Ытлашшине - патшалăха!

18 Дек, 2015

Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче çĕршывра йĕркеленĕ продразверстка çинчен пĕлес килет.

А.МИХАЙЛОВ.

Вăрнар районĕ.

Продразверстка - ял хуçалăх апат-çимĕçне хатĕрлемелли система, Совет патшалăхĕ 1919-1921 çулсенче усă курнăскер* çар коммунизмĕн политикин çул-йĕрĕсенчен пĕри.

Ку системăна Раççей империйĕ - 1916 çулхи раштав уйăхĕнчен, Вăхăтлăх правительство 1917 çулхи пуш уйăхĕнчен пуçласа пурнăçа кĕртме хăтланнă. Мĕнре-ха унăн тĕп пĕлтерĕшĕ? Хресченсен хăйсене кирлинчен ытларах туса илнĕ тырпула, ытти çимĕçе патшалăха памалла пулнă. Кĕпĕрнесенче апат-çимĕçе уессем, вулăссем, ялсем тăрăх, унтан уйрăм хресчен хуçалăхĕсенче пухнă.

1920 çулта Чăваш автономи облаçĕнчи апат-çимĕç органĕсем 1856901 пăт тырă, 62444 пуç мăйракаллă шултра тата 145029 пуç ытти выльăх, 4,7 млн çăмарта, 16433 пăт утă пухса хатĕрленĕ. Çапла майпа РСФСР правительствин хушăвне тырăпа - 123,7, аш-какайпа - 68, çăмартапа - 65, утăпа 58 процент пурнăçланă.

Продразверстка ирĕксĕрлесе пурнăçа кĕртмелли ĕç-хĕл шутланнă: хуласене тата Хĕрлĕ Çара апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ е выçлăхран çăлса хăварнă, большевиксене граждан вăрçинче çĕнтерме пулăшнă. Çав вăхăтрах вăл ял хуçалăх производствине сарăлма чăрмантарнă, ялсене чухăнлатнă. Ял халăхĕ 1921 çулта пăлхав çĕкленин тĕп сăлтавĕ шăпах продразверстка пулса тăнă та ĕнтĕ.

Çĕнĕ экономика политикине йышăннă хыççăн ăна апат-çимĕç налукĕпе улăштарнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.