Ăçта эсĕ, кĕрĕк ăсти?
Тĕллевлĕ программа отрасле тĕревлĕ
Ку ыйту юлашки çулсенче çĕр-шывĕпех калаçтарать. Шухăша яраканни - иртнĕ 20-22 çулта сурăх йышĕ, унран продукци туса илесси палăрмаллах чакни.
Чăваш Енри лару-тăру Раççей çак отрасле епле аталантарнипе тачă çыхăннă. Никама пăхăнман патшалăхсен пĕрлĕхĕнчи /НППП/ çĕр-шывсенче иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче сурăх шучĕ чи пысăкки пулнă - 153 млн, халĕ - 35. Казахстанра, Украинăра, Кăркăстанра 4 хут чакнă. Раççейре 63-рен 14,8 миллион юлнă /çак шутра уйрăм çынсен - 9, тĕрлĕ тытăмри ял хуçалăх предприятийĕсен - 4,4, хресчен-фермер хуçалăхĕсен - 1 млн ытла/.
Сурăх сахалланнин тĕп сăлтавĕ - çĕр-шывра çăм кирлĕ пулма пăрахни. Тĕрĕсрех, пир-авăр предприятийĕсем ăна пахалăхĕ тивĕçтерменнипе туянман. Чĕр тавар пухăнсах пынă. Раççей 1994 çулта таможня тÿлевне пăрахăçланă хыççăн чикĕ леш енне 157 пин тонна çăм ăсатнă. Çав вăхăтрах пусма тавар предприятийĕсем ăна 45 пин тонна туяннă, тĕпрен илсен - меринос сурăхăнне. Мĕншĕн тесен промышленноçа вĕтĕ е çурма вĕтĕ çăм çеç кирлĕ. Çакна тĕпе хурса хуçалăхсен малашне тĕллевлĕн ĕçлемелле: ăратне кура е ашĕшĕн, е çăмĕшĕн.
Ĕлĕк хатĕрлев кантурĕн агенчĕсем киле пырсах тир пуçтарнине аслăрах ăрурисем ас тăваççĕ пулĕ. Халĕ вăл никама та кирлĕ мар. «Хĕлле ура шăнасран мунча алăкĕ умне сарма юрать ĕнтĕ», - шÿтлет ялти пĕлĕшĕм.
Тĕрĕссипе, пир-авăр промышленноçне çăм кирлех. Раççей, ытти чылай çĕр-шывпа танлаштарсан, çурçĕререх вырнаçнă. Пирĕн патра çĕр мамăк çитĕнмест. Синтезласа сÿс туса кăлараççĕ. Чăн та, унпа çеç усă курма юрамасть. Çăмпа хутăш арламалла. Экспертсем çирĕплетнĕ тăрăх - пусма тавар промышленноçне çăмпа, халăха ашпа тивĕçтерме çĕр-шывра çуллен 30-35 млн сурăх çитĕнтермелле. Çак тĕллеве 2020 çул тĕлне пурнăçлама май пур.
Сурăх йышĕ 2015-2030 çулсенче тĕнчере 1,1-1,3 млрд шайĕнче тăрĕ. Çакă çителĕклĕ. Аш туса илесси ÿсет, çăм кăштах чакать. Унăн саппасĕ Австралире, Аргентинăра, Уругвайра, Индире темиçе çул усă курмалăх. Раççей юлашки çулсенче ăна чикĕ леш енне ăсатма пăрахнă, хăй НППП çĕр-шывĕсенчен чи паха сортлине туянать. Ытти патшалăхран 15 пин тонна çăм /хамăр производствăн 27,5%/, 66,7 пин тонна аш /17%/ илет. Импорт çулне пÿлме ăратлăха çине тăрсах лайăхлатмалла, хамăрăн сурăх тирĕнчен кĕрĕк çĕлессине аталантармалла. Хĕлле ăшă тумтире пурте аса илетпĕр мар-и? Пасарта е лавккара Чăваш Енре хатĕрленĕ кĕрĕк шыраса хăшкăлатпăр, вăл вара çукпа пĕрех. Ăна хатĕрлекен ăстасем ăçта кайса кĕнĕ? Тĕрĕс хуравлакан тупăнĕ-ши? Темĕн, иккĕлентерет. Пур-ха республикăра «Кĕрĕк» предприяти. Анчах вăл ку ыйтăва хăй тĕллĕн çеç татса параймĕ.
