Никĕс çирĕп-и?

21 Мар, 2014

Чул çуртра пурăнатпăр. Пĕр ыйту канăç памасть, стена мĕншĕн çурăлать-ши. Кашни çул саплама тивет...

А.СЕМЕНОВА.

Красноармейски районĕ.

Кирпĕч стена çурăлни тĕрлĕ сăлтавпа çыхăннă. Сăмахран, çĕр айĕнчи шыв çулĕсем çывăхра вырнаçни те пысăк витĕм кÿме пултарать. Кун пек чухне кирпĕчсем çуркунне е çу пуçламăшĕнче çурăлаççĕ. Тепĕр сăлтавĕ вăл - никĕс çирĕп мар пулни. Никĕс тĕреклĕ пултăр тесен çирĕп маркăллă цемент /400 е 300/ илмелле, хурçă е тимĕр арматурăсем хурса хăвармалла, бетон хытиччен кирпĕч купалама тăхтамалла - сахалтан та 28 куб.

Çурăксем сарлака пулмасан хушăксене цемент растворĕпе сĕрсе «саплама» /питĕрме/ май пур. Самаях сарлака çурăксем асăрхасан никĕсе тĕрĕслесе çирĕплетме тивет.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.