.