Ырă пулăм савăнтарать - РФ Ял хуçалăх министерствин Выльăх-чĕрлĕх департаменчĕ Раççейре Выльăх пăхакансен союзне йĕркеленĕ. Вăл сурăх ĕрчетес ĕçе пысăк витĕм кÿрессе шанас килет.
Пирĕн республикăра лару-тăру еплерех? Тÿрех калатăп: отрасль малашлăхĕ савăнтарать. Чăваш Енре РФ Правительствин 2012 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕнчи «2013-2020 çулсенче ял хуçалăхне аталантармалли тата ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр таварпа апат-çимĕç рынокне йĕркелемелли патшалăх программи çинчен» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 2013-2015 çулсенче сурăх ĕрчетес отрасле тĕллевлĕ аталантарма ятарлă программа йышăннă. Геннадий Кузнецовăн /«Хыпар», 206 /, 16.10.2014 ç., «Пĕрлехи хуçалăхра сурăх мĕншĕн усрасшăн мар?»/ текех пăшăрханма тивмĕ. Тĕллевлĕ программа отрасле тĕревлетех.
Унпа килĕшÿллĕн республикăра çăмлă чĕр чун усрама тивĕçлĕ услови туса хумалла, производство техникипе технологине çĕнетсе ку чухнехи шая çитермелле, ял хуçалăх предприятийĕсен сурăхран илекен продукци конкурентлăхне ÿстермелле, ăратлă кĕтÿ çитĕнтермелле, паха апат никĕсне туса хатĕрлемелле, специалистсем, тир тăвакан ăстасем вĕрентсе кăлармалла.
2009-2012 çулсенче Чăваш Енри ял хуçалăх организацийĕсенче /ЯХО/ сурăх йышĕ - 69,5%, ХФХсенче 2,6 хут ÿснĕ, аш туса илесси ЯХОсенче çав шайрах юлнă, ХФХсенче 11 хут хушăннă. Халĕ 65 ЯХОпа ХФХ сурăх ĕрчетеççĕ /2008 çулта - 80 ытларах/. Малашне кăтарту хушăнмаллах.
2009 çулта ЧР пĕтĕм тытăмри хуçалăхсенче 171,6 пин пуç шутланнă, 2012 çулта - 179,7 пин, вăл шутра ЯХОсенче - 2,3 пин тата 3,9 пин, ХФХсенче - 1,7 пин тата 4,5 пин пуç. Пĕтĕм йышăн 95 процентне ял халăхĕ ĕрчетет.
Программа çавăнпа та ЯХО тата ХФХ пысăк витĕм кÿрес тĕллевлĕ. 2013 çулта вĕсем пĕрле 7,5 пин пуç сурăх тытнă, 2015 çулта кĕтĕве 14,04 пине çитермелле, 2013 ç. - 60,5 тонна аш туса илнĕ, 2015 ç. кăтартăва 167,2 тоннăна çитермелле. 2013 ç. 5,7 тонна çăм туса илнĕ, 2015 ç. 18,94 тонна пулмалла тата 68 хушма ĕç вырăнĕ тумалла.
Çамрăк усламçăсем отрасль çине алă сулманни аван. Тĕслĕхрен, Вăрмар районĕнчи Сергей Грачев предприниматель кĕрĕклĕх тирлĕ ăрат ĕрчетет. Пĕлтĕр 15 пуç кăначчĕ унăн. Патшалăх «Ĕçе тытăнакан фермера» 700 пин тенкĕпе пулăшнă. Сергей Грачев нухратпа ферма тунă, трактор, 120 путек туяннă. Романов ăрачĕллĕ сурăх çулталăкра 2 хут пăранлать. Кил хуçи çывăх вăхăтра 500 пуçа çитересшĕн.
