Леонид ВОЛКОВ: «Раççейĕн экономика тытăмне тĕпрен улăштарма вăхăт çитрĕ»
Леонид Волков... Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ, экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Раççей Президенчĕ çумĕнчи финанс академийĕн доценчĕ... Студентсен умĕнче лекцисене акăлчанла вулакан, практика занятийĕсене те çак чĕлхепех калаçса ирттерекен, чăвашлăха аталантарассишĕн Мускавра пысăк ĕçсем тăвакан, Чăваш Еншĕн вăй-халне шеллемесĕр ĕçлекен Леонид Валерьевич «Хыпар» вулаканĕсене хăйĕн пурнăçĕ, шухăш-кăмăлĕ çинчен пĕр пытармасăр каласа кăтартма килĕшрĕ. Тĕрĕссипе, полпред пиар чирĕпе чирлеменрен эпир ун пирки нимех те пĕлместпĕр.
Пĕр харăс - икĕ аслă пĕлÿ
- Официаллă хутсенче «Леонид Волков Вăрнар районĕнче çуралнă» йĕркесем çеç пур. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, шăпа сире ача чухне интерната та илсе çитернĕ. Апла пулин те эсир пурнăç тĕллевне çухатман.
- Çураласса эпĕ Вăрнар районĕнчи Аçăмçырми ялĕнче çуралнă. Аттесĕр тăрса юлсан шăллăма кĕтекен анне йăмăкпа иксĕмĕре кукамай патне илсе кайрĕ. Çĕмĕрле районĕнчи Юманай ялĕн çырми-çатринче выляса, ĕç тĕлне пĕлсе ÿсрĕм. Чăнах та, 10 çулта Çĕмĕрлери интернат шкула лекрĕм. Вăл маншăн пурнăç шкулĕ пулчĕ. 1985-1990 çулсенче вĕрентĕм унта. Шел те, тантăшăмсенчен чылайăшĕ шкул интернат хыççăн пурнăç кăларса тăратнă йывăрлăхсене тÿсеймесĕр хуçăлчĕ. Пĕри наркомана тухрĕ, тепри ĕçке ярăнчĕ, виççĕмĕшĕ психиатри больницине çакланчĕ, тăваттăмĕшĕ хăй çине алă хучĕ. Çапах кун-çулне йĕркеллĕ ирттерекен те сахал мар. Кукамайпа анне каланине асра тытса пĕлÿ еннех туртăнтăм, ÿссен питĕ ăслă çын пулас килетчĕ. Интернатри педагогсем пысăк квалификациллĕ пулнăран район, республика шайĕнчи олимпиадăсенче çĕнтерме май килчĕ.
- Апла сирĕн хул хушшинче яланах кĕнеке пулнă.
- Вулама эпĕ питĕ ир хăнăхнă. Тăваттăра чухнех библиотекăран тухма пĕлмен. Çĕр ытла юмах пĕлеттĕм, вĕсене ялти çамрăксене каласа кăтартаттăм. Пуçламăш классенчех Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр», Мĕтри Кипекĕн «Кайăк тусĕ», Куçма Турханăн «Сĕве Атăла юхса кĕрет», Влас Иванов-Пайменăн «Кĕпер» кĕнекисене тата ытти нумай хайлава вуласа тухрăм. Интернатра та кун йĕркипе килĕшÿллĕн кăнтăрла иртсен пурин те выртса канмаллаччĕ, анчах манăн хаклă вăхăта сая ярас килместчĕ. Чÿрече çумĕнчи кравате юри йышăнтăм. Утиялпа пĕркенеттĕм те воспитательсем курман чухне витĕр кĕрекен çутăпа кĕнеке шĕкĕлчеттĕм. Тĕрĕссипе, кĕнекене эпĕ нихăçан та алăран яман. Паянхи кун та сĕтелĕм çинче «пĕлÿ çăлкуçĕ» яланах пур. Мускавра ĕçе кайма-килме икĕ сехете яхăн кирлĕ мана, метрора та кĕнеке вĕçĕмех вулатăп.
