Архив - 10 Сен, 2015 - Хыпар

10 Сен, 2015

Кĕнеке вулассипе - Раççейре 5-мĕш вырăнта!

Кăçал Литература çулталăкĕ пулнине халалласа çĕршывра сахал мар мероприяти иртет. Раççей Почтипе ЭКСМО-АСТ издательство ушкăнĕ Раççей Кĕнеке Союзĕ пулăшнипе «Чи нумай вулакан шкул ачи» конкурс йĕркеленĕ. Унта пирĕн ентеш Евгения Михайлова пиллĕкмĕш вырăн йышăннă.

10 Сен, 2015

Чăваш ачин ăвашах пулмалла…

Чăвашсем - авалхи халăх. Йăли-йĕрки, сăмахлăхĕ паянхи куна çити упранса юлма пултарнă. Чăваш сăмахлăхĕ пуян та иксĕлми. Сăпка юрри юрлатпăр-и, юмах-халап калатпăр-и - хамăр чăваш иккенне палăртатпăр. Халăх хушшинче пулса иртекен пĕр пысăк ĕç те сăвă-юрăсăр, кĕлĕ сăмахĕсĕр, шÿтсĕр иртмен. Ватти çамрăккине вĕрентсе хăварма тăрăшнă. «Çемье пурнăçĕ тĕлĕшпе ваттисем каланă сăмаха чăваш халăхĕ ялан та хытă тытса тăнă…» - тенĕ-çке аслă педагогăмăр И.Я. Яковлев та. Ачасене халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсем урлă чăвашлăха туйма вĕрентнĕ.

10 Сен, 2015

Поэзи çăлтăрĕ сÿнсен кÿлĕ те типнĕ

Вăйăра, туйра, ĕçкĕ-çикĕре купăс каласа савăнтарнă, юрă-кĕвĕ шăрантарнă Мария ВОЛКОВА поэтессăн сасси тăванĕсен, ял-йыш асĕнче ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнине Вăрмар районĕнчи Карăкçырми ялне çитсе курсан ăнлантăм.

Страницы