Комментировать

16 Ноя, 2018

Галина Михайловна пек пулас килнĕрен…

Юратнă вĕрентекен шкул ачине пурнăç çулне суйлама пулăшать, унăн кун-çулне тĕпрен улăштарма пултарать. Патшалăх деятелĕ Михаил Калинин «педагога этем чунĕн инженерĕпе» танлаштарни ăнсăртран мар.
Ирина Михеева та пурнăçне çамрăк ăрăва пĕлÿ тата воспитани парассипе ăнсăртран çыхăнтарман. Çак çул çине тăрасси чи малтанах хăйне вĕрентнĕ педагогсене юратнипе çыхăннă. Ирина Геннадьевна пуçласа пĕлÿ тĕнчине ертсе кĕнĕ Галина Михайловна Бисеровăна паян кун та ăшăпа аса илет. «Вĕрентекен профессине юратма пуçласси Галина Михайловна пек пулас килнипе çыхăннă ахăртнех. Вăл кашни ачапа пĕр чĕлхе тупма пĕлетчĕ, кашнин чун-чĕринче пытанса тăракан пултарулăха уçма пултаратчĕ, — тет аса илÿ çăмхине сÿтнĕ май Ирина Михеева. — Пĕрле вĕреннисенчен çур класс шкула ĕçлеме кайни те çакна çирĕплетет ĕнтĕ».
Ирина Михеева 1989 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУран вĕренсе тухнă. Ĕç биографине Куславкка районĕнчи Туканаш шкулĕнче пуçланă. Çамрăк специалист кунта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Унтан Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш шкулта 11 çул ĕçленĕ. Шăпа 2002 çулта ăна Çĕнĕ Шупашкарти Биотехнологи колледжне /халĕ — Технологипе управлени академийĕ/ илсе çитернĕ.
— Техникумсемпе колледжсене ăслă, дисциплинăна пăхăнакан ачасем пымаççĕ тенине, шел те, час-часах илтме пулать. Манăн çапла шухăшлакансемпе пачах та килĕшес килмест, — вĕрентÿ ĕçĕ-хĕлĕ пирки сăмах пуçарсан палăртрĕ Ирина Геннадьевна. — Пирĕн академире вĕренекенсен хушшинче отличниксем те, ударниксем те пур. Акă 1-мĕш курсра вĕренекен Женя Алексеев. Ушкăнра староста вăл. Пĕрле вĕренекенсене те, мана та яланах пулăшать. Çавăн пекех унпа пĕр курсрах пĕлÿ илекен Никита Пилипчука, Данил Степанова, Максим Паршина, Иван Фомина, Владимир Тихонова, Никита Данилевские, Владимир Афанасьева, Андрей Коновалова, 2-мĕш курсри Катя Семеновăна палăртас килет, вĕсем вĕренÿре те, общество ĕçĕнче те маттур. Академире пуçаруллă çамрăксем тата та нумай. Кунта 17 çул ĕçленĕ хушăра начар кăмăллă, киревсĕр ачасене тĕл пулман. Сăпайлă, тарават вĕсем. Çавăн пекех студентсем итлеме тата илтме пултарни савăнтарать. Тепĕр чухне вăл е ку ыйтупа ăнланманлăх сиксе тухать паллах. Пĕрне пĕри кÿрентерни те пулкалать. Анчах çамрăксем айăпне йышăнса каçару ыйтма пĕлеççĕ. Çакă уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Ирина Геннадьевна çирĕплетнĕ тăрăх — Технологипе управлени академийĕнче ĕçлекенсен коллективĕ те лайăх. Ĕçтешсем пĕр-пĕрне яланах пулăшма хатĕр. Ертÿлĕх те кирек хăçан та тĕрев парать. Çакна кунта ĕçлекенсенчен кашниех туйса, пĕлсе тăрать. Коллективра ырă лару-тăру хуçаланни, паллах, тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать.
