Кофепе варалансан

21 Янв, 2016

Ирсерен кофе ĕçесси чылайăшĕшĕн хăнăхнă йăла пулса тăчĕ темелле. Виçине пĕлсен вăл усăллă тата сиплĕ шутланать. Кофе ĕçнĕ хыççăн çын ыйхăран лайăх вăранса çитет, вăй-хал кĕрет. Ăнсăртран тумтире кофепе вараласан мĕнле тасатмалла-ха?

Кофе кĕпе çине тин çеç тумларĕ пулсан çав вырăна тÿрех типĕ пусма таткипе, алшăллипе е салфеткăпа тытăр. Çакă кофепе вараланнă пăнчă сарăласран пулăшать. Унтан çав вырăна тÿнтер енчен сивĕ шывпа çуса илĕр. Кофепе вараланнă пăнчă тĕссĕрленет, лаптăкĕ те пĕчĕкленет. Ун хыççăн юлнă йĕре тасатма çăмăлрах. Вараланчăка çак меслетсемпе тасатма пулать.

- Скипидарьпе нашатырь спирчĕ. Эмаль савăтра нашатырь спиртне скипидарьпе пĕр пек илсе /1:1/ хутăштармалла та мамăк таткине йĕпетсе кофе лекнĕ тĕле сăтăрмалла, кăшт вăхăтлăха хăвармалла. 15 минутран япалана хуçалăх супăнĕпе çумалла.

- Тăварпа глицерин. Çаксене пĕр пек виçепе илсе пăтратмалла, пулнă «пăтăпа» вараланчăк тĕле сĕрмелле, пĕр вăхăт тытмалла та япалана супăньпе çумалла.

- Супăньпе вĕрекен шыв. Вараланнă тĕле супăньлесе çумалла. Çав вăхăтра шыв вĕретме лартмалла. Унтан кофе лекнĕ тĕле вĕрекен шыва пăнчă пĕтичченех ярса тăмалла.

- Нашатырь спирчĕ. Ăна шывпа çурмалла хутăштармалла, вараланнă тĕле ислетмелле, йĕр тĕлне мамăкпа йĕпетнĕ хутăшпа сăтăрмалла, унтан супăньпе çумалла.

- Шелк тата çăм пусмаран çĕленĕ япалана коферен тасатма супăнь ирĕлчĕкĕпе нашатырь спирчĕ пулăшаççĕ. Пĕр чей кашăкĕ аммиака пĕр стакан супăнь ирĕлчĕкĕпе хутăштармалла та вараланчăк тĕле хутăшпа лайăх сăтăрмалла, кăштах хутăшпа тытмалла, унтан япала çумалли порошокпа çумалла.

- Спирт. Синтетика пусмана пĕр литр шыва пĕр апат кашăкĕ спирт ярса порошокпа çумалла, сивĕ шывпа чÿхемелле.

- Уксуспа порошока вĕресе сивĕтнĕ шыва ярса хутăштармалла. Пăтă пек хутăшпа вараланчăка тÿнтер тата пиччен енчен лайăх сăтăрса 5 минутлăха хăвармалла. Унтан япалана çумалла. Тĕслĕ пусмаран пулсан хутăша хатĕрленĕ чухне япалана шуратакан пĕрчĕсемлĕ порошок илмелле мар.

- Глицерин. Çутă япаларан кофе йĕрне пĕтермешкĕн глицерин пулăшать. Ăна вĕрилентермелле те мамăк таткипе йĕпетсе вараланнă тĕле сăтăрмалла, çур сехет глицеринпа тытмалла, унтан ăшă шывпа çуса тасатмалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.