- Раççей Президенчĕ çумĕнчи ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Павел Астахов пекех, сирĕн ĕç кĕнекинчи пĕрремĕш йĕрке те ача садĕнче картиш шăлаканра вăй хунине ĕнентерет.
- Картиш шăлаканра тата ху-ралçăра И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнче 2-3-мĕш курссенче вĕреннĕ чухне вăй хутăм. Общежитире пурăнаттăм, атте-анне çуккипе укçа-тенкĕ çитсе пымастчĕ. Çĕр каçипе хÿнĕ карта çÿллĕш юр кĕртне хырса тасататтăм, кунне пĕрре апат çини те пулатчĕ. Пĕррехинче садик картишĕнчи юра хырса кĕтĕм те тараса çине тăрса пăхрăм: пĕр килограмм çурă çук та. Ĕç кĕнекине вара унта мар, 7-мĕш класс хыççăнах уçрăм. Çуллахи каникул вăхăтĕнче кукамай патĕнче пурăнаттăм. Ĕне-вăкăра хĕл каçарма утă-улăм, тырпул кирлĕ, çавăнпа Чапаев ячĕллĕ колхозра ĕçлеттĕм. Алла аттестат илнĕ тĕле 200 яхăн ĕç кунĕ пухăннăччĕ.
- Пĕр аслă пĕлÿпе çырлахман эсир. 2-мĕш курс пĕтерсен университетăн юридици факультетне куçăн мар майпа ăс пухма кĕнĕ.
- Çĕршыв арканнă тапхăрта, 1992 çулта, вĕренме кĕнĕрен питĕ лайăх ăнланаттăм: экономика енĕпе тарăн пĕлÿ илни çителĕксĕр, юридицие те тĕшмĕртмелле. Пĕр вырăншăн 11 абитуриент тупăшни те хăратмарĕ. Вĕренме кĕтĕм. Икĕ факультетра пĕр харăс ăс пухрăм. Хĕлле те, çулла та манăн икĕ сессиччĕ. Çамрăк чухне пуçа усал шухăш кĕртме вăхăт пулман. Икĕ факультетран та хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрăм. Аслăрах курссенче Чăваш Республикин статистика комитетĕнче, «Чăвашкабель» заводра тата Раççей перекет банкĕн регионти уйрăмĕнче ĕçлерĕм. Манăн шухăшпа, паянхи çамрăксен те пĕр дипломпа лăпланса лармалла мар, пурнăç тăршшĕпех пĕлĕве тарăнлатмалла, тавракурăма анлăлатмалла. Этеме ĕмĕр тăршшĕпех вĕренессине ăса хывтарни патшалăх концепцийĕ пултăр. Калăпăр, çын 20 çул каялла диплом илнĕ тейĕпĕр. Енчен те вăл пĕлĕвне хăй тĕллĕн тарăнлатмасан саманана кирлĕ специалист пулаймасть. Эпĕ, сăмахран, акăлчан чĕлхине интернатра, университетра вĕреннĕ-ха, çапах пĕлÿ шайĕ пĕчĕккине ăнланса 29 çулта ют чĕлхене çине тăрсах тĕшмĕртрĕм. Ирхи 6 сехетре тăрса хам тĕллĕн ăс пухаттăм, ĕç хыççăн акăлчан чĕлхин курсне васкаттăм. Халĕ «бизнес экономики» дисциплинăпа экзамена та студентсене акăлчанла калаçтарса тыттаратăп. Ÿркенмелле мар - çанă тавăрмалла та пĕлĕве тарăнлатмалла. Манăн шухăшпа, эрнере кашнинех харпăр тĕллĕн вĕренме 10 сехет те пулин уйăрмалла.
Йăлтах хамăртан килет
- Паянхи çамрăксем те 24 çулта хăйсен укçипе пÿлĕм илеймеççĕ, эсир вара çав ÿсĕмрех пурăнмалли кĕтесе кредитсăр-мĕнсĕр туяннă.
