Архив - 18 Дек, 2015 - Хыпар
"Вĕренекенĕмсем маншăн - шăллăм, ача вырăнĕнчех"
"Вĕсем патшалăхăнне хăйсеннинчен уйăраймаççĕ"
Юрисконсульт та, адвокат та пулма пултарнă-тăр, анчах Николай Замуткин следователь ĕçне суйласа илнĕ. "Шăпах çак ĕç манăн характера çывăх", - тет. Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн Шупашкарти Ленин районĕнчи пайĕн аслă следовательне паян чи кăткăс уголовлă ĕçсене тĕпчеме шанаççĕ. Пире вара коррупципе çыхăннă преступленисене тĕпчесси интереслентерчĕ.
Калăпăр, ШĔМĕн Шупашкарти управленийĕн çул-йĕрпе патруль батальонĕн инспекторĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕç.