«Çăкăртан асли çук», - тесе ахальтен каламан ваттисем. Сĕтел çине те ытти апат-çимĕçе лартиччен чи малтанах çăкăрпа тăвар лартаççĕ. Çăкăр - пирĕн пурнăç, халăх пуянлăхĕ. Вăл авалтанах халăхра пысăк хисепре пулнă. «Умăнтан çăкăр ан татăлтăр», - тенĕ çынсем пĕр-пĕрне ырă сунса.
Сарă çÿçлĕ те илемлĕ çак вĕрентекене курмассерен тавралăх çуталса кайнăн туйăнать. Ку хутĕнче тата кĕрхи ăмăр çанталăкчĕ те - пушшех. Çĕнĕ Шупашкарти 5-мĕш шкулта ют чĕлхесене вĕрентекен Екатерина Михайловна Владимирова пирки сăмахăм.
Мулендеевсен ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех пултаруллă. «Талантлă çын пур енĕпе те ăста»,- тесе ахальтен каламан пулĕ. Кирек хăш ĕçе пикенсен те пултарать вăл. Вăй-хăвачĕ ăçтан тухать-ши, чун хавалĕ епле çитет-ши тесе тĕлĕнетĕн вара.