Михаил АНИСИМОВ: Цифрăллă хыпарлавăн тата электронлă меслетĕн лайăх енĕ нумай
Чăваш Енре цифрăллă телекурав çине куçас ĕç мĕнлерех пырать? Çакнашкал телеканалсен уйрăмлăхĕ мĕнре? Патшалăх пулăшăвĕсемпе электронлă мелпе усă курнин лайăх енĕсем пур-и? Çак ыйтусене сÿтсе явас тесе ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕпе Михаил Анисимовпа тĕл пулса калаçрăмăр. Михаил Владимирович кашни саманта тĕплĕн ăнлантарса пачĕ.
— Михаил Владимирович, 2019 çулта çĕршывăн пĕтĕм кĕтесĕнче пурăнакан халăх патне тÿлевсĕр цифрăллă хыпарлав çитмелле. Пирĕн республикăра ку енĕпе мĕнлерех лару-тăру?
— Чăваш Енре цифрăллă эфир телехыпарлавĕн сечĕ çыхăнăвăн 42 объектĕнчен тăрать. Вĕсем çине çирĕплетнĕ передатчиксем 10-шар телеканаллă икĕ мультиплекса тата 3 радиоканала трансляцилеççĕ. Пĕрремĕш мультиплексăн сигналне Чăваш Енĕн пĕтĕм кĕтесĕнче тенĕ пекех «тытма» пулать. «Цифра» çине куçсан çынсем малтанхи пекех «Чăваш Ен» ПТРК хатĕрлекен хыпарсемпе программăсене те пăхма пултараççĕ. Регион кăларăмĕсене «Россия 1», «Россия 24» телеканалсен тата «Радио России» радиостанцин эфирĕнче курма-итлеме май пур. 2018 çул вĕçленнĕ тĕле республикăра иккĕмĕш мультиплекс хута каять. Хальлĕхе вара вăл Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисене тата вĕсен çывăхĕнчи ялсене çеç «çитнĕ».
— Цифрăллă телекурав халь пăхакан форматлинчен /аналоглинчен/ мĕнпе уйрăлса тăрать?
— Унăн тĕп уйрăмлăхĕ — хыпарлав питĕ пахалăхлă пулни. Телекуравçă кирек ăçта пулсан та — хулара-и е пĕчĕк ялта-и — телеэкрансенче яланах пахалăхлă картинка. «Цифра» çине куçас тесен çĕнĕ телевизорсем /вĕсем DVB-T2 стандартлă/ валли дециметрлă диапазонлă антенна çеç кирлĕ. Кивви, аналогли, валли антеннăсăр пуçне тата ятарлă приставка туянмалла. 2018 çулхи чÿк уйăхĕнче Раççей телекуравпа радиохыпарлав сечĕ /РТРС/ цифрăллă телеканалсенче субтитрсем вырнаçтармашкăн техника майĕсемпе тивĕçтерме пуçларĕ. Ку функцие çынсем кăмăлĕ пулсан хута яма пултараççĕ. Çапла вара япăх илтекенсем те ытти телекуравçăпа танах информаци илееççĕ. Субтитрсене вăл е ку телеканалăн Мускаври студийĕсенче хатĕрлесе эфира кăлараççĕ. Вĕсене хăвăр телевизорта курас тесен пульт кнопкине, телетекстшăн яваплине, пусмалла. Субтитрсене çак телеканалсенче яма пулать: «Первый канал», «Россия 1», «НТВ», «Россия К», «ТВ Центр», «Карусель», «Спас», «Матч ТВ» тата «Пятый канал».
— Аналоглă телехыпарлава хăçан ĕçлеттерме чарăнаççĕ? Унччен ятарлă приставка туянса ĕлкĕрмелле, унсăрăн федераци телеканалĕсем вырăнне хура экран çеç курăнать вĕт?
— Аналоглă телехыпарлава сÿнтерес ĕçе 2019 çулхи нарăс уйăхĕнче пуçлаççĕ, ăна тапхăр-тапхăрпа пурнăçласа пырĕç — РФ Правительствин чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче çапла йышăннă. Çак ĕç çур çула тăсăлĕ. Телекуравçăсен федераци телеканалĕсене малашне те пăхас тесен çав вăхăтчен ятарлă оборудовани — вĕсем пирки кăшт маларах каларăм — туянмалла. Чăваш Енре халăха цифрăллă телекурав ыйтăвĕсемпе консультаци пулăшăвĕ паракан центр ĕçлет. Вăл РТРС филиалĕнче, «Чăваш Республикин РТПЦра» /Шупашкар хули, Николаев урамĕ, 10А çурт/, вырнаçнă. Унта кăмăл пуррисем пурте цифрăллă эфир телекуравĕн программисене пăхмалли майсемпе меслетсем пирки тĕплĕнрех пĕлме пултараççĕ. Консультацисем тÿлевсĕр.
