Комментировать

10 Сен, 2015

Поэзи çăлтăрĕ сÿнсен кÿлĕ те типнĕ

Вăйăра, туйра, ĕçкĕ-çикĕре купăс каласа савăнтарнă, юрă-кĕвĕ шăрантарнă Мария ВОЛКОВА поэтессăн сасси тăванĕсен, ял-йыш асĕнче ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнине Вăрмар районĕнчи Карăкçырми ялне çитсе курсан ăнлантăм. Ун пирки калакан кашни сăмах ахах пĕрчи евĕр туйăнчĕ, вăл калаçнине магнитлă лента çине çыртарса илнине итлесен чунра ырă-ырă пулнине туйрăм, çывăх тăван пек йышăнтăм. Шел те, поэтăмăрăн кун-çулĕ ытла кĕске килнĕ. Йывăр чир унăн пурнăçне ир татнă. Ентешне хисеплеме, ĕçне хаклама пĕлекен çынсем унăн алçырăвĕсене паянхи кунччен упрани савăнтарчĕ. Вĕсене алла тытса паллашсан поэтессăпа çуммăн ларса калаçнăн туйăнчĕ...

“Аттен куççулĕ питçăмартине пĕçертрĕ”

Халăх асĕнче çутă сăнарпа çырăнса юлнă Мария Волкова 1934 çулхи нябрĕн 7-мĕшĕнче вăтам хресчен çемйиче кун çути курнă. Пиллĕкмĕш ача, чи кĕçĕнни пулнă вăл. Карăкçырмисем аса илнĕ тăрăх, амăшĕ пĕчĕкрех хĕрарăм, Феодора Волкова, Маруçа хытă юратнă. Ашшĕ Андрей Волков Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă. Мария Андреевнăн асаилĕвĕсенчи çырусенче çак йĕркесемпе паллашрăм: «Темиçе сехет хушшинче аттене тата икĕ пиччене вăрçа илсе кайрĕç. Анне сак çине ларса уласа макăрчĕ. Пур тăван, ял-йыш сывпуллашса йĕчĕ, атте йывăр пулин те кулчĕ, юлашкинчен мана çÿле çĕклерĕ те чылайччен чуптурĕ, унăн куççулĕ манăн куçа, питçăмартине пĕçертрĕ. Сĕрме купăс туса парайманшăн, вăрçăран çĕнтерÿпе таврăнсан ăсталатăпах тесе уйрăлчĕ». Каярахпа, çитĕнсе пурнăçа ăнланма тытăнсан, ашшĕпе пĕрле пулассишĕн, унăн ăшшине туяссишĕн тем тума та хатĕррине çырнă: «Атте теттесем ăсталаса паратчĕ. Каçсерен хăйпе çывăратасшăнччĕ. Эпĕ вара унăн чикекен сухалĕнчен хăраттăм. Табак шăршине юратмастăм. Юмах каланине итлесе пĕтерсенех унăн ытамĕнчен хăтăлас тесе тапкаланаттăм, вăл çывăрса кайсан анне çумне вăрттăн тараттăм. Шăширен çав тери хăраттăм тата. Хăрасах аннепе тĕлĕрсе каяттăм. Каярахпа аттен чикекен сухалне аса илсе сăвă та шăрçаланăччĕ...»

Çывăх çыннисемшĕн поэтесса ялан тунсăхланă. Унран аслисем Нина, Михаил, Петр, Ванькка. Шупашкарта пурăннă чухне те, чирлесен больницăра сипленнĕ вăхăтра та вĕсене юратса, хакласа сăвăсем шăрçаланă. Чирпе асапланса пурнăçран ир уйрăлнă пирки пичетленме ĕлкĕреймен йĕркесем уйрăмах чуна пырса тивеççĕ. Ватă амăшне шелленĕ вăл, хăй юнашар пулайманшăн ÿкĕннĕ:

«...Çĕрулми кукăльне витсе хур тĕпеле,

Кăранташ татăкне хур эс кантăк умне.