- Чăх пĕчĕккĕн сăхсах тăранать. Студент чухнех тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ май пус çумне пус хушрăм. 5-мĕш курсра Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕнче ĕçлеме тытăнтăм. 22 çулта чухне финанс ĕçĕ-хĕлне анализ тăвакан сектор пуçлăхне лартрĕç. Мана хамран чылай аслăрах çынсем пăхăнатчĕç. Унсăр пуçне И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн экономика факультетĕнче ăс пухакансен умĕнче лекцисем вулаттăм. Апла пулин те ăслăлăха малашне те алла илмеллине тавçăрса 1999 çулта Мускава çул тытрăм. Ĕçтешсемпе пĕлĕшсем: «Ку должноçа хăй ирĕкĕпе никам та пăрахса тухса каймасть», - тесе Шупашкартах юлма йăлăннине пăхмасăр Раççей Правительстви çумĕнчи финанс академийĕн аспирантурине çирĕп тĕрĕслев витĕр тухса куçăн майпа тÿлевсĕр вĕренме кĕтĕм.
- Кĕске вăхăтрах эсир кандидат диссертацийĕ çырса ăнăçлă хÿтĕленĕ. Экономика тытăмĕнчи пысăк специалистран ыйтмасăр пултараймастăп. Долларпа евро ялан вылянаççĕ, тенкĕ йÿнелет. Ытти çивĕч ыйту та сахал мар. Пĕтĕмĕшле лару-тăрăва чылайăшĕ кризис пек хаклать. Сире Раççейĕн паянхи экономики тивĕçтерет-и?
- Хамăн шухăша уççăн калатăп: хальхи кризис питĕ йывăр. Шел те, пирĕн çĕршыври наци экономикин тытăмĕ тĕрлĕ сăлтава пула тĕнчери конкуренцире çĕнтереймест. Çак йывăрлăхран тухмалли пĕртен-пĕр çула çеç куратăп: экономика структурине тĕпрен улăштарса çĕнетмелле. Чикĕ леш енчен хатĕр тавар кÿрсе килес вырăнне хамăр туса кăларма тытăнмасăр, пĕтĕм призводствăна наука хушнă пек çĕнĕ техникăпа технологи тытăмĕ çине куçармасăр, промышленноçа урăх шая çĕклемесĕр вăраха тăсăлакан кризиссенчен тухаймăпăр. Çак ĕçе тепĕр темиçе çултан мар, халех çине тăрса тумалла. Пирĕнтен кашнинчен килет çакă. Хамăра алла илмесен, çанă тавăрса, яваплăха туйса, пуласлăх çинчен шухăшласа тÿрĕ кăмăлтан ĕçлемесен пире никам та пулăшмĕ: Америка та, Европа та, Китай та. Пирĕн çĕршыв тĕрлĕ йывăр саманана чăтса ирттернĕ, халĕ те тÿсет. Анчах йăлтах хамăртан килет: алă усас тата пĕр-пĕринпе хирĕçес мар. Раççей историйĕнче патшалăха ура çине тăратассишĕн ĕçленĕ питĕ вăйлă политиксем пулнă. Сăмахран, паян эпир III Иван Васильевич ĕçĕ-хĕлне тивĕçлипе хакламастпăр. Шкулта та çак патша пирки питĕ çиелтен вĕрентеççĕ. Кремле вăл тутарнă, «Мускав - виççĕмĕш Рим» концепцие ун чухне пăхăнма тытăннă, Аслă Новгорода та Руç йышне вăл кĕртнĕ... Патшалăха вăрçăсăр, хирĕçтăрусăр нумай вăхăт аталантарма пултарнă.
- Истори пирки сăмах хускатрăмăр пулсан эсир тăвакан тепĕр ĕç пирки те калаçар-ха. Раççейĕн XIX ĕмĕр историйĕн вĕренÿ кĕнекине чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев пирки çырнине кĕрттересшĕн эсир.
