Архив - 2 Сен, 2016 - Хыпар

2 Сен, 2016

Пăшалтан та перет, тимĕр вăййипе те туслă

Вăрнарта пурăнакан Галина Павловăна республикăри тĕрлĕ ăмăртура сахал мар сăнанă. Акă вăл çăмăл атлетсен турнирĕнче тупăшать, утă çулакансен хушшинче те пултарулăх кăтартать.

2 Сен, 2016

Ĕмĕтри шкул — чăнлăхра!

Пĕлÿ кунне Элпуçпе кÿршĕллĕ Хирти Явăш, Хирти Мăрат, Хирти Выçли ялĕн ачисем чăтăмсăррăн кĕтрĕç — çĕнĕ вĕренÿ çулĕ вĕр çĕнĕ шкулта пуçланать-çке вĕсемшĕн. Канăçне çухатнă «вĕттисен» кăмăлне аслисем сисрĕç тейĕн: шкула авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ çитичченех, каникулăн юлашки кунĕнче, уçрĕç.

2 Сен, 2016

Хăюллă, хыт утăмлă пулăр, çĕршывăн хастар ачисем!

Çеçпĕл Мишшин сăвви паянхи кун та çамрăксене çĕнĕ çитĕнÿсем тума, малашлăха хăюллăн пăхма, çутă та таса ĕмĕтсемпе пурăнма хавхалантарать. Çулăмлă поэтăн хайлавĕ чăваш яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕн гимнĕ пулса тăчĕ тесен те йăнăшас çук.

2 Сен, 2016

Куçа-куçăн курнăçсан çивĕч ыйтусем хăвăртрах татăлаççĕ

Чăваш Енпе Ульяновск облаçĕн чиккинче вырнаçнă Шăмăршă тăрăхĕн социаллă аталанăвĕн тата экономика ыйтăвĕсемпе кăсăкланса çула тухнă май республика Пуçлăхĕпе хăшпĕр тытăм ертÿçисем район территорине кĕрсенех тырăран тасалнă уйсене курчĕç те вырма вăхăтра вĕçленнипе кăмăллă пулчĕç.

2 Сен, 2016

"Вăрттăнни" тавра

Кандидатсемпе çыхăннă кăмăлсăр кăтартусем çиеле тухнă

Суйлав çывхарнă май обществăн депутатсен мандачĕсемшĕн кĕрешекенсемпе çыхăннă интересĕ те вăй илет. Вĕсен биографийĕсене суйлав комиссийĕсем, социологсем, политологсем тата, паллах, суйлавçăсен сассисемшĕн