Архив - 12 Сен, 2017 - Хыпар

12 Сен, 2017

Атьăр, каяр сунара!

Авăн уйăхĕн 1-14-мĕшĕсенче кайăкçăсене сунар лаптăкĕсенче патронпа тата е сывлăшпа перекен пăшалсăр, акар-пурсуй йыттисемпе мулкач тата тилĕ тытма ирĕк панă.

Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 2018 çулхи нарăс уй¬ăхĕн 28-мĕшĕччен пăшалпа тилĕ, енот йытти, кашкăр тытĕç. Кашни сунарçăн мулкача — пĕрререн, енот йыттине иккĕрен ытла тытма юрамасть. Тилĕпе кашкăра «капкăна» миçе лектермеллине палăртман.

12 Сен, 2017

Тимĕр урхамах тилхепине çамрăклах тытнă

Машинăпа çÿрекен хĕрарăмсенчен тĕлĕнме пăрахрăмăр ĕнтĕ. Хальхи хĕрсем шкултан вĕренсе тухичченех автошкулта вĕренеççĕ. Трактор рулĕ умне лараканни вара сайра хутра. Совет саманинче тимĕр урхамах тилхепине тытакан хĕрарăм нумай пулнă. «Руль умне ларма пурнăç хистенĕ вĕсене. Никамăн та мăн кăмăлланса вĕçкĕнленес шухăш пулман», — палăртрĕ Муркаш районĕнчи Иштерек ялĕнче пурăнакан 72-ри Раиса Калинина.

12 Сен, 2017

Вăрмана кÿнĕ тăкакшăн

Эпир кăçал пыл хурчĕсен çемйисене вăрманта çу каçартăмăр. Çурла уйăхĕнче вĕллесене яла тиесе килтĕмĕр. Влаç органĕсем ирĕк памасăрах уçланкăпа усă курнă тесе штраф тÿлеттерчĕç. Тĕрĕс турĕç-ши?

12 Сен, 2017

Ĕлĕк геройсемччĕ...

Раççей кун-çулĕнче вăрçăсăр çулсем сахал пулнă. Мăн асаттесемпе мăн кукаçисем çапăçнă, асаттесемпе кукаçисем тăшманпа куçа-куçăн тăнă, аттесем вăрçă ачисем пулнă. Вĕсен мăнукĕсене те вăрçă вут-çулăмне лекме шăпа пÿрнĕ…