- Эпĕ экономика, политика тытăмĕсенчи паллă çынсемпе кăна мар, искусствăпа литература, наука сферисенчи шурсухалсемпе те тачă çыхăну тытатăп. Геннадий Волков этнопедагог вĕрентĕвне пысăка хурса хаклакан Ким Шилин профессор истори учебникĕсене хатĕрлекен педагогика ăслăлăхĕсен докторĕпе Георгий Гогиберидзепе паллаштарчĕ. Полпредствăра вĕсене чăваш халăхĕ, унăн историйĕпе культури, Иван Яковлевич пирки тĕплĕн каласа кăтартрăм. Аслă Вĕрентекенĕмĕре, унăн Халалне Раççейре пурăнакансен пĕлмеллине палăртрăм. Чăваш хутлăхĕнче нумай шкул уçнă педагог ĕçĕ-хĕлĕ пирки çырнине Георгий Гогиберидзе 8-мĕш классен истори кĕнекине кĕртессине, унăн 1921 çулта çырнă Халалне учительсем ачасене килте вĕренме хушассине пĕлтерчĕ. Палăртни пурнăçа кĕрессе шанатăп.
Чăваш чĕлхине вырăс çыравçисем те вĕренеççĕ
- Леонид Валерьевич, иртнĕ тĕлпулура эсир мана «Чапаев» илемлĕ фильм кун çути курнăранпа 80 çул çитнине Мускавра чаплăн паллă туни пирки каласа кăтартнăччĕ.
- Пĕлтĕр çулталăк пуçламăшĕнче мероприятисен планне хатĕрленĕ май ентешĕмĕре Василий Ивановича халалласа ÿкернĕ çак картина экран çине тухнăранпа сумлă юбилей çитсе пыни аса килчĕ. Кинематографистсен пĕрлĕхĕпе çыхăнтăм, уяв каçĕ валли 1100 вырăнлă Кино çуртне уйăрса пачĕç. Пĕлетĕр-и: зал лăк тулчĕ. Уява паллă режиссер тата сценарист Виктор Мережко уçрĕ, мероприятие малалла эпĕ ертсе пытăм. Унта Василий Чапаевăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă аслă ывăлĕн Александр Чапаев генерал-майорăн ывăлĕпе хĕрĕ те пулчĕç. Татьяна Александровнăпа Аркадий Александрович кăна мар, тăванĕсем те килсе çитрĕç. Паллă режиссерсемпе актерсем, сценаристсем, кинематографи институчĕн студенчĕсемпе выпускникĕсем хутшăнчĕç уяв каçне. Вĕсемсĕр пуçне Борис Бабочкинăн хĕрĕпе мăнукĕсем пулчĕç. Пĕр енчен - Василий Чапаев йăхне тăсакан 15 çын, тепĕр енчен Борис Бабочкинăн несĕлĕнчи 9 çын сцена çине хăпарсан пĕтĕм зал ура çине тăрса тăвăллăн алă çупрĕ. «Раççей К» телеканал журналисчĕсем хыпарсен кăларăмĕ валли анлă репортаж хатĕрлерĕç, эрнере пĕрре тухакан «Вечерняя Москва» хаçат пĕрремĕш страницине çак мероприятие халалларĕ.
- Полпред должноçне йышăннăранпа вăхăт нумай та иртмерĕ - Мускавра пурăнакан йăхташăмăрсемшĕн пысăк ĕç турăр: чăваш культурипе информаци центрне уçрăр. Тем тесен те, çакă эсир тăван халăха сума сунипе çыхăннă.