Эп ăнланăп хамах кĕсйÿнти çырусем

Ма тĕл-тĕл сарăхса, хуралса пĕтнине...»

Ватă амăшĕ патне шăрçаланă вун-вун çырура кашнинчех чуна ыраттаракан сăвăсем. Вĕсенче вăл Мускаври Литература институтне вĕренме кĕресси пирки ĕмĕтленнине, анчах чирĕ ытла шала кайнишĕн пăшăрханса пĕлтернĕ. Сăмах май, Мария Волкова Пысăк Енккассинчи вăтам шкул хыççăн Шупашкарти пединститутра вĕреннĕ, учительте ĕçленĕ. Шкулта лайăх вĕреннине унăн сыхланса юлнă дневникне алла тытса курсан ĕнентĕм. Шăрçа пек илемлĕ почеркĕ, лайăх паллăсем кăна 1950 çулхи дневникре. Шкул çулĕсенчех сăвăсем çырма кăмăлланă вăл, районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçатра пичетленнĕ.

Купăс калама Мария Волковăран вĕреннĕ

Мария Волкова çуралса ÿснĕ ялта унăн тăванĕпе Петр Петровпа тĕл пулса калаçнă хыççăн поэтессăн пурнăçĕ, сăввисем чуна тата çывăхланчĕç. Вăл тăван тăрăхне юратнине акă еплерех хаклать Петр Яковлевич:

- Хуларан килсенех Мария Волкова ял вĕçĕнчи сăрт тăррине хăпаратчĕ те, хăйне ирĕклĕ туйнă, ахăртнех, сăвăсем шăрçалатчĕ.

Ĕмĕр тăршшĕпех Шупашкарта медицинăра тăрăшнă çак арçын Мария Андреевнăн ĕçне хисеплени кăмăла кайрĕ.

- Питĕ илемлĕ хĕрччĕ Мария, - пуçларĕ вăл сăмахне. - Вуннăмĕш класра чухнех туйсене купăс калама йыхравлатчĕç ăна. Унăн аккордеон, купăс пурччĕ. Ялта пирĕн виçĕ вырăнта вăйă иртетчĕ. Пĕр вăйăра каласа пĕтеретчĕ те теприне каятчĕ. Унăн кĕвви шыв юххи пек пĕчĕк сасăран пысăкланса пыратчĕ, унтан аякран пĕчĕкленсе килетчĕ. Ташши те унăн акăш евĕрччĕ, ăна çитекен çукчĕ.

Петр Яковлевич купăс калама Мария Андреевнăран вĕреннĕ. Хăй аса илнĕ тăрăх, поэтесса купăс каланине киленсе итлемен пулсан, тен, вĕренеймен те пулĕччĕ. Анчах унăн хитре сасси тыткăнланипех тăваттăмĕш класра алла çак музыка инструментне тытнă. Мария Волкова хăй йывăр чирленине пĕлсех Петр Яковлевича çапла каланă.

- «Мана вилсен никам та асăнмĕ. Эсĕ манăн малашлăха, манăн ĕçсене тăс», - тетчĕ. Купăсне, аккордеонне мана асăнмалăх парнелесе хăварчĕ. Спектальсенче выляма питĕ юратнă вăл. Пĕчĕклех «Нарспири» Сентти рольне ăста калăплани халĕ те куç умĕнчех. Патак çине утланса тухнăччĕ вăл сцена çине. Пĕве кĕрсен Нарспи рольне унран лайăх вылякан та пулман, - ентешĕпе мăнаçланса калаçрĕ 75 çулти Петр Петров. Мария Волкова тăхăнса сцена çинче ял-йыша савăнтарнă тухьяпа алăран ямасăр паллаштарчĕ. Тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ поэтесса тăхăнса çÿренĕ тухьяпна, патша кĕмĕлĕсенчен тунăскере, Петр Яковлевич чи хаклă япалана сыхланă пек упрать.