Валентин ГРИГОРЬЕВ
Анатолий ЕГОРОВ, Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - АПК организацийĕсемпе çыхăну йĕркелекен пай пуçлăхĕ:
- Ытларах хресчен-фермер хуçалăхĕсем, ял çыннисем сурăха какайĕшĕн усраççĕ. Эпĕ пĕлекен фермер Мускавсемпе çыхăну тытать. Лайăх ресторансем путексене хапăл иккен. Саккас килсех тăрать. Халĕ утă нумай, продукци хăй хаклăхĕ пысăк мар. Çамрăксем çавăнпах пулĕ сурăха тĕллевлĕн ĕрчетеççĕ.
Зоя ФЕДОРОВА, Етĕрне район администрацийĕн тĕп специалисчĕ:
- Сăр тăрăхĕ улăх-çаранпа пуян. Халăх çулленех утă нумай хатĕрлет. Çавăнпа та 10 çул каялла çеç пĕрле-шÿллĕ хуçалăхсем те, уйрăм çынсем те сурăх йышлă усранă. Колхоз-совхоз салансан витесем хупăнчĕç, йыш чакрĕ. Кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял халăхĕн 7700 пуç шутланать. Сурăх ашĕн хăй хаклăхĕ пĕчĕк. Яшка валли те, шашлăк е хашлама хатĕрлеме те каять. Шел, çăмне, тирне йышăнма пăрахрĕç. Унччен тир тăвакансем пурччĕ, халĕ - çук. Çавăнпах унтан çĕленĕ кĕрĕке тăхăнакан сахалланчĕ. Çăмран кăçатă тăваççĕ, чăлха-алсиш çыхаççĕ.
Нина ПЕТРОВА, Красноармейски районĕнчи «Таябинка» агрофирмăн тĕп зоотехникĕ:
- Ĕлĕк ăна килĕренех усранă, кĕтĕве янă. Çу каçипе те выльăх çинчен шухăшламан. Халĕ кĕтÿçе кăнтăрла хунарпа шыраса тупаймăн. Хамăрăн черетпе пăхмалла. Анчах шалуллă çынсен ĕç кунĕсене çухатас килмест. Выльăх шучĕ чакни çакăнпа та çыхăннă. Тирĕпе çăмне ниçта та йышăнманни те тарăхтарать. Хатĕрлев кантурĕсем кирлех. Кĕрĕке промышленноç никĕсĕ çинче паха хатĕрлемелле. Ăшă та çăмăл пултăр вăл. Ăна вара черет тăрсах туянĕç.
Людмила БОЯРИНОВА, Муркаш районĕнчи выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцин ертсе пыракан веттухтăрĕ:
- Вун-вун çул каялла сурăх чăнласах йышлăччĕ. Ĕнепе, сыснапа танлаштарсан пĕчĕк выльăх вăл, какайĕ 12-15 килограмран ытла мар. Çулла тирпейлеме шăпах вырăнлă. Питравра е ял уявĕсенче шÿрпе пĕçереççĕ. Ĕлĕкрех, шăнтмăш пулман вăхăтра, шăрттан хатĕрленĕ.
Юлашки çулсенче пирĕн районта сурăх усрама тытăнчĕç. Пăхма кĕтÿçсене ятарласа тытаççĕ. Ялта выльăх çăмĕ вырнаçать. Тивĕçлĕ канăва тухнă кинемейсем хĕл кунĕсенче ĕçсĕр хăшкăлмаççĕ: çăмран нуски-алсиш çыхаççĕ, килтисене вĕсемпе тивĕçтереççĕ, ытлашшине пасарта сутса укçа тăваççĕ.
Комментировать