- Ку шухăша тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ çын вунă çул каяллах калама тытăннă. Чăнах та, мĕншĕн йĕркелес мар ăна? Ытлашши мăнаçланса та калатăп-и тен? Нумай çĕршывăн чикĕ леш енче халăх культурине саракан центрсем пур. Китайăн - Конфуций, Испанин - Сервантес, Германин Гете институчĕсем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Çĕнĕ ĕçе кÿлĕнсенех центр уçма шухăшларăм. Бюджет укçипе усă курмасăрах хута ятăмăр ăна. Самаях пысăк библиотека пухăнчĕ. Пирĕн тĕллев - Мускавра чăваш культурипе литературине аталантарасси, тăван халăхăн йăли-йĕркине упраса хăварасси. Унсăр пуçне Раççейĕн тĕп хулинче пурăнакан ытти халăх çыннисене чăвашсемпе паллаштарасси. Паянхи кун кирек кам та полпредствăна килсе чăваш юрри-кĕввине итлеет, илемлĕ фильмĕсене пăхаять, кĕнекисемпе хаçат-журналне вулаять. Сăмах май, пирĕн пата республика шайĕнчи пичет кăларăмĕсем кăна мар, район хаçачĕсем те куллен килсе тăраççĕ. Чăваш шкулĕн занятийĕсем те кунтах иртеççĕ. Унта 16 çулти çамрăкран пуçласа 52-ри вăйпитти арçынсем таранах çÿреççĕ. Вĕсен йышĕнче ят-сумлă çынсем те пур. Пĕри - Андрей Жарков бизнесмен. Ашшĕпе амăшĕ чăвашсемех, Чĕмпĕр облаçĕнче çуралса ÿснĕ. Мускав облаçĕнче çитĕнсе мĕн ĕмĕрĕпех кунта пурăннăран халĕ 50 çулалла çывхаракан усламçă тăван чĕлхене вĕренеймен. Автомобильсем пуçтаракан предприяти тытса тăраканскер вăхăт тупса шăматкунсерен занятие килет. Икĕ çулта тăван чĕлхине питĕ лайăх вĕренчĕ, пĕлтĕр Чăваш Енре пĕрремĕш хут пулса курчĕ. Тепри - «Пограничник» журнал редакторĕ, ача-пăча çыравçи Александр Мясников. Çавăн пекех Гнесинăсем ячĕллĕ музыка академийĕн преподавателĕ те, Мускав патшалăх университечĕн филологи факультечĕн аспиранчĕ те, 10-мĕш класра вĕренекен каччă та, чăваш яшĕсене килĕштерекен вырăс хĕрĕсем те пур. Пултаруллă чăваш çыравçисем Илпек Микулайĕ, Куçма Турхан тата Хĕветĕр Уяр çуралнăранпа пĕр ĕмĕр çитнине эпир çак кунсенче паллă тăвасшăн, Чăваш Енрен тухса çĕршывĕпе палăрнă çынсемпе çитес вăхăтрах тĕлпулусем, «çавра сĕтелсем» йĕркелесшĕн. Республикăри, ун тулашĕнчи сăвăçсене йыхравласа Поэзи каçĕсем ирттересшĕн. Унсăр пуçне эпир спорт енĕпе те ĕçлетпĕр. Чăваш Енрен тухнă Олимп чемпионĕсемпе, паллă спортсменсемпе тĕл пулса калаçрăмăр та нумаях пулмасть Мускаври «Сокольники» паркĕнче Ардалион Игнатьев ячĕллĕ чупу ирттертĕмĕр. Çитес çулхи нарăс уйăхĕнче çав паркрах йĕлтĕрçĕсен пĕрремĕш ăмăртăвне Василий Чапаев ячĕпе йĕркелеме палăртрăмăр. Василий Ивановичăн мăнукĕ Татьяна Александровна тĕп судья пулма килĕшрĕ. Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче те йышлăн хутшăнтăмăр, чăвашсем наци тумне тăхăнма та ÿркенмерĕç. Çакăншăн, уяв хыççăн, «çÿлтен» шăнкăравласах тав турĕç.
Ирина Слуцкаяна та пулăшнă
- 2014 çул пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн нацисемпе ĕçлекен организацисен рейтингĕнче Раççейри халăхсен ассамблейипе Мускав патшалăх университечĕн истори факультечĕ хыççăн эсир ертсе пыракан полпредство виççĕмĕш вырăн йышăннине пĕлетĕп. Унччен те пысăк ĕç нумай тунă эсир. Сирĕн шухăшпа, хăшĕ чи пĕлтерĕшли?