Мария Андреевна сăн ÿкерме кăмăлланă. Çак ялти Тамара Иванова хунямăшĕ каланине аса илчĕ: «Сăнÿкерчĕксем укçалла тăватчĕ, пурăнма май тупатчĕ». Студент пурăнма ăнтăлнă. Укçа кирлĕ-çке. Чăнах та, сăмах ăстин пултарулăхĕпе паллашсан хăйĕн кăмăлĕ ыйтнине тума тапаланнă вăл. Хуткупăс калама, сăвă шăрçалама, вĕсене юрра хывма, сăн ÿкерме те...

“Хурлăханăм, ан хурлан”

Çапла ятлă поэтессăн кĕнекисенчен пĕри. Çакăн пек каласа вăл йывăр чирĕпе кĕрешнĕ чухне хăйне лăплантарнăнах туйăнать. Каллех алçырăвĕсене алла тытатăп... Атăлта шыва кĕнĕ хыççăн Мария Волкова чирленĕ. Унтан бронхитпа асапланма пуçланă. Чир вăраха кайсан больницăна лекнĕ. Амăшĕ патне чунне уçса çырнă çырăвĕнче тухтăрсем унăн пурнăçĕшĕн епле кĕрешнине каланă вăл. Ытла савăнма та, хурланма та юраманни пирки, тăван тăрăхĕшĕн, çыравçă юлташĕсемшĕн тунсăхлани çинчен асăннă: «Апрелĕн 27-мĕшĕнче Писательсен съезд пулать. Унта Мускавран, Ленинградран, Украинăран - çĕршывăн пур кĕтесĕнчен - пухăнаççĕ. Мана икĕ кун медсестрапа яратпăр терĕ-ха тухтăр. Унта манăн туссем пулаççĕ вĕт!..» Съездра пулса юлташĕсемпе юлашки хут курнăçайнă-ши? Хура хурлăхан пек хуп-хура куçлăскерĕн ĕмĕчĕсем ытла ир татăлнă-çке. 42 çултах...

Çутçанталăка савмасăр калăпланман унăн çавăн йышши кĕнекисем. «Карăкçырми сачĕсем» сăввисен пуххи те пин-пин çын аллине лексе чунĕсене ăшăлăх парнеленĕ пуль. Кĕске ĕмĕрĕнче вунă кĕнеке кăларма пултарнă вăл. Кун çути курайман сăввисем, уйрăмах йывăр вăхăтра шăрçаланнисем... Алçырăвĕсенчех пăчланĕç-ши? Унăн сăввисемпе хывнă «Чĕкеç вĕçет», «Çурхи илем» тата ытти юрра юбилей каçĕнче шăраннине Петр Яковлевич видеопа кăтартрĕ. Сăмах ăстин кун-çулĕ çавăн пек юхмаллаччĕ те, шел...

Ырă ят хăварнă

Петр Яковлевич Мария Волкова пурăннă чухне вăл калаçнине, сăввисене вуланине магнитлă лента çине çыртарса илнĕ, унтан видео çине куçарнине асăнтăм. Чăваш литературинче хăйĕн илемлĕ чĕлхипе ырă ят хăварнă поэтесса умĕнче пуç тайни çакă мар-и? Мария Андреевнăн юбилей каçĕсене клубра пуçтарăнса ирттернисене, çыравçă юлташĕсем Шупашкартан килсе хисепленине... - пĕтĕмпех ÿкерет Петр Яковлевич. Мария Волковăн поэзине уйрăмах Любовь Мартьянова килĕштернине асăнчĕ вăл. «Вега» çăлтăр тенĕ ун пирки Любовь Васильевна. Ентешĕн, тăванĕн пултарулăхне ăруран ăрăва упраса хăварассишĕн ăнтăлать Карăкçырмин хисеплĕ çынни.

