Комментировать

12 Сен, 2017

Вăрмана кÿнĕ тăкакшăн

Эпир кăçал пыл хурчĕсен çемйисене вăрманта çу каçартăмăр. Çурла уйăхĕнче вĕллесене яла тиесе килтĕмĕр. Влаç органĕсем ирĕк памасăрах уçланкăпа усă курнă тесе штраф тÿлеттерчĕç. Тĕрĕс турĕç-ши?

П. КУЗЬМИН, Етĕрне районĕ.

ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви пĕлтернĕ тăрăх, РФ Вăрман кодексĕн 38-мĕш статйи ешĕллĕхре утар йĕркелемешкĕн çĕр лаптăкĕ тара илме ирĕк парать. Анчах эсир РФ Вăрман кодексне пăснă: ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствипе ешĕллĕхре утар тума çĕр лаптăкĕ тара илесси пирки килĕшÿ çирĕплетмен, çакна татса пама унта ыйту, ытти документ тăратман. Çавăнпа сире РФ Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексăн 8.26-мĕш статйипе килĕшÿллĕн административлă майпа явап /штраф/ тыттарнă. Кунсăр пуçне сирĕн утара миçе вĕлле лартнине шута илсе ешĕллĕхе кÿнĕ тăкака саплаштарма тивет.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.