Чăваш Ен студенчĕсем китайла вĕренеççĕ
Чăваш патшалăх университечĕ тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче вырнаçнă аслă шкулсемпе туслă çыхăну йĕркеленĕ. Беларуç, Казахстан, Германи, Итали тата ытти çĕршыври студентсемпе преподавательсем Чăваш Ене килсе кураççĕ, пирĕн ентешсем те вĕсем патĕнче хăнара пулаççĕ. Иртнĕ çул акă вĕренÿ учрежденийĕ Китайри Гуйчжоу университечĕпе килĕштерсе ĕçлемешкĕн ятарлă документа алă пусса çирĕплетнĕ. Çак кунсенче Шупашкара Китай Халăх Республикинчи Аньхой провинцийĕн делегацийĕ /пурĕ 14 çын/ килсе кайрĕ.
Аслă шкулта сумлă хăнасене çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç. Китай çыннисем малтанах И.Ульяновпа И.Яковлев музейне кĕрсе курчĕç. Унтан вĕсем преподавательсемпе тата студентсемпе тĕл пулчĕç. "Китайсем - ĕçчен те тăрăшуллă, ăслă та пултаруллă халăх. Вĕсене пĕтĕм тĕнче хисеплет, тĕслĕх илет. Раççей Президенчĕ Владимир Путин та сирĕн çĕршывпа ĕçлĕ çыхăну йĕркелесшĕн: нумаях пулмасть вăл Китайра пулчĕ", - терĕ университет ректорĕ Андрей Александров. Чăн та, Китай Халăх Республики хăвăрт аталанакан çĕршыв, кашни отрасльте пысăк çитĕнÿсемпе палăрать. Тĕнче ăмăртăвĕсенче Китай спортсменĕсенчен маттуртараххи çук та пулĕ. Ламран лама куçакан йăла-йĕркене çирĕппĕн пăхăнса пурăнни культура вучахне сÿнме памасть. Хĕвелтухăç çĕршывĕн тĕпчевçисен идейисене пулах тĕнче экономики çултан-çул çĕнĕлĕхсемпе пуянланать. Чăваш патшалăх университечĕ мĕншĕн Аньхой провинцийĕпе туслă çыхăнусем йĕркелесшĕн-ха? Андрей Александров пĕлтернĕ тăрăх - унти вĕренÿ учрежденийĕсен тытăмĕ Чăваш Енри евĕрлĕрех иккен, инноваци технологийĕсем те вăйлă аталаннă ку тăрăхра, çавăнпа вĕсенчен вĕренмелли нумай. Китайри аслă шкулсем те пире ку енĕпе пулăшма хирĕç маррине палăртнă.
Чăваш патшалăх университечĕн представителĕсем кăçал хĕвелтухăç çĕршывне кайса курнине палăртмалла. Экономика факультечĕн студенткипе Екатерина Кузнецовăпа Эльвира Кузнецова доцентăн Аньхой университечĕ йĕркеленĕ çуллахи шкулта вĕренме тÿр килнĕ. Вĕсем унта чаплă музейсенче пулса курнă, Хуаньшань хули çав тери пысăк пулнинчен тĕлĕннĕ, Китай шурсухалĕсем ирттерекен ăсталăх сехечĕсенче кашни сăмаха ăша хывнă. "Паллах, ăслăлăхри çитĕнÿсем мухтава тивĕç, авалхи культурăн пуянлăхĕ чун-чĕрене тыткăнларĕ. Апата патакпа çиес йăлана та паянхи кунччен манаймастпăр", - хавхаланса калаçрĕç пикесем. Иртнĕ çул Китайра машиностроени факультечĕн студенчĕсем пулнă. Шанхай университетĕнче иртнĕ механизмсемпе машинăсен теорийĕн олимпиадинчен пирĕн ентешсем чи сумлă парнепе таврăннă: ют çĕршыв командисен йышĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра Китай чĕлхине вĕренекен йышлă. Ятарлă курса студентсем те, преподавательсем те çÿреççĕ. Тĕслĕхрен, психологи кафедрин пуçлăхĕ Евгений Николаев иккĕмĕш çул çак чĕлхене ăша хывать. Пухăннисене вăл Гуйчжоу университетне командировкăна кайса килни çинчен китайла каласа кăтартрĕ. Педагогика наукисен докторĕ Надежда Мерлина Китай ăсчахĕсемпе ĕçлĕ çыхăну тытас тĕллевлĕ. Профессор ăслăлăхпа меслет проекчĕсене пĕрле хатĕрлесе пурнăçлама сĕнчĕ. Хăнасем пирĕн ентешсен шухăшĕсене ырларĕç, малашне килĕштерсе ĕçлеме шантарчĕç.
Аньхой делегацийĕ вара пирĕн университетра ют çĕршыв студенчĕсен йышĕ пысăк пулнинчен тĕлĕннĕ. Хальхи вăхăтра кунта 37 çĕршыври 450 çамрăк пĕлÿ илет. Вĕренсе тухнисен шучĕ те пĕчĕк мар - 446. Вĕсем кунти яш-кĕрĕмпе тата хĕр-упраçпа туслă пурăнаççĕ, ыттисем пекех пур мероприятие те хастар хутшăнаççĕ. "Мĕншĕн Чăваш Ен тăрăхне туртăннине кунта килсе курсан тин ăнлантăм. Сирĕн республикăра тараватлă çынсем пурăнаççĕ. Пире те питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç. Атăл хĕрринче вырнаçнă хула питĕ илемлĕ. Чăваш патшалăх университечĕ пире тĕнчери тĕрлĕ учрежденипе туслă çыхăну тытнипе кăмăла кайрĕ. Эпир те сирĕншĕн чи çывăх юлташ пуласса шанатăп", - терĕ Аньхой правительствин тĕп секретарĕн çумĕ Ву Син. Сăмах май: Провинцире аслă 106 шкул, унта миллион ытла студент вĕренет.
Аньхой культурин кунне халалланă уяв акт залĕнче иртрĕ. Хăнасемпе студентсене Чăваш халăх артистки Августа Уляндина тата "Ярды" ансамбль юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Аньхой университечĕн физкультурăпа çар вĕренĕвĕн пайĕн ассистенчĕ Ван Фэн хĕвелтухăç кĕрешĕвĕн мелĕсемпе паллаштарчĕ. "Кунфу - темиçе ĕмĕр каяллах çирĕпленнĕ çапăçу тĕсĕ. Ун никĕсĕ çинче каярах спорт тĕсĕсем вăй илнĕ. Кунгфу çынна çутçанталăкпа килĕшÿре пурăнма, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма, çав вăхăтрах тĕрлĕ усал-тĕселтен хÿтĕленме пулăшать", - ăнлантарчĕ пике. Тĕлпулу программи ытти мероприятирен те пуян пулчĕ. Хăнасем анимаци хайлавĕсемпе илемлĕ фильмсем илсе килнĕ. Пирĕн ентешсем интерактивлă программăсемпе паллашрĕç, Китай урокĕсенче чĕлхе вăрттăнлăхĕсене шырарĕç. Тĕрлĕ лекципе калаçусенче те кăсăкли нумай пулчĕ. Хăнасем Шупашкарти паллă вырăнсене çитсе курнă. Аньхой çыннисем университетăн культура керменĕпе тата спорт комплексĕпе уйрăмах кăмăллă пулнă.
Андрей МИХАЙЛОВ
Комментировать