Комментировать

12 Сен, 2017

Тимĕр урхамах тилхепине çамрăклах тытнă

Машинăпа çÿрекен хĕрарăмсенчен тĕлĕнме пăрахрăмăр ĕнтĕ. Хальхи хĕрсем шкултан вĕренсе тухичченех автошкулта вĕренеççĕ. Трактор рулĕ умне лараканни вара сайра хутра. Совет саманинче тимĕр урхамах тилхепине тытакан хĕрарăм нумай пулнă. «Руль умне ларма пурнăç хистенĕ вĕсене. Никамăн та мăн кăмăлланса вĕçкĕнленес шухăш пулман», — палăртрĕ Муркаш районĕнчи Иштерек ялĕнче пурăнакан 72-ри Раиса Калинина.

Раиса Ивановна каланă тăрăх — тракторпа çÿрекен хĕрарăмсем вăрçă вăхăтĕнче уйрăмах нумай пулнă. «Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи тĕрлĕ хуçалăхра вăй хунă Мария Щукина, Евдокия Грибова, Мария Смирнова, Любовь Неводова, Анна Костина, Мария Толстова тракторист ятне илтнĕ. Хăшĕ-пĕри 1947- 1950 çулсемчченех ĕçленĕ. Людмила Григорьевăпа пĕрле вĕрентĕмĕр, анчах вăл тракто-ристра нумай ĕçлеймерĕ: çамрăклах çĕре кĕчĕ», — терĕ кинемей.

Раиса Калинина Муркаш тăрăхĕнчи Чурикассинче çуралса ÿснĕ. 1960 çулта сакăр класс хыççăн «Гигант» колхоза /каярахпа вăл «Колос» пулса тăнă/ ĕçе вырнаçнă. 17-ри хĕр малтан прицепщикре вăй хунă, трактористсен курсĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн руль умне ларнă.

— Никам та хушман мана трактор çине ларма. Ун чухне хĕрарăмсем те трактор-машинпа çÿрекелетчĕç. Акă Нина Столярова вăрçă вăхăтĕнчех тимĕр урхамаха парăнтарнă. Вăл мана трактор тилхепине алла илме, ăна юсама вĕрентрĕ. Механизаци училищинче вĕреннĕ хыççăн мана гусеницăллă Т-25 пĕчĕк трактор шанса пачĕç. Садри çĕре, пахча çимĕç анисене сухалаттăм. Атăл хĕрринче купăста, хăяр нумай лартса çитĕнтеретчĕç. Эпĕ ретсем тăваттăм, йăрансене кăпкалататтăм», — терĕ Раиса Ивановна. Каярахпа маттур хĕрарăма МТЗ-80 çĕнĕ тракторпа тивĕçтернĕ.

Раиса Калинина «Правда» /каярахпа — «Лидер»/ хуçалăхра 2009 çулчченех ĕçленĕ. Халĕ те килти тракторпа ял çыннисен пахчисене сухалать, утă-улăм турттарса парать. «Тракторист ĕçĕ арçыннăн теççĕ пулин те майне пĕлсен хĕрарăм та пултарать. Мана пĕрре те йывăр марччĕ, урăх ĕçе куçас шухăш пулман. Шел те, ватăлнă май вăй-хал чаксах пырать. Трактор çине хăпарса анма, ăна юсама йывăрланчĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ кинемей. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.