Пăшалтан та перет, тимĕр вăййипе те туслă

2 Сен, 2016

Вăрнарта пурăнакан Галина Павловăна республикăри тĕрлĕ ăмăртура сахал мар сăнанă. Акă вăл çăмăл атлетсен турнирĕнче тупăшать, утă çулакансен хушшинче те пултарулăх кăтартать. Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче ăна çитекенни те çук пулĕ. Тимĕр вăййипе те туслă вăл, шывра та пулă пек ишет теççĕ. Пăшалтан та перет, велосипед çинче те хăйне ирĕклĕ туять. Тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çын нумай-ха пирĕн хушăра. Галина Александровна йышшисем вара — сайра. Пĕтĕм Раççейри ял спорт вăййисенче темиçе хут та палăрнă, ачаранпах ялти условисенче хатĕрленсе ăсталăха туптанă хĕрарăм чылай ăмăртура мала тухса тĕлĕнтерет. Кунашкал çынпа епле курса калаçмăн? Çак кунсенче

Вăрнар тăрăхне çул тытрăм.

— Эсир ачаран çапла хастар та пултаруллă-и?

— Çапла. Пĕчĕккĕ чухнех питĕ шухă пулнă. Йывăç çине йăпăр-япăр хăпарса каяттăм, шыв урлă сиксе каçма та хăраман. Ачаран йĕлтĕрпе чупма юрататтăм. Аслисем хуçăк йĕлтĕре вĕри шывра авса паратчĕç. Хапăс шкулне çÿреме пуçласан физкультура вĕрентекен Михаил Павлов ертсе пыракан йĕлтĕрçĕсен секцине çырăнтăм. Йĕлтĕр трасси пирĕн анкарти хыçĕнчехчĕ. Унти çула сахал мар такăрланă. Вăлах мана районти ăмăртусене илсе çÿреме пуçларĕ. Пĕрремĕш турнир та асрах: ун чухне эпĕ трассăран пăрăнса çухалса кайнăччĕ, старта чи малтан çитрĕм пуль тесе савăннăччĕ, анчах юлашки тухнă иккен эп. Арçын ачасемпе хоккейла, футболла выляма юрататтăм. Пĕчĕккисем хушшинче ирттерекен ăмăртусенчен те пĕрре те юлман. Хутран ăсталанă медаль те паратчĕç. Çакă пире хавхалантарнă паллах, тата та пысăкрах çитĕнÿсем тума хистенĕ.

— Шкул хыççăн эсир Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче вĕреннĕ. Ял хĕрĕ ял хуçалăх специальноçне ятарласа суйласа илнĕ-и?

— Чăннипе калас тăк, планпа экономика техникумĕнче /ун чухне колледж ячĕ çаплаччĕ/ вĕренес тĕллевех пулман. Унти тренер-преподавательсем чĕнчĕç мана. Трактор тăвакан заводăн спорт базинче хатĕрленеттĕмĕр. Техникум чысне чылай ăмăртура хÿтĕлерĕм. Унтан вĕренсе тухсан эпĕ пĕр вăхăт Вăрнар район больницинче ĕçлерĕм. Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физкультура факультетне вĕренме кĕрсен шкулта ĕçлеме пуçларăм. Çак тапхăрта эпĕ тепĕр хут тренировкăсем ирттерме тытăнтăм. Ял тăрăхĕн тата район командисемпе республика ăмăртăвĕсене хутшăнаттăмăр.

— Полиатлонпа хăçан кăсăкланма пуçларăр?

— Вăрнарти техникумра преподавательте нумай çул ĕçленĕ Александр Сазонов мана полиатлон енĕпе ăсталăха туптама сĕнчĕ. Вăлах мана пăшал пеме вĕрентрĕ, полиатлонăн пур енĕпе те хатĕрлерĕ. Хама та килĕшрĕ, нумай енлĕн аталанма пулать. Çăмăл атлетикăпа йĕлтĕр спорчĕсĕр пуçне эпĕ дуатлон, армреслинг, халăх вăййисен /лапта/ ăмăртăвĕсенче вăй виçетĕп.

— Темиçе çул каялла Вăрнар полиатлонçисем республикăра чи вăйлисенчен пĕри пулнă. Юлашки вăхăтра сирĕн йыш самай хухрĕ курăнать.

— Хăй вăхăтĕнче студентсен команди питĕ вăйлăччĕ. Йышра — 10-12 çынччĕ. Вĕсемпе пĕрле тĕрлĕ хулана тухса çÿреттĕмĕр. Ял спорт вăййисенчен кашнинчех парнесемпе таврăнаттăмăр. Халĕ вĕсен шучĕ чакрĕ. Паянхи çамрăксем полиатлонпа кăсăкланмаççĕ. Республикăра та ăмăрту сахал ирттереççĕ. Спортсменсене аталанма майсем çукрах. Ытти хулана кайма та тăкаклăрах.

