Архив - 21 Мар, 2014 - Хыпар
Кил-çурт 21.03.2014
Ирхи купăста калчи ÿстеретпĕр
Ăна /çав шутра чечеклĕ купăстапа брокколие те/ ăшăтакан теплицăсемпе парниксенче, пÿлĕмре ÿстереççĕ.
Вăрлăх хатĕрлесси. Ирхи купăста вăррине пуш /март/ уйăхĕн варринче хатĕрлеççĕ. Малтанах нумай вăрă акма кирлĕ мар, мĕншĕн тесен хăш-пĕр сорт харăс ÿссе çитĕнет. Чи виçелли вăл – икĕ ăстрăмпа, 5-10 кун сиктерсе акни. Ун пек чух купăстапа çуллахи вăхăтра нумай вăхăт усă курма пулать.
Ĕмĕрхи ыйту: "Мĕншĕн?"
Пирĕн икĕ ывăл, асли улттăмĕш класра вĕренет, кĕçĕнни - пĕчĕк-ха. Эпĕ асăрханă тăрăх вăл пур япалана та сулахай алăпа ытларах тыткалама юратать. Юлашки вăхăтра ÿкернĕ, çырнă чухне ручка-кăранташа сулахай алăпа тытать. Темиçе хут та сылтăммипе "ĕçлемешкĕн" хистени пулăшмасть - пĕрмаях куççуль е нăйкăшу. Мĕн тумаллине те пĕлместĕп. Врачсемпе калаçса пăхмалла-и?
Ольга ФАДЕЕВА.
Красноармейски районĕ.
Çимĕç мар ку - уяв
Сăмах - мангольд пирки. Тепĕр майлă çак ÿсен-тăрана Рим купăсти тесе те калаççĕ. Шултра, тĕрлĕ тĕслĕ, капăр çулçăллă , усăллă, тутлă çак çимĕç хуçине илемĕпе те, сиплĕхĕпе те савăнтарĕ. Унăн çулçинче тĕрлĕ витамин, минерал тăварĕсем, пантотен кислоти нумай. Тутлăхлă япаласен виçипе вăл хĕрлĕ кăшманран та ирттерет. Çулçисене чĕрĕлле те, пĕçерсе çиме те юрать. Çулçă тунине яшкана, салата, гарнира хушаççĕ.
Никĕс çирĕп-и?
Чул çуртра пурăнатпăр. Пĕр ыйту канăç памасть, стена мĕншĕн çурăлать-ши. Кашни çул саплама тивет...
А.СЕМЕНОВА.
Красноармейски районĕ.
Тĕрлĕ выльăх валли
Хыр, чăрăш лăссинчен хатĕрленĕ çăнăх килти выльăхшăн питĕ усăллă теççĕ. Пĕр пуç выльăха мĕн чухлĕ памалла.
З.ИВАНОВ.
Канаш районĕ.