Архив - 2016 - Хыпар

январь 21st

21 Янв, 2016

Пÿрт йĕпенесрен

Хĕлле пÿрт стенисем йĕпенеççĕ. Стена типĕ пултăр тесен мĕн тумалла?

Владимир СМИРНОВ.

Шупашкар районĕ.

Пурăнмалли çуртăн стенисем йĕпенесси нумай сăлтавран килет. Чи малтанах çакă стена хулăнăшĕпе çыхăннине палăртмалла. Кирпĕч стена хулăнăшĕ çителĕклĕ, кирпĕче тĕрĕс хунă пулсан стена тарламасть. Пÿрт никĕсне икĕ-виçĕ сий шыв яман материал /рубероид т.ытти/ хурса хăвармалла. Нÿрлĕ стена ăшша начар тытнипе стена хĕлле йĕпенет.

21 Янв, 2016

Тухaç аванах пулĕ

Вăрлăх валли уйăрнă улма тĕпсакайĕнче упранать. Тĕрĕслерĕм те хăшĕ-пĕрин куçĕсем шăтма пуçланине асăрхарăм. Чылайăшĕ аванах выртать. Çакă мĕнпе çыхăннă-ши? Тухнă калчана татса пăрахсан унран тухăç илме пулать-и?

Людмила ПАШИНА.

Ульяновск облаçĕ,

Тереньга районĕ.

21 Янв, 2016

Чaрaш айaплa-ши?

Пирĕн пахчара чăрăш çитĕнет. Çынсем каланă тăрăх пахчара чăрăш çитĕнни ырра мар-мĕн. Касса пăрахмалла-ши?

М.КАЛЛИНА.

Етĕрне районĕ.

Çак тĕшмĕш сăмах мĕнрен килнине аванах ăнлантарма пулать.

Чăрăш хăйăрлă çăмăл тăпрана юратать. Унăн тымарĕсем тăпрана тарăн анмаççĕ, аяккалла сарăлса ÿсеççĕ. Чăрăша çурт çывăхне лартсассăн ÿснĕçемĕн тымарсем никĕсе пăлхатма пултараççĕ. Ĕлĕк ахаль çын çурчĕсем питех пысăк пулман, никĕсе те тарăнах яман темелле. Тымарсем никĕсе çĕмĕрме пултарнă.

21 Янв, 2016

Кофепе варалансан

Ирсерен кофе ĕçесси чылайăшĕшĕн хăнăхнă йăла пулса тăчĕ темелле. Виçине пĕлсен вăл усăллă тата сиплĕ шутланать. Кофе ĕçнĕ хыççăн çын ыйхăран лайăх вăранса çитет, вăй-хал кĕрет. Ăнсăртран тумтире кофепе вараласан мĕнле тасатмалла-ха?

Кофе кĕпе çине тин çеç тумларĕ пулсан çав вырăна тÿрех типĕ пусма таткипе, алшăллипе е салфеткăпа тытăр. Çакă кофепе вараланнă пăнчă сарăласран пулăшать. Унтан çав вырăна тÿнтер енчен сивĕ шывпа çуса илĕр. Кофепе вараланнă пăнчă тĕссĕрленет, лаптăкĕ те пĕчĕкленет. Ун хыççăн юлнă йĕре тасатма çăмăлрах. Вараланчăка çак меслетсемпе тасатма пулать.

21 Янв, 2016

Кăшлакан чĕрчунсенчен хÿтĕлемелле

Хĕлле пахчасенче шăшисем çÿренине пĕлетпĕр-ха, анчах çамрăк йывăçсене хÿтĕлемеллине тепĕр чухне манатпăр. Хĕлле апат çитменнипе шăшисем час-часах çамрăк улмуççисене тапăнаççĕ, сада тĕрĕслесе тăмалла. Шăшисенчен хÿтĕлеме тĕрлĕ меслет юрăхлă. Хаçатăн 2015 çулхи 48-мĕш номерĕнче шăшисене хăратакан курăксем пирки çырнăччĕ. Шăши курăкĕн /черный корень/, шăши кикенекĕ /череда/ туратне йывăç йĕри-тавра çыхсан унта шăши çывăха та пымĕ. Нарăс уйăхнелле наркăмăшлă курăка татах хумалла.

21 Янв, 2016

Шпаргалкăна курсан та каçараççĕ

Пĕррехинче физика вĕрентекенĕ студента экзаменра чи пĕчĕк паллă лартма шухăшланă. Анчах яш кунпа килĕшмен - пысăкрах балл ыйтнă. Çавăнпах преподаватель ку калаçу тавра пăнчă лартма паллă физика Эрнест Резерфода чĕннĕ. Ыйтăвĕ вара çакнашкал пулнă: «Барометрпа усă курса çурт çÿллĕшне мĕнле виçмелле?» Студент хуравланă: «Çурт тăррине хăпармалла та вĕренпе çыхнă барометра аялалла антармалла». Паллах, ку тĕрĕс хурав. Анчах студент физикăна мĕнле шайра пĕлнине кăтартман. Эрнест Резерфорд ăна хатĕрленмешкĕн вăхăт панă, вăл физика саккунĕсемпе усă курасса шаннă.

январь 20th

20 Янв, 2016

"Сывлăх", 2 /869/ №, 20. 01. 2016

о Клевер чĕрри те, типĕтни те усăллă.
о Сыпă çине - компресс.
о Кăвак сухан сĕткенĕ пуç шавланине ирттерет.
о Йÿçĕ миндаль инфарктран хÿтĕленме пулăшать.
о Пуç мимишĕн уйрăмах паха çимĕçсем.
о Чĕре таппине катăркаспа мелисса лайăхлатаççĕ.
о Радикулитпа кĕрешме.
о Шăнтнă витаминсем.
о Пăспа тĕрĕс сывламалла.
о Тĕрлĕ чиртен - хура çирĕк.
о Кашни халăхăн - хăйĕн вăрттăнлăхĕ.
о Ура тĕпĕнчи шĕпĕнрен.

20 Янв, 2016

КЛЕВЕР

Шăнса пăсăлсан, температура ÿссен. 1 апат кашăкĕ /ачасем валли - 1 чей кашăкĕ/ типĕтнĕ е чĕрĕ клевера тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 30-40 минут лартмалла. Шĕвеке 1 чей кашăкĕ пыл хушмалла, чей вырăнне ĕçмелле. Шĕвек тар вăйлă хăвалать, пĕр талăкра питĕ пысăк температура та чакать.

Ÿте шатра тапса тухсан, халсăрлансан. Клевер ванни кĕмелле. 300-400 грамм курăка вĕтетмелле, тин вĕренĕ 2 литр шыва ярса 4 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. 36-37 градус ăшă шывлă ваннăна ямалла. Ваннăна кун сиктерсе 15-20-шер минут кĕмелле. Курс - 8-10 ванна.

20 Янв, 2016

КАТĂРКАС, МЕЛИССА ЛАЙĂХЛАТАÇÇĔ

Экстрасистоли - аритмин анлă сарăлнă енĕсенчен пĕри. Вăл чĕре чирĕсемпе аптракансен кăна мар, сывă çынсен те тĕрлĕ сăлтава пула /стресс, пирус туртни, алкоголь, çăра чей, кофе ĕçни/ аталанать. Тухтăр çырса панă сиплевпе пĕрле халăх мелĕсемпе те усă курни сывлăха лайăхлатма пулăшĕ.

Страницы