Пирĕн çĕр-шывра çынна инвалида кăларакан тата вилĕм патне илсе çитерекен амаксен хушшинче чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн чирĕсем малти вырăнта тăраççĕ. Ку тĕлĕшпе чĕрен ишеми чирĕ тата миокард инфаркчĕпе, инсультпа йывăрланнă артери гипертонийĕ уйрăмах пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Статистика тăрăх - чĕрен ишеми чирĕпе аптракансен 25 проценчĕ тăрук вилме пултарать. Инкекрен мĕнле хÿтĕленме пулать-ха? Çак ыйтăва республикăн кардиологи диспансерĕн тĕп тухтăрĕн çумĕ, аслă квалификаци категориллĕ кардиолог Ирина Геннадьевна ЯКОВЛЕВА хуравлать.
Сыпă чирĕ подагра пирки Гиппократ вăхăтĕнчех пĕлнĕ. Подагра сăмах грекларан куçарсан «капкăнри ура» тенине пĕлтерет. Ыратнине ирттерме авалтанпах халăх мелĕсемпе анлă усă курнă.
Иртнĕ ытлари кун Кремльте РФ Президенчĕ Владимир Путин, Крымăн Патшалăх Канашĕн председателĕ Владимир Константинов, республика премьер-министрĕ Сергей Аксенов тата Севастополь мэрĕ Алексей Чалый Крым Республикипе Севастополь хулине çĕнĕ субъектсен шучĕпе Раççей тытăмне йышăнасси çинчен калакан килĕшĕве алă пусрĕç.
Шăмăршăра шкул ачисен 26-мĕш спартакиади старт илнĕ. Вĕренекенсем тĕрлĕ ăмăртура чи маттуррисене палăртассишĕн вăй виçеççĕ. Çак кунсенче районта шашкăлла выляссипе турнир иртнĕ.
Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче пулăç сахал мар. Хĕллехи сивĕ кунсенче те вĕсем юратнă ĕçне пăрахмаççĕ. Çак кунсенче пулăçсем Идут çырмине фестивале пухăннă.