Ăсчахсемпе кĕнекеçĕсен пĕрлехи «çимĕçĕ»

22 Ноя, 2014

Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ Иван Яковлев искусствăн чылай енĕпе ĕçлекенĕсене хавхалантарнă, халĕ те хавхалантарать. Поэтсем сăвă хыççăн сăвă шăрçалаççĕ, музыкантсем кĕвĕ хываççĕ, сцена ăстисем спектакльсем кăлараççĕ...

Çак кунсенче кун çути курнă «И.Я.Яковлев в изобразительном искусстве» кĕнеке-альбом вара Патриарха ÿнер искусстви мелĕпе уçса парать. Авторĕ - Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕ, искусствоведени кандидачĕ Юрий Викторов профессор.

Юрий Васильевичăн ку енĕпе ăсталăхĕ питĕ пысăк. Вăл 100 ытла статьяпа ăслăлăх ĕçĕн авторĕ. Вĕсенчен пысăк пайне профессионал ÿнер искусствине, паллă художниксен пурнăçĕпе пултарулăхне тĕпчессине халалланă. Паллă ĕçĕсен шутĕнче çаксем, «Петр Кипарисов, художник-педагог», «Анатолий Брындин, скульптор-монументалист», «Федор Осипов. Жизнь и творчество» тата ытти те.

Çĕнĕ кăларăм - Чăваш кĕнеке издательствипе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн пĕрлехи «çимĕçĕ». Автор палăртнă тăрăх - кĕнекере Иван Яковлев сăнарне живопиç, графика, скульптура произведенийĕсенче мĕнле çутатнине пуçласа туллин уçса панă. Альбом иллюстрацисемпе пуян. Кунта вĕрентÿçĕ пурăннă вăхăтрах пурнăçланă портретсем, ун хыççăнхи тата паянхи ăрури ÿнерçĕсен ĕçĕсем вырнаçнă. Вĕсене тишкернĕ май автор ÿнерти яковлевиана мĕнле аталаннине тивĕçлĕ хак парать. Юрий Викторов Чăваш наци музейĕн, Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн, И.Я.Яковлев патшалăх музейĕн тата ыттисен ĕçченĕсене, Яковлев пурнăçĕпе ĕç-хĕлне тĕпчекен Н.Г.Краснова Çутта кăларуçăпа çыхăннă произведенисемпе ти­вĕç­тернĕшĕн тав тăвать.

Н.ГЕОРГИЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.