Архив - Ноя 2014 - Хыпар

ноябрь 22nd

22 Ноя, 2014

Тÿрĕ кăмăлсăр подрядчиксене пула...

Хальхи çамрăксем ашшĕ-амăшĕ тата маларах ÿсĕмри йăхташĕсем краççын лампин вăйсăр çутипе еплерех тертленнине, хăйăвĕ мăкăрланса тĕтĕм кăларнăран трахома чирĕпе асапланнине пĕлмеççĕ паллах. Анчах паянхи кун та электричествăсăр пурăнакансемшĕн кĕрхи вăрăм каçсенче пÿлĕмре мĕлтлетекен çутă кăштах палăрни те телей, вăл çумри юлташ пекех туйăнать.

Электроэнерги вăйĕпе усă курма пултарайман çынсем республикăра халĕ те пур-ха.

22 Ноя, 2014

Яланах халăх хушшинче

Чатукасси ялĕнче пурăнакан В.Егоров - «Васкавлă пулăшу» уйрăмĕн фельдшерĕ, ял старости, пушар тата ирĕклĕ халăх дружинисен членĕ. Кунсăр пуçне Виталий Александрович район Пухăвĕн депутачĕ те. Яланах халăх хушшинче вăл.

22 Ноя, 2014

Çĕрулми... 80 кг таять!

Чи пысăк çĕрулми миçе килограмм тайма пултарать?

Н.НЕВЕРОВ,

Тăвай районĕ.

Бразилири Манаус хулинчи фермер хуçалăхĕнче халĕччен пулман çав тери пысăк çĕрулми çитĕннĕ. Вăл... 80 килограмм /!/ таять. Унран пĕчĕкреххисем те пур - 20-шер килограмлисем.

22 Ноя, 2014

Юрă уявĕнчен Акатуя çити

Чăваш Енре юрă уявĕсене хăçан паллă тума пуçланă?

Н.ЗИНОВЬЕВА.

Тăвай районĕ.

Юрă уявĕсем - халăх хутшăнса ирттерекен пĕр кунлăх уявсем. Пирĕн республикăра вĕсене Акатуй уявĕн йăлисене никĕсе хурса 1953 çултанпа йĕркелеççĕ. Вĕсене ирттермешкĕн XX ĕмĕрти 30-40-мĕш çулсенчи искусствăсен /халăх пултарулăхĕн/ олимпиадисен, çавăн пекех Балтика тăрăхĕнчи республикăсенчи наци юрă уявĕсен тĕслĕхĕпе усă курнă. Унта та тĕп вырăнта нумай пинлĕ пĕрлештернĕ хор пулнă.

22 Ноя, 2014

Тĕнче чемпионĕ чылай çĕршыва çитсе курнă

"Хăвăрт чупать, çивĕч ăс-тăнлă, топографие лайăх пĕлет", - теççĕ ун пирки.   Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче агрегат завочĕ республикăри чи вăйлă ориентировщиксемпе палăрса тăратчĕ.

22 Ноя, 2014

Чăваш Ен студенчĕсем китайла вĕренеççĕ

Чăваш патшалăх университечĕ тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче вырнаçнă аслă шкулсемпе туслă çыхăну йĕркеленĕ. Беларуç, Казахстан, Германи, Итали тата ытти çĕршыври студентсемпе преподавательсем Чăваш Ене килсе кураççĕ, пирĕн ентешсем те вĕсем патĕнче хăнара пулаççĕ.

22 Ноя, 2014

Çамрăксен туслăхĕ çирĕп

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн А.А.Кокель ячĕллĕ Ÿнер музейĕнче В.И.Суриков ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн ÿнер институчĕн Хусанти филиалĕн студенчĕсен ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ.

Страницы