Анчах кулленхи ĕçре йывăрлăхсем те çук мар. Сăмахран, Ирина Геннадьевна çирĕплетнĕ тăрăх, урокра «карас телефонĕ тата интернет — тĕп тăшмансем» пулса тăраççĕ. Паллах, литература урокĕнче лайăх паллă илес тесен нумай вуламалла. Никамшăн та вăрттăнлăх мар, хальхи вăхăтра вара ачасем кĕнеке вуласшăн мар. Çавна май вĕсене вулав тĕнчипе туслаштарма тĕрлĕ меслет шырама тивет. Академире класс тулашĕнчи мероприятисене, тĕслĕхрен, студентсен йышне илнĕ ятпа иртекен уявсене, паллă çыравçăсен хайлавĕсене тĕпе хурса йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Çавăн пекех студентсене стена хаçачĕ кăларма явăçтараççĕ, писательсемпе поэтсен паллă произведенийĕсем тăрăх конкурссем ирттереççĕ. Хулари библиотекăсемпе тачă çыхăну йĕркеленĕ. Çавăн пекех студентсем театра, кинона çÿреççĕ. «Хăть çапла майпа çамрăксем литературăпа паллашма пултарччăр, — тет педагог. — Студентсем кĕнеке ырра вĕрентнине, кăмăл-сипет воспитанийĕ панине, сĕнÿ-канашпа пулăшнине аван пĕлеççĕ. Апла пулин те, шел те, вĕсене кĕнекепе туслаштарас тесен нумай вăй хума тивет».
Вуламасăр тĕрĕс çырма та, хитре калаçма та вĕренеймĕн. Çавна май, Ирина Геннадьевна каланă тăрăх, студентсене сочинени çырма та йывăр.
— Шел те, ачасем пысăк сочиненисем çырасшăн мар. Çапах та ку енĕпе те студентсен пултарулăхне аталантармалла-çке. Çавна май пĕчĕк сочиненисем çыртарма пуçларăм. Кайран синквейнсем — ятарлă алгоритмпа рифмăсăр çырнă философиллĕ сăвăсем — патне куçрăмăр. Анчах кĕçех вĕсем те интернетра курăнма пуçларĕç. Ку меслетрен те пăрăнма тиврĕ, — ĕç-хĕлпе паллаштарнă май пĕлтерет Ирина Михеева. — Халĕ урокра пилĕк-ултă предложениллĕ текстсем çыратпăр. Çын шухăшĕпе усă курмасăр хăйсене çырма вĕрентессишĕн тăрăшатăп. Кĕнеке сахал вуланăран паян çамрăксене пуплеве аталантарма, шухăш тĕшшине тытса пыма питĕ кăткăс.
Ирина Михеева хăйсене тарăн пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшнине çамрăксем те аван пĕлеççĕ. «Чĕлхе урокĕсене эпĕ шкулта та килĕштернĕ. Академире вĕренме пуçласан тата та ытларах юратма пуçларăм. Ирина Геннадьевна темăна тĕплĕ ăнлантарать, уроксенче çирĕп ыйтать. Хăшĕ-пĕри малтанах çакăншăн кÿренет те. Анчах каярахпа, вĕрентекен хăйĕншĕн тăрăшнине ăнлансан, аванмарланать те. Академире Ирина Геннадьевнăна хисеплемен студент çук та пулĕ», — терĕ 4-мĕш курс студентки София Маджидова. Калаçăва 2-мĕш курсра вĕренекен Аня Копылова хутшăнать: «Вăл чи малтанах эсĕ мĕнле çын пулнине пăхать. Уншăн чи пĕлтерĕшли — çын кăмăлĕ, шалти тĕнчи. Вăл нихăçан та тÿрех япăх паллă лартмасть. Пĕр-пĕр ыйтăва çырса хуравлама йывăр тăк сăмахпа ăнлантарма ирĕк парать. Çакăншăн та, манăн шухăшăмпа, ачасем ăна юратаççĕ».
Çулсерен Ирина Михеева урокĕсене çĕршер ача çÿрет. Кăçал, сăмахран, 1-мĕш курса кăна 200 ытла çамрăк вĕренме килнĕ. Пурте вĕсем пултаруллă педагог патĕнче пĕлĕвне аталантараççĕ, унпа пĕрле пурнăç çулне суйлаççĕ.
Валентина БАГАДЕРОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.