Çимĕç мар ку - уяв
Сăмах - мангольд пирки. Тепĕр майлă çак ÿсен-тăрана Рим купăсти тесе те калаççĕ. Шултра, тĕрлĕ тĕслĕ, капăр çулçăллă , усăллă, тутлă çак çимĕç хуçине илемĕпе те, сиплĕхĕпе те савăнтарĕ. Унăн çулçинче тĕрлĕ витамин, минерал тăварĕсем, пантотен кислоти нумай. Тутлăхлă япаласен виçипе вăл хĕрлĕ кăшманран та ирттерет. Çулçисене чĕрĕлле те, пĕçерсе çиме те юрать. Çулçă тунине яшкана, салата, гарнира хушаççĕ.
Мангольд - икĕ çул ÿсекен культура. Пĕрремĕш çул шултра çулçисемпе тунисем аталанаççĕ, иккĕмĕш çул вăрă кăларакан 1,2-1,8 м çÿллĕш тунасем тухаççĕ. Тымарĕ - хытă, çиме юрăхсăр, унра тутлăхлă япаласем нумай пулнăран çулçă папкисем хăвăрт аталанаççĕ, çавна май çак культура çулçисем йышлăн ÿсеççĕ.
Рим купăсти сивве тÿсĕмлĕ, сивĕ мар хĕлсенче тымарĕ тăпрара чиперех хĕл каçма пултарать. Пирĕн тăрăхра ăна хĕлле сивĕпе пĕтесрен кĕркунне кăларсан аванрах.
Çак культурăна хĕрлĕ кăшман пекех ÿстереççĕ. Йăран çине 45 см хушă хăварнă касăсем туса ретпе 2-3 см тарăнăшне акмалла. Касăсене çиелтен торфпа е çĕрĕк тăприпе сапсан калчасем харăс, 8-10 кунран шăтаççĕ. Калчасен 2-3 çулçă тухсан малтан 15 см хăварса, каярахпа туна сорчĕсене – 40 см, çулçăллă сортсене 25 см хăварса сайралатаççĕ.
Çулçă /листовые/ сортсене 60-70 кунран, çулçă туналăх /черешковые/ сортсене 90-100 кунран пухса илме юрать. Çимĕçе пĕр харăсах е темиçе ăстрăмпа пухма пулать. Ытла шултра çулçăсем йÿçек тутăллă пулаççĕ, çавăнпа иккĕмĕш ăстрăмпа пухнă чух шултра çулçăсене иртсе пăрахсан аванрах.
Авăн /сентябрь/ вĕçĕнче, тăм ÿкме пуçличчен мангольд тымарне кăларса хĕллехи вăхăтра теплицăра е пÿртре çулçăлăх ÿстерме / выгонка тума/ пулать. Çакна валли илнĕ çулçăсене тăпра тултарнă ешчĕке лартмалла, 22-23 градус ăшă, çутă çĕре вырнаçтармалла. Тепĕр 20-30 кунран çулçăсене çимешкĕн пухма юрать. Ӳснĕ тапхăрта çимĕçĕн çулçисене, тунисене темиçе хутчен те касма пулать.