- Ахăртнех, Мускав хулин правительствинче арми генералĕпе Александр Косованпа пĕрле çичĕ çул çурă вăй хунă вăхăтра социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсем пурнăçлани, вĕсенчен пĕри - хăпартакан çуртри хваттер пайне кĕрсе улталаннисене пулăшни. Çак ĕçе эпĕ тунă тесе çирĕппĕнех калама пултаратăп. Олимп чемпионĕнчен çак ята никам та туртса илейменни пекех, Мускаври шăнман пăр çине ларса юлнă пайçăсен çивĕч ыйтăвне мансăр пуçне урăх никам та «эпĕ татса патăм» тесе калаймасть. Çак проекта хамăн пуçлăхпа Александр Косованпа иксĕмĕр пурнăçларăмăр. Строительствăн 14 об?ектĕнче хваттерлĕ пулма палăртнă 4 пин çын мĕн чухлĕ йĕмен-ши? Мĕншĕн тесен саккун халăх майлă марччĕ. Проекта çĕрĕ-çĕрĕпе ларса шухăшласа кăлартăм, бюджетран пĕр тенкĕ уйăрмасăр ăна пурнăçа кĕртме майсем тупрăм. Олимп чемпионки Ирина Слуцкая спорт ăмăртăвĕсенче çĕнтерсе пухнă пĕтĕм укçи-тенкине çĕнĕ икĕ хваттерлĕ пулма пая хывнă. Эпир пулăшман пулсан мĕн ĕçлесе илни пĕтĕмпех çилпе вĕçетчĕ. Халĕ те туслă çыхăну тытатпăр. Ун чухне 14 çурта та туса пĕтерттертĕмĕр, 4 пин çын хваттерлĕ пулчĕ. Мускавăн унчченхи мэрне Юрий Лужкова ĕçрен тухса кайсан мĕншĕн кăна айăпламарĕç-ши, анчах ăна улталаннă пайçăсем тĕлĕшпе сăмах тивмен. Ку ыйту регионсенче те çивĕч. Темиçе облаç кĕпĕрнаттăрĕ хăйсен тăрăхĕнче çак ыйтăва татса парас тĕллевпе манпа канашлама ятарласа килнĕччĕ.
- Эсир финанс академийĕнче çамрăксене 2002 çултанпа пĕлÿ паратăр. Хăвăр та нумай вĕреннĕ, чикĕ леш енчи ятарлă курссем витĕр тухнă. Раççейри вĕренÿ тытăмĕ чуна выртать-и?
- Çамрăксем тенĕрен, лекцисене яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç умĕнче кăна мар вулатăп. Министрсен заместителĕсем, федераци министерствисен департамент ертÿçисемпе вĕсен заместителĕсем, регион пуçлăхĕсем квалификацие ÿстернĕ чухне финанс академине манăн семинар занятийĕсене çÿренĕ, эпĕ вĕсене экзамен тыттарнă. Раççейри вĕрентÿ системи пирки мĕн каламалла-ха? Шкулти вĕрентÿ тытăмĕ кăмăла каять, анчах аслă пĕлÿ парассине çĕнетмелле пек туйăнать. Студентсене хăйсем тĕллĕн ăс пухма майсем ытларах туса памалла, çакă каярахпа вĕсене ăслăлăх ĕçне кÿлĕнме, пысăк çитĕнÿсем тума пулăшĕ. Шел те, пĕтĕмĕшле пăхсан - абитуриентсен пĕлÿ шайĕ юлашки вунă çулта палăрмаллах чакрĕ. Çакăн сăлтавĕ пĕрре çеç мар ахăртнех. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне вăя кĕртни, обществăн культура шайĕ чакни, Интернет технологийĕсем аталаннă май ачасем социаллă сетьсенчен, чатсенчен тухма пĕлменни витĕм кÿчĕç пулĕ. Çамрăксем пуçаруллă, тарăн шухăшлавлă, çавăнпа вĕрентÿ тытăмне çĕнетсе çав яшсемпе хĕрсене патшалăхшăн пысăк ĕçсем пурнăçлама майсем туса памалла. Çĕршывăн социаллă пурнăçпа экономики, ăслăлăх аталанăвĕ вĕрентÿ тытăмĕнчен нумай килет. Вăлах халăхăн пурнăç шайне витĕм кÿрет. Çавăнпах учитель ят-сумне ÿстермелле, шкулти тата вузсенчи бюрократие пĕтермелле, ăслăлăх тата вĕренÿ культне калăпламалла.
Турципе Египета çул хупăннăран...
- Чăваш Енре çулталăкра миçе хут пулатăр?
