Тÿрĕ кăмăлсăр подрядчиксене пула...
Хальхи çамрăксем ашшĕ-амăшĕ тата маларах ÿсĕмри йăхташĕсем краççын лампин вăйсăр çутипе еплерех тертленнине, хăйăвĕ мăкăрланса тĕтĕм кăларнăран трахома чирĕпе асапланнине пĕлмеççĕ паллах. Анчах паянхи кун та электричествăсăр пурăнакансемшĕн кĕрхи вăрăм каçсенче пÿлĕмре мĕлтлетекен çутă кăштах палăрни те телей, вăл çумри юлташ пекех туйăнать.
Электроэнерги вăйĕпе усă курма пултарайман çынсем республикăра халĕ те пур-ха.
ЧР Промышленноçпа энергетика министерствине ертсе пынă Юрий Волошин 2010 çулта 223 объект тума 321,7 млн тенкĕлĕх 63 контракт тунă. Патшалăх килĕшĕвĕсене алă пусма подряд организацийĕсем те хутшăннă. Чылайăшĕ тÿрĕ кăмăллă пулман. Ĕç укçин пĕр пайне аванс шучĕпе илнĕ, анчах хăйсен обязательствисене пурнăçламан.
ЧР Строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин ирĕксĕрех килĕшĕве сăмах тытман подрядчиксене суд урлă пăрахăçлаттарса йышăннă правилăсемпе килĕшÿллĕн объектсене электрификацилессине вĕçлеме майсем шырамалла пулса тухнă.
Ĕçе вăхăтра пурнăçламаншăн «Степ», «СтройГранд-Групп», «ТСК «Парнас», «Сатурн-Строй» тулли мар яваплă обществăсемпе патшалăх контрактне татнă.
Министерство журналистсене электричество кĕртсе пĕтереймен урамсене илсе кайса пресс-тур ирттерчĕ. МИХ представителĕсем Шупашкар районĕнчи Якутарта ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Евгений Зубковпа тĕл пулчĕç. Евгений Аркадьевич ячĕшĕн вăй хунă «Степ» организацине пула Сад урамĕнчи çынсем темиçе çул çутăсăр пурăннине пĕлтерчĕ.
Якутар пысăк мар, халĕччен 22 çурт çеç шутланнă. Шупашкартан 2 çухрăмра кăна вырнаçнăран ял юлашки çулсенче ÿссех пырать. 1992-1996 çулсенче 58 çĕр лаптăкĕ уйăрнă, анчах строительство электричествăсăр вăраха тăсăлать. «Çутă çукран яла чун туртмастчĕ, сайра хутра килсе çÿреттĕм. Ытларах тĕп хулара пурăнтăм. Ĕмĕре кунта ирттерекенсем генераторсем туянатчĕç», - тет Виталий Арсентьев.
- Эпир электрификацилес программăна 2008 çулта лекрĕмĕр. Подряд организацийĕ те тупăнчĕ. Кĕтнĕ ĕмĕт пурнăçланасса шанса хытах савăнтăмăр, анчах кăлăхах пулчĕ. Кăçал ЧР Правительстви бюджетран 1,28 млн тенкĕ уйăрнипе çĕнĕ организаци çак ĕçе эрнерех - сентябрь пуçламăшĕнче вĕçлерĕ, - терĕ Евгений Зубков.
Калаçăва ял лавккинчи Алевтина Владимирова сутуçă та хутшăнчĕ. «Ку ялта эпир 1998 çултанпа пурăнатпăр, - терĕ. - Пачах çутăсăр мар-ха, пĕр лини килет. Çĕрсе çитнĕ юпасем тÿсетчĕç. Час-часах татăлакан пралуксене сыпса хăшкăлаттăмăр. Холодильник, ытти электроприбор юрăхсăра тухатчĕ. Пайтах тертленнĕ».
Халĕ урам тăршшĕпех икĕ енĕпе тимĕр-бетон юпасем лараççĕ. Пралук тăрăх электроэнергии куçать, вăл кашни килех кĕрет.
Канаш районĕнчи Муллаварти Çамрăксен урамĕнче çуртсене электричество кĕртес ĕç вĕçленеймен-ха. «Çынсем ăна 4 çул кĕтеççĕ. «Сатурн-Строй» организаци чылай ĕç пурнăçланăччĕ, анчах ăна ытла вăраха тăсса халĕ те пĕтереймерĕ. Çавăнпа «РСП «Энергосетьстрой» тулли мар яваплă обществăпа çĕнĕ килĕшÿ турăмăр. Объект декабрьте хута каймалла, - терĕ Хучел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Иванов. - Юпасен тăррине электрохунар çакнă ĕнтĕ. 15 килте Çĕнĕ çула тĕрлĕ тĕспе ялтăракан чăрăш асамлăхĕпе савăккăн кĕтсе илеççех».
ЧР строительство министрĕн заместителĕ Сергей Безруков каланă тăрăх - республикăра халĕччен электроэнерги пыман 6 объекта çулталăк вĕçлениччен хута ямалла. Муркаш районĕнчи Вăрманкассинчи ял тăрăхĕнче трансформатор подстанцине вырнаçтармалла. Пиллĕкĕшĕнпе çĕнĕ подрядчиксемпе - «Тимсистем» тата «РСП «Энергосетьстрой» ОООсемпе - контрактсем тунă. Вĕсем Канаш районĕнчи Асхва, Муллавар, Энтрияль ялĕсенче, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Атнарпа Хĕрлĕ Чутайра ĕçе çывăх вăхăтра вĕçлес тĕллевлĕ.
Валентин ГРИГОРЬЕВ
Комментировать