Комментировать

20 Мар, 2014

Компьютер пĕлĕвне ÿстереççĕ

Хальхи саманара çĕнĕ йышши техникăпа ĕçлеме пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпах тивĕçлĕ канăва тухнисем те паянхи пурнăçпа тан пыма тăрăшаççĕ.

РФ Пенсионерсен союзĕн вырăнти уйрăмĕн районти канашĕпе вĕренÿ пайĕ пуçарнипе Сĕнтĕрвăрринче ваттисем валли компьютер пĕлĕвне ÿстерессипе ятарлă курс йĕркеленĕ. Нумаях пулмасть пĕрремĕш ушкăн - 8 çын - унтан вĕренсе тухнине ĕнентерекен свидетельствăна тивĕçнĕ. Хулари 1-мĕш гимназири «Çеçпĕл» ача-пăча организацийĕн хастарĕсем Г.Голыгина учительпе пĕрле аслă ăру çыннисене икĕ уйăх компьютерпа ĕçлеме вĕрентнĕ. Курсра вĕсем интернета тухас, сайтсемпе усă курас, тĕрлĕ программăпа ĕçлес, текст пухас, ÿкерчĕксем тăвас тата ытти енĕпе пĕлÿ илнĕ. Çак кунсенче гимназире иртнĕ тĕл пулура кинемей-мучи çамрăк педагогсене чăтăмлăхĕпе тăрăшулăхĕшĕн тав тунă, малашне те маттур пулма ыр суннă.


А.ПЕТРОВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.