- Çирĕм хутран кая мар. Пĕл-терĕшлĕ мероприятисене яланах хутшăнатăп. Тĕп хуламăр илемлĕ те таса пулнишĕн савăнатăп. Тăван яла тăтăшах кĕрсе тухатăп, ентешсемпе хутшăнатăп. Çавăнпа чăваш хресченĕн нушине çын каласа кăтартнипе мар, хам куçпа курнипе пĕлетĕп.
- Мĕн хурлантарать сире?
- Нумайăшĕ паянхи кунпа, мĕн пуррипе çырлахни, пур вăй-халпа усă курма пачах тăрăшманни. Енчен те тĕнчене илемлĕрех курас тесен малтан хамăрăн тивĕçлĕ пурăнмалла. Эпĕ сăнанă тăрăх, чăвашăн çиелти яваплăх пур, анчах шалти яваплăхĕ курăнмасть. Хамăн шухăша ăнлантарса паратăп: чылайăшĕ кам та пулин каласа-вĕрентсе, хушса тăрсан, хăваласан ĕçлет. Харпăр тĕллĕн ĕç пуçаракан, яваплăха хăй çине илекен, шел те, йышлах мар. Ку чăваш халăхĕн кун-çулĕпе тата культурипе çыхăннă-и - татса калаймастăп. Анчах вăйпитти арçынсемпе хĕрарăмсем Мускава йышлăн килсе пус çумне пус хушма тăрăшни те çакнах кăтартать. Мĕншĕн лару-тăрăва ĕç çукки çине кăна йăвантармалла? Мĕншĕн хресчен хуçалăхĕ йĕркелес мар, предприяти-фирма уçас мар? Пурнăç пахалăхĕ патшалăхран кăна мар, хамăртан та нумай килет. Ялсенче урамсене тасатманни, пахча хыçĕнчи çырма-çатрана çÿп-çап шăтăкне çавăрни кăмăла хуçать. Сăмахран, Беларуçра пирĕн патринчен япăхрах пурăнаççĕ, çапах пур çĕрте те тирпейлĕх хуçаланать. Яла тасалăхра тытма пире кам чăрмантарать?
Халĕ Турципе Египета канма каймашкăн çулсем хупăннă май ял туризмне аталантарма майсем уçăлаççĕ. Çакăнпа усă курмалла, ял урамĕсене хăтлăлатмалла. Тепĕр пулăм та кулянтарать мана. Чăваш халăхĕ ĕçкĕпе нихăçан та иртĕхмен. Шел те, çĕнĕ саманара эрех-сăра ĕçсе чире каякан нумайланчĕ. Пирĕн халăхăн малашлăх çинчен шухăшламалла, ĕçкĕ пирки мар. Культурăна, йăла-йĕркене упраса хăварса мĕн пĕлнине çитес ăрусене парса хăвармалла. Тепĕр самант: чăвашăн сăпайлăхĕпе именчĕклĕхĕ пĕтсе пырать. Ку икĕ çĕрте палăрать. Пĕрремĕшĕ - эстрадăра. Чăваш Ене яланах «çĕр пин юрă çĕршывĕ» тенĕ, анчах хальхи юрăсен сăмахĕсене илтсен питĕм хĕрелет. «Эп сана юратап», «Эсĕ манăн арçын», «Парнеле эс мана ывăл», «Пĕрле çĕр каçсан, ирхине тăрсан»... Юрату пирки чăваш нихăçан та çакăн пек тÿрккессĕн каламан, çырман. Паллах, ку сăмахсене халăх «çăтса ярать», анчах культурăн çынсен культура шайне хăпартасси пирвайхи тĕллев пулнине манар мар. Кун пирки Чăваш наци конгресĕн те, журналистсен те, артистсен хăйсен те шухăшламалла. Иккĕмĕшĕнчен, Шупашкар урамĕсенче, лавкки-пасарĕнче хăр-хар калаçнине тăтăшах илтме тÿр килет. Тăван Шупашкар Раççейри чи тирпейлĕ хула кăна мар, культура, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен те чи таса хула пултăрччĕ.
- Чăвашсем Раççейĕн тĕп хулине çемйи-çемйипе тар тăкма çÿренине палăртрăр. Чăнах та çапла-çке: кунсерен Мускава 20 ытла автобус каять.
