Мĕншĕн пурте фермер пулаймаççĕ?
Республикăра хресчен-фермер хуçалăхĕсен шучĕ çултан- çул улшăнса тăрать. Пĕр вăхăт çĕнĕ юхăмпа хавхаланса нумайăшĕ ăна йĕркелес çул çине тăнăччĕ. Вĕсен йышĕ пĕр çулхине пин çурă майлахчĕ. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, 2016 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 1384 ХФХна шута илнĕ. Ялсенче хуçалăх ертÿçисем йывăрлăха çĕнтереймесĕр хăйсен ирĕкĕпе фермер пулма пăрахнă тĕслĕхсем те пулнă. Вĕсенчен пĕри — Канаш районĕнчи Мăкăр ялĕнче пурăнакан Леонид Иванович Иванов.
— Тăван ял шкулĕнче 8 çул çеç вĕрентнĕрен аслă классене Чакаçа çÿрерĕм, — пĕр вăхăт шухăша путнăскер ачалăх çулĕсене таврăнчĕ Леонид Иванович. — Пĕчĕкрен техникăна юратнăран механизаци предмечĕ питĕ килĕшетчĕ. Хурçă ута парăнтарма хăнăхнăччĕ ĕнтĕ. Анчах автомашинăпа та çÿрес килетчĕ. Вара Канашри автоколоннăра водителе вĕрентĕм. Ку професси мана çарта шăпах кирлĕ пулчĕ.
Ивановсен çемйинче 4 ывăл çитĕннĕ. Леонид — иккĕмĕш. Тăван çĕре юратнăран ялтан ăçта та пулин тухса каяс темен вăл. Кил вырăнĕшĕн амăшĕ çĕре кĕнĕ хыççăн хĕрĕсем сутма килнĕ пĕчĕк çеç йывăç пÿрт туяннă. Çĕнĕрен хăтлă çурт çĕклес — ĕнерхи салтакăн ăçтан-ха ун чухлĕ нухрат тупăнтăр? Вара вăхăтлăха вунă çул ытла Шупашкарти укçа енчен кÿрентермен предприятисенче пилĕк авнă. Отпуск тата кану кунĕсенче тăван яла пырсах тăнă. Икĕ хутлă çурт хăтлăхĕнчен хам та тĕлĕнтĕм. Алли ăста пулнăран строительствăна хăй те хутшăннă.
Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Ăна пĕр пĕчĕк тракторпа ашшĕн пайĕ шутланакан 1,5 гектар çĕрпе пуçланă. Техникăна лартма картишне ангар евĕр тăрăланă. Утă туса илме ял тăрăхĕнчен 10 гектар çĕр тара илнĕ. Лашасем çитĕнтернĕ, вăкăрсем самăртнă, хур-кăвакал, чăх-чĕп усранă. Кĕр енне вĕсене сутса тупăш илнĕ.
— Ĕнесем усрас темерĕн-и? Сĕтрен укçа куллен кĕрет, — тетĕп.
— Çук. 3-4 ĕне тытни мĕн усси? Кĕтÿ пăхма вăй çитмест. Мăшăр Феоктиста Павловна тивĕçлĕ канура. Хам та аллăран иртрĕм. Ача-пăча çук. Тăвансен хăйсен çемйи, хăйсен пурнăçĕ. Сĕт хакĕ ялан улшăнса тăнăран, тивĕçтерменрен ял çыннисем епле тарăхнине лайăх пĕлетпĕр. Тепĕр тесен, ĕне сăвакан çынна шыраса халтан каятăн. Кирлех-ши пире ватлăхра ĕне тытма тетпĕр. Сывлăх ан хавшатăр, чир-чĕр аякра çÿретĕр тесе качака усратпăр.
— Хуçалăха аталантармашкăн гранта тивĕçме конкурса хутшăнса пăхрăр-и?
— Шухăшĕ пулнă-ха та... Программа «Ĕçе пуçăнакан фермер» ятлă. Çав вăхăтрах мĕн чухлĕ тупăш илнипе кăсăкланаççĕ. Тин çеç хуçалăх йĕркеленĕ çыннăн мĕн пултăр? Пурлăх никĕсне хывмасăр, урăхла каласан, çĕр лаптăкĕ, техника, управ объекчĕ, ытти те çителĕклĕ пулмасан тупăш пирки ан та ĕмĕтлен. Ял хуçалăх продукцийĕн хакĕ ÿсмест, техникăпа удобренин, çунтармалли-сĕрмелли хатĕрĕн, ыттин те çулсерен пысăклансах пырать. Кредит та кредит теççĕ. Ăна та пурте илеймеççĕ-ха. Илсен те вăхăтра тавăрса памалла. Проценчĕшĕн те самаях тăкакланмалла. Налукĕсем тата? Çавăнпа кăçал кăрлач уйăхĕнчен фермер пулма пăрахрăм. Хама халĕ алăсене салтса янăнах ирĕклĕ туятăп. Ĕçлесе питĕ ывăнаттăмччĕ. «Сана нумай кирлĕ-и?» — тетчĕ мăшăр. Малалла вулас...
Валентин ГРИГОРЬЕВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.