Атьăр, каяр сунара!

12 Сен, 2017

Авăн уйăхĕн 1-14-мĕшĕсенче кайăкçăсене сунар лаптăкĕсенче патронпа тата е сывлăшпа перекен пăшалсăр, акар-пурсуй йыттисемпе мулкач тата тилĕ тытма ирĕк панă.

Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 2018 çулхи нарăс уй¬ăхĕн 28-мĕшĕччен пăшалпа тилĕ, енот йытти, кашкăр тытĕç. Кашни сунарçăн мулкача — пĕрререн, енот йыттине иккĕрен ытла тытма юрамасть. Тилĕпе кашкăра «капкăна» миçе лектермеллине палăртман.

ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин чĕр чунсене хÿтĕлекен дирекцийĕ кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче 4046 шурă мулкач, 1928 хир мулкачĕ, 1836 тилĕ шута илнĕ.

 

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.