- Паллах, ку урăх сăлтавсемпе те çыхăннă. Пĕрремĕшĕнчен, Чăваш Ен Мускавран питех аякра мар. Чулхула, Владимир облаçĕсенче пурăннисен самаях пысăк йышĕ иртнĕ ĕмĕртех çурчĕсене пăраха-пăраха мегаполиса куçса килнĕ. Иккĕмĕшĕнчен, чăваш пилĕк авма ÿркенмест, хура ĕçрен хăрамасть. Виççĕмĕшĕнчен, пĕчĕк республикăра халăх йышлă пурăнать, çавăнпа ĕç вырăнĕ кунта Раççей империйĕ вăхăтĕнче те, совет саманинче те çителĕклĕ пулман. Унччен Хусана, кайран Çĕпĕрти хуласене кайнă пулсан халĕ Мускавалла туртăнаççĕ. Çав-çавах Чăваш Республикин влаç органĕсем тăван регионтах ĕç вырăнĕ ытларах йĕркелеме тăрăшаççĕ. Тин кăна Шупашкарта яппунсен «Фуджикура...» завочĕ уçăлчĕ, унччен маларах пурте пĕлекен «Хĕвел» предприяти хута кайрĕ...
- Кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек ĕçлетĕр, епле майпа канса пысăк ĕçсем пурнăçлама çĕнĕ вăй-хал пухатăр?
- Сăрт-тăва кăмăллатăп. 2008 çулта Тянь-Шань тăвĕсем çине пĕччен хăпартăм, Исыык-Куль тавра çаврăнтăм. Алтай, Кавказ, Урал тăрăхĕсенчи таса сывлăшпа килентĕм. Инçет хĕвелтухăç тăвĕсене çитсе куртăм. Байкал кÿллин илемлĕхĕпе кăмăла çĕклерĕм. 2010 çулта Шуйттан пÿрни ту тăррине хÿтĕлев хатĕрĕсемсĕрех улăхса чуна лăплантартăм. Юлашки виçĕ çулта отпуска каяймарăм, çавăнпа тусем çине те хăпараймарăм. Пĕлтĕр пĕр эрне ĕçрен канма май пулчĕ-ха, анчах ун чухне тусем çине мар, çамрăксен тĕнчипе паллă «Селигер» форумне хутшăнтăм, «Малашлăхри экономика» секцире тухса калаçрăм. Яшсемпе хĕрсем пуçаруллă пулни кăмăла кайрĕ, тĕнче шайĕнчи ыйтусем хумхантараççĕ вĕсене.
- Леонид Валерьевич, вăхăт тупса калаçнăшăн пысăк тав.
Дмитрий МОИСЕЕВ
Федераци Канашĕн Ют çĕршыв ĕçĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕпе Константин Косачёвпа... |
...хĕллехи Олимп вăййисен чемпионкипе Аделина Сотниковăпа. |
...арми генералĕпе Александр Косованпа. |
Шуйттан пÿрни тăвĕ çинче. |
КĔСКЕН
Николай Гоголь. Вăл вырăс халăхĕн чунне витĕр курма, ăна уçса пама пултарнă. Генин «Мертвые души» поэмине вуласа пăхăр-ха - ăна çырнăранпа нимĕн те улшăнманнине кирек кам та тавçăрĕ.
Хветĕр Уярăнне. Çыравçă хăйĕн «Таната», «Таркăн» хайлавĕсенче тăван халăх шăпине кăтартса панă. Поэтсенчен Валентин Урташ сăввисем чуна çывăх.
Пархатарлă ĕç пурнăçлама кăмăл пултăр, майĕ яланах тупăнать.
«Сăмаха калама пуçларăн пулсан каласа пĕтер».
Паллах, кирек камăн та пăшăрханмалли тупăнать. Чи пĕлтерĕшли - малтанхи йăнăшсене урăх тумалла мар.
Темĕнле вăрттăнлăх пурах унта.
Пурнăçланĕ-ши вăл? Çĕр çинчи мĕнпур çынна телейлĕ пултарас килет.
|
Комментировать