Çак ялти клубра ентешне асăнса кĕтес йĕркеленĕ. Паллă мар ÿнерçĕ сăмах ăстин портретне çуллă сăрăпа ÿкернĕ. Килен-каяна вăл ăшă кăмăлпа кĕтсе илсе ăсатнăнах вилĕмсĕр ячĕпе хавхалантарать.

Мария Волкова пурăннă киле хирĕç хăй вăхăтĕнче кÿлĕ пулнă. Поэтăмăр кун-çулĕ сÿнсен пĕве те типнĕ-çке. Çурт чалăшнă пулсан та вăл çакăнта пĕрремĕш сăвă йĕркисем шăрçаланине аса илтерет. Паян мар тăк ыран куç умĕнчех пÿрт ишĕлсен ку никамшăн та кĕтменлĕх пулмĕ. Петр Яковлевич çурт çумне асăну хăми çакнă. Çулĕпе çамрăках мар пулин те тăрăшать ырă чун-чĕреллĕскер. Анчах хуралтă йĕри-тавра кашлакан хыт-хура никамăн чĕрине те канăçсăрлантармасть-ши? Çамрăк ăрăва ырă тĕслĕх кăтартса пуррине упрама, халăх пуласлăхĕшĕн çуннă ентешĕмĕрсене хисеплеме мĕн кансĕрлет-ши пире?

Мария Андреевна ытти хаçат-журналсăр пуçне Тăвай районĕн хаçатĕнче те час-часах пичетленнĕ. Ку таврари халăха та ăшă сăмахпа тулнă йĕркесемлĕ сăвăсем илĕртнĕ, чунĕсене çывăх пулнă. Сăмах ăстин вилĕмсĕр ятне паянхи кун та чыслаççĕ вĕсем. Пысăк Енккассинчи библиотека ĕçченĕ Надежда Никонорова ентешĕн ятне çутă кăмăлпа упрать. Хăйĕн ĕçне юратни те, ентешне хисеплени те курăнать унăн мероприятисен планĕнче. Мария Волковăн çуралнă кунне халалласа кашни çулах поэзи каçĕ йĕркелеççĕ вулавăшра. «Вега» çăлтăр тÿпере» ятпа чыслаççĕ Мария Андреевнăна. Ялти клубра, унтан районти культура çуртĕнче «Марье улахĕ» кăтартнă. Кунти библиотекăран ачасем те татăлмаççĕ. Шкул программипе килĕшÿллĕн унăн сăввисене пуçламăш класра пăхмасăр калама вĕренеççĕ. Çавăнпах ачасен аллине ентешĕн кĕнекисем час-часах лекеççĕ. Пĕлтĕр 80 çулхи юбилейне чысласа Пысăк Енккасси библиотекинче республикăри паллă çыравçăсем пулнă. Зоя Сывлăмпи, Нина Пăрчăкан тата Лидия Сарине поэтессăна халалласа çырнă сăввисемпе паллаштарнă.

- Мария Волковăн çутă сăнарне асра упранине, ÿкернине клубра пысăк экранпа кăтартатпăр асăну каçĕсенче, - çапла калаçса уйрăлчĕ Карăкçырминче пурăнакан Петр Петров.

Пурнăçа хытă юратакансем мĕншĕн хăвăрт каяççĕ-ши? Паян та пурăнмаллаччĕ, пин-пин сăвă-юрă çырса шăрантармаллаччĕ унăн. Пултаруллă çынсем пирĕнтен уйрăлни пысăк та йывăр çухату. Мăшăрланса çемье çавăрмалăх та вăхăчĕ çитмерĕ пулĕ. Ытла çамрăклах, 1976 çулхи октябрĕн 31-мĕшĕнче, яланлăхах куçне хупнă вăл. Ăна ял масарĕнче пытарнă. Мария Волковăн сăнарне поэзире сутă çăлтăрлах упраса хăварасчĕ. Çитĕнекен ăру тĕслĕх илсе чăвашла сăвă шăрçалатăр...

Елена ЛУКИНА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.