Комментировать

22 Ноя, 2014

Яланах халăх хушшинче

Чатукасси ялĕнче пурăнакан В.Егоров - «Васкавлă пулăшу» уйрăмĕн фельдшерĕ, ял старости, пушар тата ирĕклĕ халăх дружинисен членĕ. Кунсăр пуçне Виталий Александрович район Пухăвĕн депутачĕ те. Яланах халăх хушшинче вăл. Депутат ĕç-хĕлĕ, тĕпрен илсен, вырăнти влаçпа общественноç хушшинчи çыхăнăва çирĕплетесси, халăх çĕкленĕ ыйтусене татса парасси тата çакăн пирки çынсене пĕлтерсе тăрасси тесе шухăшлать В.Егоров.

- Акă ял тăрăхĕн администрацийĕ çумĕнче профилактика, общественноç, ветерансен, хĕрарăмсен, çамрăксен канашĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсен ларăвĕсене хутшăнма тăрăшатăп - ял çыннисен нуши-терчĕпе ыйтăвĕсене тата та аванрах пĕлетĕп. Çавăн пекех кашни уйăхăн виççĕмĕш эрнекунĕнче çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнатăп. Чăн та, нумайăнах пымаççĕ, çапах та хастарлăхпа палăракансем пур. Граждансен пухăвĕсемпе конференцийĕсене хутшăнма çине тăратăп, ял-йыш çĕклекен ыйтусене вара вырăнти администраципе пĕрле татса пама тăрăшатпăр, - тет депутат.

Виталий Александрович ял тăрăхĕнче пурăнакансене вырăнти ыйтусене татса парасси вырăнти влаçпа халăхăн пĕрлехи ĕçĕ пулса тăнине ăнлантарса парассине те тĕпе хурать. 2010-2014 çулсенче, калăпăр, çавна май ялсемпе урамсене тирпей-илем кĕртессипе пысăк ĕç тунă. Культурăпа спорт мероприятийĕ чылай йĕркеленĕ. Акă пĕлтĕр ентешĕ - чăвашсен мухтавлă композиторĕ Ф.М.Лукин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа, пĕлтерĕшлĕ уяв тата район кунĕ пулчĕç.

В.Егоров депутат хутшăннипе тăвакан ĕç чăннипех те сахал мар Чатукасси ял тăрăхĕнче. Обществăри йĕркелĕхе сыхлассине çирĕплетес тĕллевпе участокри полици пунктне уçрĕç. Профилактика ĕçне йĕркелесе пыма çакăн хыççăн условисем лайăхланчĕç.

- Чатукассисем йĕпе-сапара Тĕп урама сĕт турттаракан автомашина кĕрсе тухайманни, çынсен тулли витресемпе бидонсене ялăн тепĕр вĕçне çитиччен çĕклеме тивни пирки ÿпкелешсе пĕлтеретчĕç. Граждансен пухăвĕнче кунти çула вак кирпĕчрен сарма калаçса килĕшрĕмĕр. Халăхпа пĕрле 400 метр тăршшĕ сартăмăр ăна. Чăн та, çакă ыйтăва вăхăтлăх татса пани кăна-ха. Ял тăрăхĕн администрацийĕнче çул тума экспертиза витĕр тухнă проект та пур, анчах вырăнти бюджет укçа-тенкĕрен хĕсĕкрех, - пĕлтерет В.Егоров.

Депутат пушар хăрушсăрлăхне йĕркелесси те çивĕч ыйтусенчен пĕри тесе палăртать. Апла пулсан Чатукассисен ЗИЛ-131 никĕсĕ çинче вырнаçтарнă АРС 14 пушар машинине йĕркеллĕ тытса тăрасчĕ, мотопомпăсене те тивĕçлипе упрасчĕ.

- Халăх сывлăхне сыхлассине лайăхлатас тĕлĕшпе ялти пĕтĕмĕшле практика врач офисĕнче «Васкавлă пулăшу» машини, аптека çукки ура хурать. Ĕç графикне те çирĕппĕн пăхăнмалла, - каласа парать Виталий Александрович.

Хăй ку тытăмра вăй хунăран унти лару-тăрăва вăл питех те лайăх пĕлет. Депутатăн кун йĕркинче - урамсене кĕркуннехи-çуркуннехи тапхăрта çутатса тăрасси /датчиксем вырнаçтарса тĕплĕн шута илесси/, ялсене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтересси /пăрăхсем кивелнĕ, унсăр пуçне Çĕнĕ Выççăлкăра артезиан шывĕпе усă кураймаççĕ/, шкул çулĕчченхи ушкăнра вырăнсем сахалтараххи, культура пурнăçне чĕрĕлĕх кĕртесси, ĕç вăхăчĕпе туллин усă курасси тата ытти ыйту.

В.Егоров депутат хаçат-журналпа та туслă. Районти «Ял пурнăçĕ» тата республикăри «Хыпар» хаçатсем - унăн ĕç сĕтелĕ çинче.

Виктор ДАНИЛОВ.

Красноармейски районĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.