— Эсир Пĕтĕм Раççейри тата республикăри ял спорт вăййисен чи хастар атлечĕ.

— 2004 çулта Кÿкеçре Пĕтĕм чăвашăн спорт олимпиадине ирттерчĕç. Унта эпĕ лапталла выляса пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Çав тапхăртанпа кашни ăмăртăва /хĕллехисене те, çуллахисене те/ хутшăнатăп. 2006 çулта Ижевскра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ял спорт вăййисен финалĕнче полиатлон турнирĕнче виççĕмĕш пултăм. Сăмах май, ку хула спорта аталантарассипе питĕ вăйлă пулнине палăртас килет. Елабугăран эпир, утă çăлакансен команди, “кĕмĕлпе” таврăнтăмăр. 2012 çулта вара пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпартăмăр. Кăçал та республикăри ăмăртура мала тухса Саратова кайса килтĕмĕр. Чăваш Ен команди питĕ туслă. Çĕмĕрлери Концовсен çемйипе, Комсомольскинчи Тамара Красновăпа çыхăну тытатăп.

— Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче студентсене спорта юратма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентетĕр. Унччен Иртеменкассинчи ачасене пĕлÿ панă. Çамрăксемпе пĕр чĕлхе еплерех тупатăр?

— Тĕрĕссипе, паянхи яш-кĕрĕмпе ĕçлеме çăмăлах мар. Çынпа хутшăнас, калаçас енĕпе çитменлĕх çук-ха, анчах вĕсене спортпа туслаштарма йывăртарах. Хальхи самана çĕнĕлĕхĕсем — интернет, компьютер, карас телефон, т.ыт. — çамрăксене “пăсрĕç”. Илĕртÿллĕ çак япаласем патне ытларах туртăнаççĕ вĕсем. Эпир те усă куратпăр-ха планшет-ноутбук таврашĕпе, анчах çитĕнекен ăру вĕсене ытларах пăхăнать. Пирĕн вăхăтра спортра çитĕнÿ тăвасси, ĕçе юратса тăвасси — тĕп вырăнтаччĕ. Паянхи хĕр-упраçшăн “Контактра” ларнинчен кăмăллăрах ĕç çук пек туйăнать. Халĕ пур услови те туса панă: спорт комплексĕсем уçăлчĕç, спортзалсене çĕнетеççĕ, спорт хатĕрĕсемпе пуянлатаççĕ, спорт лапамĕсем çĕкленеççĕ, анчах вĕсенче çамрăксем сахал. Пирĕн вăхăтра нимех те пулман, çапах майсем тупнă, ÿркенсе ларман. Пурне те хурлама кирлĕ мар паллах. Çамрăксен йышĕнче те пултаруллисем чылай. Волейбол, çăмăл атлетика тата йĕлтĕр спорчĕн секцийĕсене çÿреççĕ. Тĕслĕхрен, пирĕн техникумран вĕренсе тухнă Саша Емельянов, Александр Николаев, Игорь Рогачев, Владимир Политов, Сергей Николаев, Анастасия Кудряшова, Анна Григорьева полиатлонпа питĕ туслăччĕ, çитĕнĕвĕсем те пурччĕ. Калăпăр, Саша Политов паянхи кун та район чысне хÿтĕлет. Хальхи вăхăтра студентсем мини-футболла, волейболла выляма юратаççĕ. Волейбол команди пĕлтĕр професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Çăмăл атлетика эстафетине, Пĕтĕм Раççейри “Йĕлтĕр йĕрĕ”, “Нацисен кросĕ” чупусене çулсерен хутшăнатпăр.

— Спорт сирĕншĕн — ĕç те, киленÿ те...

— Манăн пĕтĕм пурнăçăм спорт çинче тытăнса тăрать. Малтан ăмăртусенче малти вырăнсене лекме ĕмĕтленеттĕм, кайран спорт мастерĕн нормативне пурнăçлас тĕллевпе пурăнтăм. Халĕ те кунсерен тренировка ирттеретĕп. Пĕр кун сиктерсен хама тем çитмен пек туятăп. Çулла çуран чупатăп тата велосипедпа çÿретĕп, хĕлле — йĕлтĕрпе. Юлашки çулсенче роллерпа ярăнма вĕрентĕм. Шывра ишме кăмăллатăп, тренажер залне çÿретĕп. Спортпа туслă пулни сывлăхшăн усăллă, пурăнма вăй-хал парать, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать. Çавăнпа пур çынна та сывă пурнăç йĕркине тытса пыма сĕнетĕп.

Андрей МИХАЙЛОВ калаçнă

 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.