— Михаил Владимирович, хальхи вăхăтра, экономикăн пĕтĕм отрасльне цифровизацилес ĕç пынă чухне, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене электронлă мелпе илни хăнăхнă пулăмсен шутне кĕчĕ. Çак меслет вăхăта, укçана перекетлеме май панине пурте пĕлетпĕр. Ку енĕпе тата мĕн тума палăртнă?
— Халăхăн тата бизнеспа патшалăхăн хутшăнăвĕсене малашне татах лайăхлатмалла. Раççей Цифра аталанăвĕн министерстви электронлă правительство инфратытăмне тунă май Идентификаципе аутентификацин пĕрлехи тытăмне /ЕСИА/ хута янă. Вăл патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене кÿрекен информаци системисене шанчăклăн кĕме май парать. Çыннăн пĕрре регистрациленсех пĕтĕм пулăшупа усă курма пултармалла. ЕСИА урлă чылай ведомствăн информаци системине кĕме май килет. ЕСИА урлă авторизацие Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ, çавăн пекех Раççей Пенси фончĕн, федерацин Налук службин сервисĕсем, ГИС ЖКХ, «Халăх тĕрĕслевĕ» портал пурнăçлаççĕ.
— Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче пирĕн республикăра пурăнакан миçе çын регистрациленнĕ?
— Раççей Цифра аталанăвĕн министерствин кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн — пирĕн республикăра пурăнакан 14 çултан аслăрах çынсен 67% пулăшусене gosuslugi.ru портал урлă электронлă мелпе илме пултарать /чÿк уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне/. Ку порталта кашни эрнерех Чăваш Енре пурăнакан 3 пине яхăн çын регистрациленет. Çынсем çак пулăшусемпе ытларах усă кураççĕ: Раççей гражданинĕн тата ют çĕршыв паспорчĕсене илесси, врач патне çырăнасси, ЗАГС органĕсен пулăшăвĕсем, ачана садике черете тăратасси. Регионта пурăнакансем портал урлă хăйсен пенсийĕн тăрăмне тĕрĕслесе тăма, налук парăмĕсем пирки информаци илме пултараççĕ. Унтах налук декларацине пама, транспорт хатĕрне регистрацилеме е учетран кăларма, пурăнакан вырăнта регистрациленме, ÇÇХПИ штрафĕсем пирки пĕлме тата вĕсене тÿрех тÿлеме майсем пур.
— «Хыпар» хаçат вулаканĕсене патшалăх пулăшăвĕсене электронлă мелпе илнин лайăх енĕсене аса илтерер-ха.
— Лайăх енсенчен çаксене асăнмалла:
— патшалăх е муниципалитет пулăшăвне илес тĕллевпе çыракан заявление кирек хăш вăхăтра тата вырăнта /интернет пур çĕрте/ пама май пурри;
— пулăшусем кÿрекен ведомствăсене сахалрах кайма тивни;
— заявленисене çырма-тултарма çăмăлли, мĕншĕн тесен порталти харпăр уйрăм «кабинетра» пур кăтартусем заявленин электронлă формине автомат мелĕпе куçаççĕ;
— штрафсене вăхăтра тĕрĕслесе тăма май килни;
— перекетлеме май пурри — 2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен патшалăхăн хăш-пĕр пулăшăвĕшĕн /водитель удостоверенине илесси е улăштарасси, транспорт хатĕрне регистрацилесси, Раççей гражданинĕн тата ют çĕршыв паспорчĕсене илесси/ патшалăх пошлинине 30% сахалрах тÿлемелле.
Аса илтеретĕп: патшалăх пулăшăвĕсене килтен тухмасăрах илес тесен малтан Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленмелле тата çирĕплетнĕ «учетная записе» илмелле. Çирĕплетнĕ «учетная записе» Раççей почти урлă, çавăн пекех Нумай функциллĕ центрта, Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта, ытти çĕрте илме пулать.
— Кăсăклă калаçушăн тавах Сире!
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.