Санитари нормине пăхăнмалла
Кÿршĕсен туалечĕ пирĕн пахчапа юнашарах пулнипе час-часах ырă мар шăршă кĕрет. Санитари нормисемпе çавнашкал «çурта» мĕнлерех тумалла тата тĕрĕс ăçта лартмалла?
Константин ЗАЙЦЕВ.
Сĕнтĕрвăрри районĕ.
Çакнашкал хуралтă — шăтăк алтса тунă туалет — кашнин килĕнчех пур. Халĕ вĕсене тĕрлĕрен тăваççĕ. Килтен юхса тухакан каяш шывсене пуçтараканни тата уйрăмми, «нушапа» çеç çÿремелли. Вăл е ку йышши туалета та СанПиН тата СНиП нормисене çирĕп пăхăнса тумалла.